Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Вӑл Чӗмпӗр шкулӗнчи чи хӳхӗм хӗре, Аня Карандаевӑна, ӗмӗрлӗхех юратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Петр Васильч пек тӳрӗ те пысӑк чунлӑ ҫын пурнӑҫра пӗрре кӑна юратма ҫуралать.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Турра, пупсене ӗненменнисӗр пуҫне унӑн вӗсене тарӑхма хӑйӗн вӑрттӑн сӑлтавӗ те тупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Пур пӗрех эпӗ унпа килӗштерессӗм ҫук, вӑл та мана каҫарас ҫук. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗ пӗтсен, каллех каялла Муркаш шкулне куҫса каятӑп!» — ҫирӗп шут тытрӗ Пазухин.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вара пуп-атте Пазухина антихрист вырӑнне хучӗ, ӑна хӑй ӑшӗнче юнаса пурӑна пуҫларӗ, кашни кӑлтӑкшӑн айӑплама, ура хума пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Александр атте хӑйне либералла тыткалама хӑтланни ахаль иртмерӗ, часах унӑн лӑпкӑ та ырӑ пурнӑҫне кӗтмен инкек пӑлхатса ячӗ: ывӑлӗ семинаринчен вӗренсе тухсан ылтӑнланӑ риза тӑхӑнасшӑн пулмарӗ, ашшӗ ирӗкне пӑхӑнмасӑр, унпа ӗмӗрлӗхех хирӗҫсе, чӑваш шкулне вӗрентме кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пазухин Левашовсем патне час-часах пианина калама ҫӳретчӗ, икӗ каччӑ вара чиркӳ юррисем, гимнсем калас вырӑнне, ытларах «светски» музыкӑпа вӑхӑта ирттеретчӗҫ, хальхи политика ҫинчен нумай калаҫатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Килӗнче либералла сӑмахсемпе выляма юратакан Александр атте ывӑлне «турӑ саккунӗсемпе» ытлашши хӗсӗрлемерӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Малтанлӑха пуп хӑйӗн ывӑлӗ Чӗмпӗртен килнӗ ҫамрӑк учительпе туслашнӑшӑн савӑнчӗ: мӗн тесен те, Пазухин – пысӑк культурӑллӑ, талантлӑ, тӳрӗ чунлӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Миссионерла политикӑна лайӑх ӑнланакан Александр атте хӑйӗн ывӑлне чӑвашла ӑста калаҫма вӗрентесшӗн тӑрӑшрӗ, чӑваш ҫамрӑкӗсемпе хутшӑнма чармарӗ, ӑна ятарласах Хусанти духовнӑй семинаринче чӑваш ачисемпе пӗрле вӗрентрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Левашовсем Элӗкре нумайранпа пурӑннӑран чӑвашла хитре калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Левашовӑн ывӑлӗ Пазухинпа паллашрӗ те, икӗ каччӑ, вырӑспа чӑваш, хӑвӑрт туслашса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ку акӑ мӗнле пулса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫапах та вӑл ҫамрӑк чӑваш музыкҫи умӗнче хӑйӗн вӑйсӑрлӑхне туйса илчӗ те пушшех тарӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Левашов — нумай вӗреннӗ, чее ӑслӑ священник — таврари ытти пупсем хушшинче пысӑк авторитет шутланать, унӑн вӑйӑмӗ самаях ҫирӗп.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Иккӗмӗшӗнчен, ҫак икӗ вӑйлӑ ҫыннӑн пӗр-пӗрне курайми пулма урӑх сӑлтавсем те пур.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫапах, хӑйӗн ӗҫне-тивӗҫне пула, Петр Васильчӑн ирӗксӗрех ачасене турӑ юррисем юрлама вӗрентмелле, ирӗк-сӗрех «таса Александр аттене» пӑхӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗрремӗшӗнчен, Левашов — пуп, Пазухин — атеист, турра ӗненмен, турӑ йӗркине хирӗҫ пыракан ҫын.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пазухинпа Левашовӑн хирӗҫмелли сӑлтавсем самаях пысӑк.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тепӗр кунне чӑрсӑр учителе хаяр ят тиврӗ, ҫапах вӑл пуп умӗнче пуҫ ҫапма мар, пуҫ тайма та кӑмӑлламаннине кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех