Çĕннисем
Акӑ, анлӑ уйӑн шӑп та лӑп варринче, Сӗре хӗрринче, ем-ешӗл курӑк ӳсекен айлӑмлӑ вырӑн пур.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗр тухнӑ-тухнах уй таврах ҫаврӑнса килем-ха тесе, Сахар лаши ҫине утланса ларчӗ те ӑна малалла уттарчӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вара темиҫе пӗрчине чӗлхи ҫине хурса чӑмласа пӑхрӗ те хӑй тӗллӗнех: «Пиҫнӗ, ыранах вырма тухмалла», — терӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унтан ывӑҫӗнчен пӗр пӗрчине илсе авса пӑхма тӑчӗ — вӑл патах хуҫӑлчӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хуҫа тепӗр хут ана пуҫне пырса тӑчӗ, пӗр пучахне татса ӑна ывӑҫӗ ҫинче шӗкӗлчерӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сахар ана ҫинчен тухса лашине тепӗр хут ачашларӗ, «маттур, маттур» тесе, кӗсйине чикнӗ ҫӑкӑр чӗллине ҫитерсе ячӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Озеровӑн лаши тӗлӗнмелле ӑслӑ иккен: вӑл иртнӗ кӗркунне ыраша ӑҫта акса хӑварнине астуса юлнӑ та халӗ шӑп та лӑп хӑйсен ҫурпилӗкӗ умне ҫитсе чарӑннӑ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ку — хушаматӑн пуҫламӑш сас паллийӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫап-ҫаврака ункӑ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Озеров яштах сиксе анчӗ, лашине мӑйӗнчен сӑтӑркаласа, ҫамкинчен ачашларӗ, вара пӗр виҫӗ утӑм шаларах кӗрсе, ана паллине шырарӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Нумаях та каймарӗ — лаша тӑп! чарӑнчӗ, пуҫне ыраш уйӗ еннелле пӑрчӗ, унтан хӑй ҫинче ларса пыракан хуҫи ҫине пӑхрӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сахар малалла уттарчӗ, йӗри-тавра пӑхкаласа пычӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сисмен-туман ҫӗртенех мал енчен килнӗ ӑшӑ сывлӑш хумӗ юхса иртрӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл сывлӑшра мар, таҫта, маларахри ҫурпилӗк ҫинче, ҫулран инҫерех те мар юрлать.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ун хыҫҫӑнах Сахар хӑлхине путене уҫӑ та янравлӑ сассипе пӗт-пӗлтик, пӗт-пӗлтик тесе юрлани пырса кӗчӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унччен те пулмарӗ, юрӑҫа тӗпсӗр тӳперен ҫакса янӑ куҫа курӑнман ҫип сасартӑк пач татӑлса кайнӑ пекех пулчӗ — вӑл сывлӑшри муклашка пек ҫул ҫине ярӑнса анчӗ те ыраш хӑмӑлӗ хушшине шӑши пек чупса кӗрсе ҫухалчӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Чӑх ҫӑмарти пысӑкӑш хӑмӑр тӗслӗ кайӑк икӗ ҫунатне икӗ енне сарнӑ та сывлӑшра пӗр вырӑнтах чӗтренсе тӑрать, юррине вара пӗр чарӑнмасӑр шӑрантарать.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Юлашкинчен тупрӗ-тупрех.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пуҫне унталла-кунталла пӑркаласа, кӑн-кӑвак та сеп-сенкер тӗпсӗр тӳпери хӗвел еннелле каҫӑртса, чылай шырарӗ вӑл юрӑ ӑстине.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Малтанах ӑна хӑйӗн пуҫӗ тӑрринче тӑри тӑрӑлтатса юрлани кӑсӑклантарчӗ.