Çĕннисем
Миххана ҫапла сӑнласа панин реализмла тӗшши пур ӗнтӗ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Вӑл патшапа турӑ хӑраххиех пулса тухать.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Михха тавра пӗтӗм тӗнче ҫавӑрӑнса тӑрать.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Вӑрӑ-хурахсем уншӑн ӗҫлеҫҫӗ, Лаврский йышши ваккатсем унӑн пуянлӑхне ӳстерме тӑрӑшаҫҫӗ, полиципе казаксем унӑн ӗҫне ӗҫлеме халӑха хӗҫпе те пӑшалпа юнаса, ирӗксӗрлесе хӑвалаҫҫӗ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Кӗскен каласан, пурте унӑн тавра кускаласа ҫӳреҫҫӗ, ӑна юрасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ, унӑн ӳпкевӗнчен хӑраса тӑраҫҫӗ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Кӗпӗрнатӑрӗ те пулин унпа туслӑ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Ял пуҫӗсенчен, старӑстӑсемпе старшинасенчен, стражниксемпе уретниксенчен пуҫласа, стӑнавая, земски начальнике, исправнике ҫитиччен — пурте Михха тарҫисем пулса тӑраҫҫӗ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Вӑл пурне те укҫапа виҫет.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Сӗмсӗр сыснана тухнӑ пуяншӑн ҫын чысӗ, хисепӗ, сӑпайлӑхӗ ниме те тӑмасть.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Ял-йышӗн ҫӗрӗсене парӑм-сарӑмшӑн тытса илет, ҫӗрсӗр тӑрса юлнӑ ҫынсене хӑйӗн тарҫисем туса хурать, ялпа яла хирӗҫтерсе халӑх ҫӗрне ҫавӑрса илет, бурлаксене кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр ӗҫлеттерсе кӳпӗнсе пырать, улпута вӗлерсе унӑн именийӗн хуҫийӗ пулса тӑрать.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Ҫтаппанӑнне икӗ хутчен лашине вӑрлаттарать, ӗнесӗр, хуралтӑсӑр, ҫӗрсӗр тӑратса хӑварать, ывӑлне ялтан тухса кайма ирӗксӗрлет, кинне пусмӑрлама, халӑх умӗнче намӑс кӑтартма хура шухӑш тытать.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Энӗшкасси пуянӗнчен пуҫласа Атӑл тӑрӑхӗнчи чаплӑ хуҫана ҫитиччен Михха темӗн тӗрлӗ, ҫӗр чӑтайми ирсӗрлӗхпе тискерлӗх те тума ӗлкӗрет.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Ним намӑс-симӗсне пӗлмесӗр улталани, вӑрттӑн та, кӗретлетсе те ҫынсене ҫаратни, хурах пусни, вӗлерни, алхасса-иртӗхсе пурӑнни Миххана чӑннипех те пӗтӗм ял-йыш, пӗтӗм ӗҫ халӑхӗ чун-чӗререн курайман тӑшман туса хурать.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Михха ӳсӗмӗн ҫулӗ — халӑх юнӗпе те тарӗпе пӗвеннӗ ҫул.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Михха тата ун «тус-йышӗн» сӑнарӗсенче пӗтӗм пусмӑр тӗнчин ирсӗрлӗхӗпе тискерлӗхӗ пӗтӗҫсе тӑраҫҫӗ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Пӗр Микула евӗрлӗ ҫын пуҫарнипех пӗтӗм кӗпӗрне хусканса кайнине те историре пулнӑ тесе ҫирӗплетсе калама пултараймастпӑр.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Ӗҫливанпа Ехрем хуҫа ывӑлӗсем либерал вӑййине выляман мар, анчах вӗсенчен нихӑшех те революционер пулса тӑман.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Истори те чӑваш ҫӗршывӗнче унашкал метаморфозӑсем пулни ҫинчен асӑнсах каймасть.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Микулана ятарласах пуян усламҫӑ туса хуни, автор шухӑшӗпе, сюжет аталанӑвӗшӗн, тен, юрӑхлӑ пулнӑ пулӗ те, пурнӑҫ чӑнлӑхӗпе пӗр ларман япала-ҫке-ха вӑл.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Шавӗ нумай, ӳсӗмӗ ҫук…