Çĕннисем
Ак пухӑнчӗҫ ӗнтӗ темиҫе пин: Ҫуранни те, юланли, кимӗлли, Пурнирен пуҫласа Туҫи таран Вӑйлӑ ҫар пырать Ҫӗрпӳ ҫинелле.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Пычӗҫ Йӗршшӳ ҫинчен Уламаспа Патирек Ӗлӗкхине манасшӑн астумаҫҫӗ — пулман пек: Ертсе пычӗҫ хайсемпе темиҫе ял чухӑнне, Ӗлӗк Урха мулӗшӗн тара хӗрсе пиҫнипе.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫавӑнпа ҫарне ӳстерсе вӑйлатма Ӑҫтан кирлӗ васкаҫҫӗ пухӑнма…
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Еркинее Емелленпе пӗр тан Хисеплесе асӑнаҫҫӗ маттуртан: Чаплӑ утаманӑн кӗҫӗн улӗнчен Халӑх хастарлӑх кӗтет ҫарӗнчен.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Пукач ҫарӗ хӑпарнӑ майӗпе Пухӑнаҫҫӗ йӗкӗтсем ун ҫумне.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫитменнине выҫлӑхӗ кастарать, Юлашки чӑтӑмлӑха мантарать.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Пуп таврашне рикӑсем тӳлесе Тӗне кӗнисем пулчӗҫ ҫӳхелсе.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫавра ҫил пек ҫавӑрса хусканса Хура халӑх пӑтранать тарӑхса: Хырӑҫ-марӑҫ куланай пухнине, Чӑтаймасть ҫӗрсен хакӗ ӳснине.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ав ӗнтӗ вӑл Ҫавал тӑрӑх кимсемпе Ҫӗрпӳ патне улӑхать тусӗсемпе…
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫитменине хыпар илнӗ вӑл туран: «Патша ҫарӗ анать, тенӗ, Мускавран».
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫапах та Атӑл ҫулне хӳтлемен Ҫавӑнпа та чарӑнса тӑмасть Емелен.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Шупашкарти патша тарҫи-тӗрҫисем Шӑпах пулнӑ килӗсенче ҫерҫисем.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Унтан чакса ҫармӑссен хулине Йӑлӑм витӗр ҫитеҫҫӗ Кӑкшӑма, Кайран тӳрех Еркиней ертнипе Тухаҫҫӗ Сӗнтӗр патне ҫапӑҫма.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Хусан шывне юланни, ҫуранни Каҫса ӳкет пӗр туххӑм сыв юлни.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫапах та Йӑлӑм ӑшне Емелен Чакма хушать патша ҫарӗ хӗснӗрен.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Еркиней ҫеҫ шанчӑклӑ уртипе Ҫирӗп вӑрҫать Хусан шывӗ хӗрринче: Пукач ҫарӗ ун патне пынипе Ҫар вӑйланать пӗр самант хушшинче.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Вӗсем хыҫҫӑн пуҫӗсене сӗнкрӗҫ, Маттурсем те тыткӑна хӑш лекрӗҫ, Пукач вӑйӗ сахалланса юлчӗ Юлашкинчен вӑрҫайми те пулчӗ.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Пит сатуррӑн вӑрҫаҫҫӗ хусахсем Мухмӑр-сухмӑр айӗнчен тухнисем, Анчах хытӑ ӳсӗрлсе супнисен Кӑлах пулчӗҫ Пукачшӑн пуҫӗсем; Чӑтаймарӗҫ Миххальсан хӗснине Ик еннелле пит чее хунине, Сапаланса сиктерчӗҫ утсемпе Ӑҫта кирлӗ ирӗклӗ ҫулсемпе.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Унтан каллех ҫапӑҫма Кӗрсе кайрӗҫ уткӑнса, Пукач пуҫне сыхлама Юри ячӗҫ ҫын хушса: Ҫапла вӑйлӑ вӑрҫӑра Чӑваш вӑрҫать пӑлхавра…
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Унтан пурте ывӑлне Сӑмах пачӗҫ итлеме — Еркинее йӗкӗте Шанчӗҫ хӑйсен пурнӑҫне, Икӗ питлӗ ӗмӗте Хучӗҫ хастар пуҫ ҫине.