Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Унта та кунта хаваслӑ кайӑксем чӗвӗлтетни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӗвел чылай ҫӳле хӑпарнӑ ӗнтӗ, ҫурхи вӑрман паҫӑрах вӑраннӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пылчӑклӑ, сӗлкӗшлӗ ҫулпа ҫуранах тухса утрӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Унсӑр пуҫне, тӳррипе каласан, «Шуҫӑм» колхоз председательне чӑрмантарас килмерӗ манӑн: вӑл журналистсене юратмасть тенине нумай илткеленӗччӗ, эпӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Юрататӑп ҫурхи вӑрмана.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ, хам журналист пулнӑ май, ытларах ҫуран ҫӳреме хӑнӑхнӑ; вунӑ ҫухрӑм вӑрман ҫулӗпе утасси маншӑн темех мар.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— «Шуҫӑм» колхоз председателӗ паян парткома килнеччӗ пулас, шыраса тупӑр та ӑна хӑйпе пӗрле кайӑр…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Асту, вӑрман ҫулӗ питӗ япӑх, халь унта пӗҫ тӗп таран пахилккесӗр пырса кӗме ан та шутла, — терӗҫ мана райхаҫат редакцинче.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хурӑнвара станцирен вунӑ ҫухрӑма яхӑн вӑрман витӗр каймалла.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫур аки пуҫланас умӗн эпӗ вӗсен ялне, Хурӑнвара, очерк ҫырас шутпа тухса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вара манӑн унпа ҫывӑхрах паллашас, унӑн пархатарлӑ ӗҫӗ ҫинчен халӑха каласа парас шутӑм ҫирӗпленчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Унӑн самаях пысӑк статйине эпӗ, тунмастӑп, питӗ пӑлханса вуларӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Центральнӑй Комитетӑн февральти Пленумӗ хыҫҫӑн Аля Нагасова хаҫат вулакансене хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ҫырса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Республика хаҫачӗсенче унӑн ячӗ пӗр-икӗ хутчен курӑнкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хам ӗҫӗмпе республикӑри нумай колхозсене ҫитсе куртӑм, анчах Нагасовӑсен еннелле ҫитме тӗл килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫав каҫранпа Нагасовӑна чылай хушӑ тӗл пулаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ хамӑр чӑвашра ҫавӑн пек маттур хӗрсем пурришӗн чунтанах савӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Аля Нагасова ман чӗрере питӗ ырӑ туйӑм ҫуратрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

«Вӑт, Борис Баймашкина ҫак хӗрпе паллаштарасчӗ, «чарусӑр пилот» вара хӑйӗн Пӑрчканне часах маннӑ пулӗччӗ», — шухӑшларӑм эпӗ час-часах, ҫак ытарайми хӗре итлесе ларнӑ май.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ вӑл нумай вуланинчен-пӗлнинчен тӗлӗнсе, вӑл хавхаланса калаҫнинчен савӑнса кӑна лартӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех