Çĕннисем
Эсир парткома килнӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Наттал аппа, хӑйӗнпе кунашкал ытла типпӗн, официаллӑ калаҫнине хӑнӑхманскер, ни мала иртме, ни каялла тухма аптрарӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Асӑрхаттарас Пантиков редактора, трестри нумай тиражлӑ «Строитель ялавӗ» хаҫатра ятарласах пӗлтертӗр: парти комитетне Ярусов мар, вӑл — Усанов Константин Валерьянович ертсе пырать.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Темиҫе уйӑх ӗнтӗ вӑл — партсекретарь, теприсем ҫаплах «Ярусова курасшӑн» килеҫҫӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫавӑн чухлӗ трестра ӗҫленӗскерех трестри улшӑнусене пӗлменни килӗшмерӗ ӑна.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Герман Федорович кунта пулмасть те! — сиввӗн тавӑрчӗ Усанов.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Герман Федорович кунта мар.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пулнӑ-тӑк, секретарь ун чухлӗ кӗттерместчӗ, палӑртнӑ вӑхӑтра хӑех тухса чӗнетчӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Каҫарӑр, Герман Федорович патнеччӗ эп, — терӗ Наттал, сӗтел хушшинчи ҫынна курсанах хӑйӗн мӗншӗн сехет ытла коридорта кӗтме тивнине чухларӗ; Ярусов ҫук иккен, халӗ те килеймен ав.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ананий Ананьевич каласа панӑччӗ — пуҫра юлмарӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Халь те кунта пысӑк ӗҫре тет-и?
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Вӑл пӗр вӑхӑт пирӗн Сантӑрсемпе пӗрле Такӗстанра ӗҫлесе пурӑннӑ тет-и?
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ну, эте-ем!

— Леш Валерийӗ чирлӗ ҫын ҫӗрле ахлатнипе лайӑх ҫывӑраймасть иккен те ҫавӑнпа унта ҫӗр выртмасть те иккен.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Эмелсене те хамах тупса паратӑп, икӗ хутчен тухтӑра чӗнсе пырса сывлӑхне пӑхтартӑм, — кулянса калаҫрӗ Элис.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Хытах чирлекелет иккен вӑл, анчах йӑмӑкӗн ачи Валерий сайра пыркаласа каять, тет, хваттерне, мӗнпур пурлӑхне ун ҫине ҫыртарнӑ пулин те.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Васкамасӑр, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, яшка ҫирӗҫ, чей ӗҫрӗҫ; Иваҫ Дагестанран ярса панӑ сӑнӳкерчӗксене пӑхрӗҫ, Ананий Ананьевич Полубарева аса илчӗҫ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Тавах, хӗрӗм, чуна уҫӑлтарса янӑшӑн, — пӑшӑлтатрӗ Наттал аппа, — атту иртенпех канӑҫ ҫукчӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Атя-ха, анне, сӑмаха пӑрӑпӑр, мӗн, лайӑххи ҫинчен калаҫмалли ҫук-им пирӗн?
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Иксӗмӗр, авӑ, куна та усал тӗлӗкпе ҫыхӑнтарса ларатпӑр.