Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

— Шӑпрах эсир! — ахӑлтатакан ҫамрӑксене ӳпкелешрӗ Иваҫ ҫурри таран чавса кӑларнӑ палаткӑна тӗллесе кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

— Ай-яй, Римма, Гаврила тав тӑвасчӗ хӑть, — йӗплерӗ Валя, — халӑх умӗнчех йӗкӗт сан айна выртрӗ — эс хӑнк та мар, юрать-и апла?

Куҫарса пулӑш

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Гаврил ун ҫине пӑхма хӑяймарӗ, вӑтаннине ҫынсем сисесрен, Иваҫ патнерех пырса кӗреҫе илчӗ, ним пулман пекех юр алтма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Хӗп-хӗрлӗ вӑл, куҫӗсем ҫунаҫҫӗ, кӑн-кӑвак ҫӑм свитерӗ ӑна пушшех чиперлетет, яштака пӗвӗ те ытарайми.

Куҫарса пулӑш

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Гаврила ҫӗклеме вара Римма хӑй те пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Вальӑпа Крета чупса пычӗҫ те ӑна, икӗ хулӗнчен тытса, майӗпен ҫӗклесе тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

— Пулӑшӑ-ӑ-ӑр, хӗрсем! — тӳсӗмлӗх ҫитереймерӗ Римма.

Куҫарса пулӑш

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Чаваланать, тапаҫланать хӗр, анчах капла йӗкӗте тата шаларах путарать ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

— Ҫитӗ сана, Римма, йӗкӗт ҫинче выртса!

Куҫарса пулӑш

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Ҫамрӑксем шӳтлесе ахӑлтатаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Ку шухӑш Благий кӑмӑлне ҫӗклерӗ, юр чавакан рабочисене ӑшшӑн пӑхрӗ: каччӑсем кӗрӗкӗсене, курткисемпе ҫӗлӗкӗсене хывса пенӗ — кулса-выляса тенешкел, юр айӗнчен ылтӑн алтса кӑларас пек, вӑртти-вартти ухлаттараҫҫӗ кӗреҫисемпе; тахӑшӗ Риммӑна Гаврил ҫине тӗксе ячӗ те, ку йӗкӗт ытамне чӑмса кӗчӗ, ҫакна кӗтмен Гаврил сулӑнса кайрӗ те — пашш! ҫеҫ лаплатрӗ юр ӑшне, ун ҫине лекнӗ Римма юр ытла кӑпӑшка пулнӑран ниепле те тӑраймасть.

Куҫарса пулӑш

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Курмышова хӑйне ярас Шупашкара, обком секретарӗ Боронов патне кӗтӗр…»

Куҫарса пулӑш

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

«Тӗрӗс калать комиссар, ыйтма вӑтанас мар, тата хӑватлӑрах автомашинӑсем кирлӗ стройматериал турттарма, ҫулӗ халех начарланчӗ, ӳлӗм те ырринех кӗтмелли ҫук, шкул лартма тытӑнсан — ӗҫсем пушшех нумайланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Юр айӗнчи палаткӑсене курсан, Благий тепӗр хут шухӑшларӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Шел те, юр ҫӑвиччен ҫынсене палаткӑсенчен будкӑсемпе ҫуртсене куҫарса ҫитереймерӗҫ, хӑйсем лартнӑ темиҫе ҫурт ҫеҫ пурӑнма юрӑхлӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

— Ирхи апата лариччен хамӑр юлташсене ҫӑлӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

— Калӑр пурне те, — терӗ Лидяк.

Куҫарса пулӑш

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Кӗреҫе ҫӗкленӗ рабочисем чупса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

— Темех мар, — лӑпкӑн калаҫрӗ парторг, — кун пекки пурнӑҫра пулкаланӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Курмышов ҫитсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех