Çĕннисем
Хӗр ҫул ҫине тухать, питне-куҫне тутӑрӗпе сӑтӑркалать, шӑлкалать те, ҫиленнӗ чухнехи пек тутине ҫыртса, утӑмне хӑвӑртлатать.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Акӑ тинех кӑкӑра ҫӑмӑл пулса каять: тусан сирӗлет, таҫтан килсе тухнӑ ҫил ӑна тулӑ пусси ҫийӗпе аякри ҫырманалла ӑсатса ярать.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хӗр пӗр самант куҫне уҫми, сывлами тӑчӗ.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хыҫалтан вара сӑрӑ тусан мӑкӑрланса юлчӗ, вӑл ӳт тӗслӗ платье тӑхӑннӑ хӗре пӗтӗмпех хупласа хучӗ, куҫне кӗчӗ, ҫӑварне йӳҫӗхтерчӗ, сывлӑшне питӗрчӗ.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Машина ун тӗлне ҫитсен, кабинӑран ӑна чавсине тавӑрнӑ, ҫухине йӳле янӑ, ҫара пуҫ шофер вӗлт кӑна пӑхса иртсе кайрӗ.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Акӑ ӑна хирӗҫ тем тиенӗ машина вӗҫтерсе килет, ирӗксӗрех тулӑ ани ҫине пӑрӑнса кӗме тивет.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ҫулпа пыракан хӗр йӗри-тавраналла пӑхсах каймасть: ахӑртнех, вӑл ҫак вырӑнсене пӗлмест мар пулӗ, хӑҫан ӑҫта ҫитессине лайӑх чухлакан ҫын пек, шанчӑклӑн, ытла васкамасӑр, хӑй майӗпе утать.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Унта та кунта симӗс утравсем курӑнаҫҫӗ, вӗсем — пӗр-пӗр ҫырма хӗррипе ларса кайнӑ, ватӑ йӑмрасемпе, ҫамрӑк садсемпе витӗннӗ ялсем.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Куҫ умӗнче — лапамлӑ-сӑртлӑ, ҫырма-ҫатраллӑ, ула-чӑла ҫӗршыв; вӑл пӗр ҫӗрте сарӑ, тепӗр вырӑнта ешӗл, тата тепӗр тӗлте хура.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хайхи урапа ҫулӗ, хирелле кӗрсе кайса, анаталла анать.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Анчах унӑн часах ӗнтӗ вӑрманпа сывпуллашмалла пулчӗ, унтан вара ирӗксӗрех тенӗ пек уй варрипе утма тиврӗ.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Вӗсен умӗнче — тен, чӑннипех ытараймасӑр — чарӑнса тӑнӑ хӗр, ҫакнашкал шухӑшласа, унтан хӑй тӗллӗн йӑл кулса, ерипен пӑрӑнчӗ те каллех сукмак ҫине тухрӗ.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ҫук, пӗрне ырласа, тепӗрне хурлаймӑн — иккӗш те хитре; таврара пӗр йышши йывӑҫ кӑна пулсан, вӑрман илемӗ кайӗччӗ, Хурама та хурӑн юнашарах лараҫҫӗ, юнашарах ларса вӑрман илемне кӳреҫҫӗ.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хурами лутрарах хулӑн туналлӑ, унӑн кӑвакрах-хура турачӗсем, вӗҫнелле кӑштӑркка ҫулҫӑсемпе витӗннисем, лӑпӑс-лапӑс; вӗсем, ытти йывӑҫ-курӑксене уҫӑ пӗлӗтрен хупласшӑн пек, лапсӑрккан саркаланнӑ тейӗн, анчах ытти йывӑҫсем, ӑна питех пӑхмасӑр, тата ҫӳле ирӗклӗн ҫитӗнсе кайнӑ; хурӑнӗн чӑлт шурӑ вулли, тӗлӗ-тӗлӗпе кӑна хура пӑнчӑсемпе тӗрӗленни, ҫурта пек тӳрӗ, яштака та вӑрӑм, турачӗсем унӑн ҫинҫе, ҫаврашка та яка ҫулҫисем хӗвелпе ҫутала-ҫутала илеҫҫӗ, — хӑй вӑл, таҫтан ҫил килсе тухсан, евчӗ пынине туйнӑ пек, савӑннӑран ташласа ярассӑн е вӑтаннипе аякка чупса каяссӑн туйӑнса ларать.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Вӗсем юнашарах ӳссе ларнӑ.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Акӑ вӑл — хурама та хурӑн!
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хӗр юрласа ирттерсе ярӗччӗ — малалли сӑмахӗсене пӗлмест.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хурама та хурӑн…»
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Пулать-ҫке ҫавӑн пек хӑш чухне: юрӑран пӗр-пӗр йӗрке аса килсе каять те, ӑна вара часах ниепле хӑваласа яраймастӑн…
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Акӑ, сӑпса пек ҫыпӑҫрӗ!