Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

— Пӑрчкан пек ҫивӗч хӗрача!

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ пӗрре шӑпах Баймашкин ӳкерсе кӑтартнӑ Пӑрчкан сӑнарлӑ хӗре куртӑм: ҫавнашкалах тӑпӑлкка кӗлеткеллӗ, хура ҫӳҫне арҫынла кастарнӑ, ҫаврака пит-куҫлӑ; утти-тӑрри, ҫаврӑнкалӑшӗ ытла та вӑр-вар; сасси — уҫӑ, янӑравлӑ, ҫинҫе сасӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫын тӗслӗ ҫын ҫиччӗ пулать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Каллех вӗҫме тытӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Нимех те мар, авланиччен тӳрленет.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Чипер кай, килкелесе лар ҫапла, — терӗ вӑл, унтан, суранӗ ҫине кӑтартса, хушса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Ну, чипер юл, Борис, хӑвӑртрах сывал! — терӗм, юлташӑм аллине чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ киле кайма тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл, пирӗн калаҫӑва хутшӑнмасӑр, сӗтел-пукана, урайне шӑлма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӳлӗме пасартан таврӑннӑ карчӑк килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Коридорта алӑк сасси илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Курса калаҫасчӗ ман унпа, анчах ӑҫта тепре тӗл пулмалла ӑна, ӑҫта шыраса тупмалла?

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ вӑл хӗре курса ҫухатнӑранпа пачах улшӑнтӑм, пусӑрӑнтӑм, ӗлӗкхи шухлӑхӑм та, чӑрсӑрлӑхӑм та ҫухалчӗ манӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Наукӑра ку явление «внушени» тетчӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл ман куҫӑм умӗнчен кайма пӗлмест, маншӑн унран хӳхӗмрех хӗр те ҫук.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Юлашки вӑхӑтра эпӗ ҫавӑн пек шухӑш патне килсе тухрӑм: манӑн кама та пулин пӗтӗм чӗререн юратмаллах пулсан, эпӗ ӑна ҫеҫ юратнӑ пулӑттӑм, хамран килес пулсан, ӑна ҫеҫ хамӑн мӑшӑрӑм тӑвӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Манӑн хама ун умӗнче тӳрре кӑларас килет.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ халӗ ирӗн-каҫӑн, ҫӗрӗн-кунӗн ун ҫинчен кӑна асапланса шухӑшлатӑп, унпа курса калаҫма, унран каҫару ыйтма ӗмӗтленетӗп.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Анчах ун пеккине — курман.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Темле хӗре те курнӑ, калаҫнӑ, кулнӑ, шӳтлесех юратнӑ та, кӳрентернӗ те, маннӑ та пулӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех