Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Пурӑна киле ытти хуйхӑ ҫумне Куҫман тата тепӗр хуйхӑ хушӑнчӗ: ывӑлӗ, пӗр нушасӑр ӳснӗ Лавруш, хуҫалӑхшӑн тӑрӑшнине палӑртмарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Орпаш ойне орпа акрӑм, Орпи полчӗ пӑрҫа пек, пӑрҫа пек; Орпаш хӗрсем таптарӗҫ поль те — Перн поясси полмарь поль, полмарь поль…

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ӗҫкӗсенче вӑл, тарӑхса та хурланса, хӑйӗн яланхи юррине салхуллӑн юрланӑ:

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Анчах ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫулсеренех вӑй илнӗ, ялсенче колхозсем тӗрекленнӗ — Куҫман пуясси пулман, ӗмӗчӗсем аркансах пынӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Куҫма мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех пуйма ӗмӗтленнӗ, пурӑнан пурнӑҫра ҫӗрӗк ҫӑпата та кирлӗ пулӗ тесе, кашни ӑпӑр-тапӑра хӑйӗн килне арлан пек туртнӑ, хуҫалӑха ҫирӗп тытса пыма тӑрӑшнӑ, ҫур пусшӑн чунне сутма хатӗр пулнӑ, арӑмӗпе ывӑлне те хӑй пек хытӑ чунлӑ тӑвасшӑн ҫуннӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Колхозсем тӑвиччен вӑл ял-ял тӑрӑх йытӑ-кушак вилли, ҫӗтӗк-ҫурӑк пухса ҫӳренӗ, хӗрлӗ таварпа ваккӑн сутӑ тукаланӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Ун пек хӗрхенӗҫ ҫынран хӗл варринче кӗреҫе юр ыйтса илеймӗн», — тенӗ кӳршисем Куҫма пирки.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Шӑна Куҫми вӑтам пурӑннӑ, ҫын патне кивҫене кайман, хӑй те ҫынна кивҫен паман.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Аслӑ пуҫлӑх сарӑмсӑр персе янӑ сӑмах йӑпӑлти писсӑре питӗ килӗшнӗ, ҫапла вара ҫӗнӗ хушамат ял пуххисен кӗнекине кӗрсе юлнӑ, «саккунлӑ» пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мухаров тесе ӑна чи малтан ӳсӗр уретник каланӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Шӑна Куҫми ялан теҫетникре ҫӳренӗ, ҫавна пула килрен киле кӗрсе сӗрленӗ, ҫынсене ҫыпӑҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Унӑн ашшӗне ял хушшинче ним сӑлтавсӑр сӗрлеме, ҫын ҫумне ҫыпӑҫма юратнӑран Шӑна тесе ят панӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ӑҫта-ха ҫак пысӑк инкекӗн сӑлтавӗ, тупсӑмӗ?

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мӗнре-ха тӗп йӑнӑш?

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кая юлман-и?

Мел пур-и халӗ пурнӑҫа тепӗр майлӑ ҫавӑрса яма?

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ӑҫта, хӑш вӑхӑтра тӳрлетейми йӑнӑш утӑм турӗ вӑл?

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мӗншӗн ун тӗлне инкек ҫине синкек килех тӑрать?

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мӗншӗн пурнӑҫ ӑна ҫав териех хӗсӗрлет, пӗтӗм йышран уйӑрса, каялла тӗртсе хӑварать?

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кама мӗн усал тунӑ вӑл, Лавр Кузьмич Мухаров?

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех