Çĕннисем
Вӗсене хирӗҫ темле чаплӑ хуҫа килетчӗ пулас (лаши карин ҫинчи пек капӑр, ҫуни — тимӗр, ун ҫине хаклӑ кавир сарнӑ, ҫуна тӗпне сӑсар ҫӗлӗклӗ, тилӗ тӑлӑплӑ этем упа пек сарӑлса ларнӑ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫӑмарта пек чӑмӑр урхамахсем, ҫуна хыҫҫӑн ҫил-тӑман кӑларса, малалла ыткӑнчӗҫ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вот мчится тройка почтовая Вдоль по дороге столбовой…
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пазухин, малти лава хуса ҫитсе, Наталья Лаврентьевнӑпа юнашар кӗрсе ларчӗ, тилхепене аллине илчӗ те ура ҫине сиксе тӑчӗ, лашасене тата хытӑрах хӑваласа, пӗтӗм таврана илтӗнмелле янраттарса, юрласа ячӗ:
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Асту, никама та хӑвӑнтан ирттерсе ан яр, никамран та ан пӑрӑн! — чӑрсӑррӑн хушрӗ Кӗҫтук.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Петӗр, эсӗ туртмастӑн, Наталья Лаврентьевна ҫумне куҫса лар — лашасем ӗрӗхсе ан кайччӑр.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Григорьев, сӑран атӑпах тухнӑскер, сиксе анса, ҫуна хыҫӗнчен тытса чупрӗ, унтан пирус туртма тесе, каччӑсен ҫуни ҫине ларчӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Слакпуҫӗнчен Ҫӗнӗ Пелепее ҫитме ҫирӗм пилӗк ҫухрӑм — шӑнмалӑх пур.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Витере тӑрса йӑлӑхнӑ ырӑ утсем, ирӗке тухсан, ҫил пек малалла ыткӑнчӗҫ, вӗсен таканӗсем айӗнчен юр катӑкӗсем ывтӑнса кӑна пычӗҫ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вара, пӳрте кӗрсе, хӑнана кайма тумланчӗҫ: иккӗшӗ те шур кӗпе ҫийӗн хура бант ҫыхрӗҫ, хура костюм тӑхӑнчӗҫ, ҫунасем ҫине така тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑпсем йӑтса тухса хучӗҫ, вара учительпе арӑмне пар лашаллӑ ҫуна ҫине лартрӗҫ, хӑйсем кайри ҫуна ҫине ларчӗҫ те яри уҫса пӑрахнӑ хапхаран урамалла тухса вӗҫтерчӗҫ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Тепӗр самантран Ивановпа Пазухин, хӑпӑл-хапӑл тумланса, картишне чупса тухрӗҫ, Григорьевсем валли пар лаша кӳлчӗҫ, пӗкӗрен шӑнкӑрав ҫакрӗҫ, хӑйсем валли тата тепӗр лаша кӳлсе тӑратрӗҫ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Атьӑр, атьӑр! — савӑнса кӑшкӑрчӗҫ туссем.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Темӗн чухлӗ ҫӗнӗ юрӑ, авалхи юрӑ ҫырса илме пултаратӑр.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Атьӑр Ҫӗнӗ Пелепее, хуньӑмсем патне, вӑт унта юрӑ ӑстисем нумай.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Эсир юрӑ итлеме юрататӑр-ха та, анчах унӑн пырӗ ыратать, — терӗ Григорьев, айӑплӑн кулкаласа.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Чӑнах та, юрлӑр-ха, Наталья Лаврентьевна, — ыйтрӗ Кӗҫтук та.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Юрлӑр-ха ҫӗнӗ юрӑсем, Наталья Лаврентьевна, сирӗн сассӑра илтменни нумай пулать, — терӗ Пазухин хӗрлӗ эрех ӗҫсе хӗрелнӗ хӗрарӑма.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Кӗҫтук Наталья Лаврентьевнӑна час-часах хӑйӗн хуйхи-суйхине уҫса парать; ҫемҫе чунлӑ хӗрарӑм унӑн сӑмахне ӑнланса, ӑша хурса итлет, хӑй те хирӗҫ ӑшӑ сӑмах каласа йӑпатма пӗлет.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Кӗҫтук каникула таврӑнмассерен, пушӑ вӑхӑтра, Григорьевсем патне кайса ларма юратать, тепӗр чухне ҫав лӑпкӑ та килӗшӳллӗ ҫемьере вӑл хӑйне хӑй килтинчен те лайӑхрах туять, унта калаҫса-кулса пӑлхавлӑ чунне лӑплантарать.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Григорьевсемпе Ивановсем пӗр-пӗринпе хутшӑнаҫҫӗ, праҫниксенче пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳреҫҫӗ.