Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Тӑваттӑмӗш чӗппи те тухрӗ, анчах ҫук, ыттисем хыҫҫӑн вӗҫсе каяймарӗ, ҫӗре ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Ун хыҫҫӑн тепри, виҫҫӗмӗшӗ…

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Ҫак вӑхӑтра ӳссе ҫитнӗ пӗр чӗппи вӗлле шӑтӑкӗнчен пуҫне кӑларса пӑхса ларчӗ-ларчӗ те вӗлт! вӗҫсе тухрӗ, турат ҫине, амӑшӗпе ашшӗ патне кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Пӗр ирхине эпӗ ҫак шӑнкӑрчсем — амӑшӗпе ашшӗ — темшӗн ҫине-ҫине чӗриклетнине илтрӗм те чӳрече витӗр пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Вӑхӑт иртнӗ май ҫулла пулчӗ, ку хушӑра ҫак вӗллери шӑнкӑрч чӗпписем те ӳссе ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Халь каллех хӑй вырӑнӗнчи вӗллине кӗрсе пӑхсан, чӗпписем те пур иккенне курсан, амӑшӗпе ашшӗ тинех лӑпланчӗҫ, васкасах хурт-кӑпшанкӑ ҫӗклеме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Хальхинче кантрапа мар, пралукпа ҫирӗп яваларӑм, «Чӗрик! Чӗрик\!..» чӗвӗлтетсе ларса юлчӗҫ пӗчӗк чӗрчунсем.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Шӑнкӑрчсен тухса ӳкнӗ йӑвине эпӗ каллех вӗлле ӑшне хутӑм, тӗпне ҫапса юсарӑм та, чӗпписене те шала лартса, вӗллене тепӗр хут йӑмра ҫине, малтанхи вырӑна улӑхса ҫыхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Шӑнкӑрчӗсем — амӑшӗпе ашшӗ — мана кӗҫ-вӗҫ сӑхса илес пек вӗҫе-вӗҫе пыраҫҫӗ, чӗриклетсе кӑшкӑраҫҫӗ, вӗсен йӑвине эпӗ ҫӗмӗрнӗ теҫҫӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Пӗчӗкҫеҫ кӑна-ха вӗсем, ҫунаттисем ӳсмен, тӗк вырӑнне шурӑ хӑвӑл пӗрчӗсем шӑтнӑ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Ак инкек: вӗллен тӗпӗ йӑви-мӗнӗпех тухса ӳкнӗ, ҫӗмрӗк вӗлле патӗнче тӑватӑ чӗпӗ хӑранипе пӗри те тепри ҫӑварне уҫса: «Ан тив мана! Ан тив!» — тенӗ пек выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Эпӗ, вӗлле ӳкнине курсан, часрах урама чупса тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Ҫавӑнпа пӗррехинче, таҫтан вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл килсе тухсан, ҫав ҫӗрӗк кантра татӑлса кайрӗ те, шӑнкӑрч вӗлли ҫӗре ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Нилыч мучи вӑл вӗллене туса ҫыхни темиҫе ҫул та иртнӗ ӗнтӗ, ҫыхнӑ кантри те ҫӗрсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Нилычӑн пӳрчӗ умӗнчи йӑмра ҫинче те пур шӑнкӑрч вӗлли, вӑл вӗлле пирӗн чӳрече витӗр те курӑнсах ларать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Ӗнтӗ ватӑ вӑл, сакӑр вунӑ ҫултан та иртнӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Пирӗн тӗлте, урамӑн тепӗр енче, Нилыч мучи пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Пӗр вӗллине урамри йӑмра ҫине, теприне — кил картинчи вӗрене ҫине, виҫҫӗмӗшне — анкартинчи хурӑн тӑррине ҫыхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Ку ҫуркунне эпӗ виҫӗ вӗлле турӑм.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Эпир, ачасем шӑнкӑрчсем валли кашни ҫул ҫӗнӗрен ҫӗнӗ вӗллесем туса хатӗрлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех