Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Иртнӗ ҫулта кӑна вӑл вунҫичӗ кашкӑр, вӑтӑр виҫӗ тилӗ тата тем чухлӗ вӗҫенкайӑк тытнинчен эпӗ питех тӗлӗнмерӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Пире те кил хуҫи сӗтел тулли апат-ҫимӗҫпе сӑйларӗ, ҫав хушӑрах тата, сунарта хӑй курнӑ-илтнӗ ӗҫсем ҫинчен хаваслансах каласа панӑ вӑхӑтра, тӗрлӗ мыскарасене аса илсе, чарӑна пӗлми шӳтлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Паллах ӗнтӗ, хӑна-вӗрлене яланах юратса пӑхма тӑрӑшаҫҫӗ, мӗнпе те пулин интереслентерме, тӗлӗнтерме пикенеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Пӗррехинче, хӑш ҫулхине халӗ астумастӑп (сентябрь пуҫламӑшӗччӗ пулас: йывӑҫсем пӑт-пат кӑна саралнӑччӗ, хӑшӗ-пӗрисем ем-ешӗлехчӗ-ха), мӑшӑрӑмпа иксӗмӗр канмалли куна Йӗпреҫре, хамӑра тахҫантанпах кӗтсе пурӑннӑ чаплӑ сунарҫӑ патӗнче, савӑнса ирттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

(Тривим йысна калавӗ)

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Куйбышев гидроэлектростанцине тунӑ ҫӗрте «Хисеп палли» орден илнӗ Алексей Кириллов механик, Горький, Куйбышев, Асуан стройкисен ветеранӗ Василий Караев пек ӑста ҫынсем вӗсене, пысӑк стройкӑна килнисене, тинӗс уҫакансен ӗҫчен йышӗнче тулли праваллӑ ҫынсем пулма пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Унпа пӗрле Михаил Кудымов, Ванцетти Семенов ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Пульповодӑн пӗрремӗш звенисене Вӑрнар енчи чӑваш каччи Юрий Петров шӑратса ҫыпӑҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Гидростроительсен малтанхи ушкӑнӗнче чӑваш ҫамрӑкӗсем те хӑйсен вырӑнне тупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫакӑ вӗсене тӑрӑшса ӗҫлеме, вахтӑра яланах сыхӑ тӑма, агрегата пӗтӗм хӑватпа ӗҫлеттерме хавхалантарать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Кунта ӗҫлекенсем хӑйсем Шупашкар тинӗсӗпе гидроэлектростанцине тума пуҫлакансем пулнӑшӑн хӗпӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

«520» земснаряд 38 ҫыннӑн тӑван килӗ пекех пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Владимир Лазукинпа Николай Фролов электромотористсем — коллективра чи опытлисем, вӗсем земснаряд ҫине нумай пулмасть ӗҫлеме килнӗ ҫамрӑксене тӑрӑшса вӗрентеҫҫӗ, ҫӗнӗ ӗҫе алла илме пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Василий Степанович Караев та, Днепр ҫинчи стройкӑсен ветеранӗ, хӑй авалхи Нила пӗвелекенсенчен пӗри пулнипе мухтанма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Василий Суслов, Пӗрлешнӗ Араб Республикин чи пысӑк строительствинче ӗҫлесе, тӗнчери мӗнпур ӗҫҫыннисем Ленин ҫӗршывне, унтан пынӑ ҫынсене тӑвансем пек хисепленине хӑй куҫӗпе курнӑ, чун-чӗрипе туйнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Унтан — Асуан..

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Саратов ГЭСӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Мирлӗ ӗҫе кӳлӗнсенех салтак гидроэлектростанцисен строительствине кайма кӑмӑл тунӑ Горький ГЭСӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Танк командирӗ Ҫӗнтерӳ кунне Чехословаки ҫӗрӗ ҫинче уявланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Вунҫиччӗрех вӑрҫӑ тути-масине астивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех