Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Людмила Сачкова романистӑн ӗҫӗ-хӗлӗнче те Денис Гордеев пӗлтерӗшлӗ йӗр хӑварнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Сергей Павлов писатель, журналист та пӗрле ӗҫленӗ вӑхӑтсене, вӗрентсе каланисене аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

«Хаҫатра ӗҫлекенсен чӗлхи перекетлӗ, унта ӗҫлени тӳрех сисӗнет. Чӑн-чӑн ҫыравҫӑ вӑл», – терӗ ентешне хисеплесе.

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Тӗпчевҫӗ, журналист Алексей Леонтьев вӗреннӗ чухне практикӑра Денис Викторович патӗнче пулнине, вӗрентекенӗ ӗҫре чылай пулӑшса пынине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Литература тӗпчевҫи, критикӗ Николай Осипов Денис Гордеевӑн пултарулӑхӗ анлӑ та нумай енлӗ пулнине, вулакансем ӑна ытларах проза ӑсти пек пӗлнине асӑнса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Вӑл ҫыравҫӑн пултарулӑхӗ чӑваш культуришӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Уява Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Ольга Куликова уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Мероприятие ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, библиотека ӗҫченӗсемпе вулакансем, ҫывӑх ҫыннисемпе ентешӗсем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ, авторӑн «Ҫӗн кунӑн телейне шанатӑп» ҫӗнӗ сӑвӑ сборникӗпе паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш халӑх писателӗн, поэчӗн, публицисчӗн, журналисчӗн, К. Турхан ячӗллӗ преми лауреачӗн Денис Гордеевӑн 85 ҫулне халалланӑ «Денис Гордеевӑн илемлӗх тӗнчи» литература тӗпелӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Маҫаккӑшӗн иккӗмӗш мӑшӑрӗн хӗрӗпе, мӑнукӗпе ҫыхӑну йӗркелеме май килнишӗн савӑнать-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

68 ҫула ҫитичченех колхозра тӑрӑшнӑ, - мӗн пӗлнине пӗлтерет мӑнукӗ.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Хӑйне шанса панӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн ятран сехет тивӗҫнине те палӑртма май килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Кӗтӳҫре тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

- 1955 ҫулта вара Чӑваш Енрен Свердлов облаҫӗнчи Талицки районӗнчи «Путь к коммунизму» колхозра ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

1943 ҫулта коммунистсен ретне тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

1942 ҫулта йывӑр аманса тӑван тӑрӑха таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи кӗрлесе тухсан пӗрремӗш ҫулах фронта ӑсанать Т.Ф.Федоров.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Вӑрҫӑ пуҫланиччен ҫичӗ ҫул ҫак тилхепене тытса пынӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Колхозсем йӗркеленме пуҫласан чухӑнсем председатель пулма шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Зоя Михайловна мӑнукӗ каланӑ тӑрӑх, Кивкас Юнтапана таврӑнсан Трифон Федоровича ял Совечӗн председательне суйланӑ.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех