Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Анчах хурланма ку та ҫителӗклӗ пулчӗ: хӗрачи куҫҫульпех макӑрса пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Килтисене вӑл, чӑннине каласа, ытла хытӑ хуйхӑрттарасшӑн пулмарӗ, «Бианкӑна ҫухатрӑм», — тесе ӗнентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

«Ҫакӑн пек уйӑхлӑ каҫсенче садран Бианкӑпа пӗрле каяканччӗ, халӗ ак… пӗччен…»

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

«Уйӑх ҫутипе таврӑнатӑп иккен-ха киле», — шухӑшларӗ те Анатолий Семенович, ку шухӑш та ӑна хурлантарса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл йӗри-тавра пӑхса илчӗ те, уйӑх тӗтреллӗ ҫутӑ сапаланине асӑрхасан, кӑмӑлӗ кӑштах ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫӑмӑл пултӑр тӑпру…

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Выртах…

— Кайрӑн, тек пулмастӑн эсӗ пирӗнпе…

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Пахчара ӗмӗрлӗхех канӑҫ тупрӑн ӗнтӗ, пӗчӗкскерӗм… — пӑшӑлтатрӗ вӑл хӑй тӗллӗн.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Анатолий Семенович тӗмескене кӗреҫепе унтан-кунтан тӗрткелесе тикӗслерӗ, тӳрленсе тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен, пӗлӗтсем айӗнчен уйӑх шуса тухрӗ, туратсем хушшипе ҫӗр ҫине чӗлтӗр ҫутӑ тӑка пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ниҫта пӗр сас-чӗвӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

…Тӳпере пӑч-пач кӑна ҫӑлтӑр курӑнкалать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

«Урӑх макӑрам мар, йытӑшӑн ман пекех хуҫӑлакан этем чӑнах та пулман пуль», — тесе кӑмӑлне хытарнӑччӗ-ха вӑл, анчах Бианкӑна шӑтӑк тӗпне хурсан, чӑтаймарӗ, тепӗр хут макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тавралӑха каҫ сӗмӗ хупласа илсен тин Аннушкин, Бианка виллине кивӗ ҫӑм кофтӑпа чӗркесе, шӑтӑк тӗпне майласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пӗр ҫу каҫрӑн та…

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Сахал пурӑнтӑн, пӗчӗкскерӗм, ытла пит сахал…

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кӑштӑртатса ҫӳрет-ҫӳрет те йытти патне пырса ларать, хаш та хаш хуйхӑрса калаҫать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Бианкӑпа уйрӑлас килмест унӑн, ҫавӑнпа ӗҫ хыҫҫӑн ӗҫ тупса вӑхӑта ирттерет.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хаяр ҫеҫкине кӗреплепе туракаласа пуҫтарчӗ те ҫырмана кайса пӑрахрӗ, бакри шыва юхтарса кӑларчӗ, пӳрт хыҫне купаласа хунӑ помидор шалчисене крыльца айне куҫарчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех