Çĕннисем
Ула Тимӗр курчӗ: ӑна Полина ҫеҫ ӑшшӑн куҫлакаласа тӑрать (йӑрӑс ӳт-пӗвӗ кирлӗ ҫӗрте ҫинҫелме, кирлӗ ҫӗрте сарӑлма ӗлкӗрнӗ, урисем тӗрӗс те тӳрӗ-хӗр мар, Афродита хӑй тейӗн).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Каччӑсем, ытларах ташлас кӑмӑллисем, куҫӗсемпе хӗрсен еннелле амур сӑннисем вӗҫтерсе, ҫуттӑн ӗмӗтленсе, савса тӑраҫҫӗ, хӗрӗсем те, тин ҫеҫ вӑраннӑ хӗрӳ туслӑхпа паллӑ мар, уҫӑмсӑр юрату туйӑмӗсене уҫҫӑнах палӑртма хӑймасӑр, вӗсене куҫ хӳрипе именчӗк, чӗнӳллӗ, «сар ҫуллӑ» кулӑ витӗр сӗртӗнкелесе илеҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ытти хӗрсемпе каччӑсем, хальлӗхе пӗр-пӗриншӗн пӗр класра вӗреннӗ юлташсем пек ҫеҫ юлнӑскерсем, чӗре тӗпӗнчи чи таса, асамлӑ туйӑмӗсене кунта «курӑнман» пулас мӑшӑрӗсемшӗн упраканскерсем, икӗ ушкӑна пайланса тӑчӗҫ: пӗрисем пӗр тӗлте, теприсем — вӗсене хирӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӗсем пӗр-пӗринпе кирлӗ пек тытӑмланса, пӗр-пӗрне ҫемҫе, килпетлӗ кулӑпа ӑшӑткаласа, кӗвӗ ҫемине ларса, ярӑна-ярӑна, вальс ҫаврашкисем ҫавӑрттарма пуҫларӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ташӑ пуҫласа яракансем «Б» класра комсорг пулнӑ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ Никитин Петрпа ҫав класрах вӗреннӗ Нарспи сӑн-питлӗ Петрова Зинаида (платйин аркине чӑваш тӗррипе хайнӑ), унтан «А» класра вӗреннӗ йӑпшак кӗлеткеллӗ Кириллов Владиславпа «Б» класри утмӑлтурат куҫлӑ Матвеева Альбина (иккӗшӗ те класс тулӗнчи ӗҫсенче чи активлисемччӗ) пулчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пурте савӑк кӑмӑлпа, ҫиҫкелесе, тӗртсе сӑмах перкелесе кӑпӑр ҫӗкленчӗҫ те, Дунай хумӗсем ҫинче ярӑнма васканӑ пек, пӗрин хыҫҫӑн тепри сӗтел хушшинчен тухрӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хыҫҫӑнах чун уҫҫи «Дунай хумӗсем» вальс хастаррӑн янӑраса кайрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Унтан татах тепри…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗр чуна сӑркӑлтаракан юрӑ вӗҫленчӗ, тепри пуҫланчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ун пуҫарӑвне сӗтел хушшинче ларакансем пурте харӑсах хава илчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Не могу я тебе в день рождения Дорогие подарки дарить, Но зато в этот день замечательный Я могу о любви говорить…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак Полина (кунта та «ҫимӗк уявӗнчи вӑйӑ тапратса калакан») ҫӗкленчӗк, юрӑ-кӗвӗ ӑсталӑхне юри вӗреннине пула та уҫӑмланнӑ кӗмӗл саспа юрӑ пуҫласа ячӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Анчах Полина ҫумне Вертихвостов пеккисем сӑвӑслах ҫыпӑҫсан мӗн тумалла?..».
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хыҫҫӑнах каччӑн «чечекри» вӑштӑр-вӑштӑр та вӗл-вӗл таса юратӑвне хӗрхӳ кӗвӗҫӳ йӳҫекӗ те сӑрхӑнса кӗчӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Асра тытса пурӑннӑ пулсан, ӑна, Ула Тимӗре, юрататех!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Апла пулсан Полина ӑна асрах тытса пурӑннӑ!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ку ахаль мар ӗнтӗ!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Полина ӑна асӑрхамасть те тейӗн — вӑл халӗ йӑпӑрт та йӑпӑрт куҫ хӳрипе Ула Тимӗре сӗртӗнкелесе илет.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр асӑрхарӗ: Полинапа пӗр класрах, анчах вӑтам вӗреннӗ, усӑк хулпуҫҫиллӗ, вӗшле сӑмсаллӑ, урлӑ хӑлхаллӑ, чавка ҫӑмарти питлӗ, йӑкӑс тумланнӑ янкӑс каччӑ, райпотребсоюз председателӗн ывӑлӗ, Вертихвостов хушаматлӑскер, Полинана тӗлме-тӗл лараканскер, хӗре куҫӗпе ҫакӑнтах салтӑнтарассӑн, лутӑркаса пӑрахассӑн пекех ҫисе ларать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Шӑкӑл-шӑкӑл калаҫкаласа, пуҫа ухтаракан та устаракан тостсем каласа, чӑн сӑмаха шӳтпе те тутлӑлантарса, кулкаласа та ҫиҫкелесе, черккесемпе стакансен тӑррисене таткаларӗҫ, ҫырткаларӗҫ.