Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Чӑн-чӑн патриотсем пуртан пирӗн ҫӗршыв тӗреклӗ, — шӑпах ҫак шухӑша палӑртрӗ Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 78 ҫул ҫитнине халалланӑ уява округра хатӗрленсе ирттерессине пысӑк тӳпе хывнӑ хастарӗсене чысланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Патриотсем пуртан ҫӗршыв тӗреклӗ // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

— Хальхи самана кӑларса тӑратакан йывӑрлӑхсем хушӑнсах пынӑ вӑхӑтра патриотлӑх туйӑмне ҫӗклени пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Патриотсем пуртан ҫӗршыв тӗреклӗ // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Олег Николаев хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑмӑллӑ юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Ҫак ӗҫе пурнӑҫласа хуҫалӑхра пӗр харӑсах 4 хӑватлӑ техника ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Хальхи вӑхӑтра 80 яхӑн гектарне акнӑ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Хуҫалӑхӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Юрий Галкин пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗр улмине 250 гектар ҫинче лартса хӑварӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Кӗрхисем 310 гектар ҫинче ҫитӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

«АСК-Яльчики» сахал яваплӑ общество кӑҫал пӗрчӗллӗ культурӑсене (пурӗ 700 гектар) чи малтан акса пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Олег Николаев асӑннӑ компани «Атӑлҫи Федераци округӗн условийӗсенче ҫӗр улмин паха вӑрлӑхӗсене туса илессине аталантарасси тата ҫӗршыври малашлӑхлӑ сортсене ҫитӗнтерекен вӑрлӑх фончӗ туса хурасси» наукӑпа техника проектне хутшӑннине ырӑпа палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Сергей Артамонов министр палӑртнӑ тӑрӑх, «Слава картофелю» комплекс ҫитӗнтерекен паха вӑрлӑхпа хамӑр республикӑна кӑна мар, кӳршӗри регионсене те тивӗҫтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Ҫакӑ пӗр лаптӑкрах икӗ хутчен тухӑҫ илме май парать.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Ҫӗр улми вӑрлӑхӗ туса илмелли ятарлӑ теплицӑра ҫулталӑкра хунава икӗ хутчен лартса хӑвараҫҫӗ: март тата июль вӗҫӗсенче.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Вӗсем те пахалӑх тӗлӗшпе ютсенчен пӗрре те юлмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Унсӑр пуҫне Раҫҫейри ҫӗнӗ сортсемпе те («гулливер», «метеор», «краса мещеры», «пламя») ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Агрофирмӑра унччен ют ҫӗршывран турттарнӑ сортсене («ривьера», «ред скарлетт») вырӑнтах туса илет.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Ҫакӑ производствӑна туллин — ҫӗр улми вӑрлӑхне хунавран пуҫласа элита таранах — йӗркелеме май парать.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Хуҫалӑхӑн хунавран вӑрлӑх ҫитӗнтерме ҫӗнӗ йышши лаборатори, теплица комплексӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Республика Пуҫлӑхӗпе правительствине вӑрлӑх производствин аталанӑвне пысӑк тӗрев панӑшӑн, тивӗҫлӗ оборудованипе вӑхӑтлӑ тивӗҫтернӗшӗн пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр, — палӑртрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

— Предприяти аталанса пыни, унӑн продукцине хапӑлласа туянни ӗҫченсене малашлӑха шанма хавхалантарать.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Агрофирма директорӗ Хасиятулла Идиатуллин ертӳлӗхе хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗпе кӗскен паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех