Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Тахҫан вӑл, хӑйӗн айванлӑхне пула, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче салтаксем ҫеҫ ҫапӑҫаҫҫӗ тесе шутланӑскер, халӗ ҫак аслӑ вӑрҫӑра хӑй те ҫапӑҫнине ӑнлана пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӑш-пӗр участокра пирӗн ҫарсем халь те чакнӑшӑн вӑл, Таня Богуцкая, хӑйне те айӑплама хатер пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Доклада Таня нимӗн шарламасӑр, тимлесе итлерӗ, кашни сӑмахне ӑша илме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Чӑн та, Марья Ивановна калашле, савӑнмалли сахал-ха, ҫӗнтерӳсемпе мухтанма ир иккен-ха: тӑшмана Мускав патӗнчен хӑваласа янӑ пулин те, ытти участоксенче вӑл малаллах тапӑнса кӗме хӑтланать…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ватӑ полковник фронтри лару-тӑру ҫинчен каласа пачӗ, тӗнчере мӗн пулса иртни ҫинчен кӗскен ӑнлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пуринчен ытларах — салтаксем.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Театрта халӑх лӑк тулли.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, вӑрҫи куллен-кун вӑйланса, хаярланса пырать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Анчах тахҫан-ха вӑл — пӗтесси…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫак сӑмах халь кирек ӑҫта пырсан та пурин те чӗлхе вӗҫӗнче…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Вӑрҫӑ пӑтсен».

— Вӑрҫӑ пӗтсен, — терӗҫ Ритӑпа Аркадий харӑсах.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Хӑҫан пирӗн хуласемпе ялсенче каллех хаваслӑ ҫутӑсем ялкӑшма тытӑнӗҫ? — терӗ Таня, хӑй те сисмесӗр, ассӑн сывласа.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кашни кӗтесре, кашни утӑмра, кашни пӳлӗмре шеллевсӗр вӑрҫӑ сиввӗн сывлани сисӗнет, тепӗр чухне вара, ҫакнашкал тӗттӗм урамсемпе пынӑ чух, вӑрҫӑ хӑйӗн хура ҫуначӗпе пӗтӗм тӗнчене хупласа хунӑн туйӑнать…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӗсене те тӗттӗмленсен ҫеҫ курма пулать…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кусем таврари ялсенчен хулана ҫар валли тырӑ, аш-какай, ытти тавар кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Лавсем ҫинче — хӗрарӑмсем е ватӑ-вӗтӗсем.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хулара автомашинӑсем ҫукпа пӗрех, вӗсем вырӑнне халӗ вӑкӑр е ӗне кӳлнӗ лавсене йышлӑ курма пулать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫуртсем, хӳмесем, телефон юписем ҫинче вӑрҫӑ плакачӗсем…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӗсем кӑнтӑрла та, ҫӗрле те стройпа таҫта васкаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех