Кӗскисем
Хамӑрӑн вӑрҫӑ-вӑрҫма хатӗрленӗ типӗ ҫӗрти ҫарпа тинӗс ҫинчи ҫарӑмӑр умне, патшалӑхри урӑх ӗҫсем пирки, халӗ Хамӑр тӑма юраманнине курса, Эпир кӑмӑл туса, Хамӑрӑн генерал-адъютанта, гвардипе Питӗр округӗнчи ҫарсен пуҫлӑхне, генерал-от-кавалерии Аслӑ Княз Николай Николаевича мӗн пур ҫарсен аслӑ пуҫлӑхӗ пулма хушатпӑр.
Германияпа, Австрияпа вӑрҫӑ тухни // Паллӑ мар. Германипе, Австрипе вӑрҫӑ тухса кайни. - Симбирск, 1914. - 14 с.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче тӑрӑшакансене тата ҫак ӗҫе хӑйсен тӳпине хывакансене РФ сенаторӗ Николай Владимиров, Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов тата муниципалитет пӗрлешӗвӗсен Канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Кузнецов саламларӗҫ.
Ял сӑн-сӑпачӗ хастарсем тӑрӑшнипе улшӑнать // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/yal-san-sapache-x ... hanat.html
Чӑваш совет литературинче колхозлӑ ял пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ произведенисем сахалах мар ӗнтӗ, анчах Хветӗр Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнекинче пичетленнӗ очеркӗсене вуланӑ чухне ҫӗнӗ туйӑмсем, ҫӗнӗ шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ, куҫ умне ытти писательсен произведенийӗсенче пулман ҫӗнӗ сӑнлӑ ҫынсем — чӗрӗ образсем тухса тӑраҫҫӗ.
Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.
Коммунистсен партийӗн идеологи ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ решенийӗсене пурнӑҫласа, республикӑри радиовещани хӑйӗн ӗҫне чылай лайӑхлатрӗ, политикӑллӑ информаци, коммунизм строительствинчи малта пыракан опыта пропагандӑлас, литературӑпа искусствӑн паха ҫитӗнӗвӗсемпе халӑха паллаштарас тӗлӗшпе тимлӗрех ӗҫлеме тытӑнчӗ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Алексей Судленков Общество палати регионӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин, культурин аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене татса парас тӗлӗшпе Чӑваш Республикинчи, федерацин территорири ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе, ҫӗршыври тата регионти общество пӗрлӗхӗсемпе, граждансен ытти институчӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗ.
Влаҫпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ // Юрий ПЕТРОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Стройтрестри партком секретарӗ Кудряшов, ҫирӗп кӗлеткеллӗ хура арҫын, вӑтӑр урлӑ тин ҫеҫ каҫнӑскер, Сидоркина ал сехечӗ ҫине кӑтарта-кӑтарта тем каларӗ, вара главнӑй инженер хӑвӑрт ҫӗкленчӗ те Григориуна ларма сӗнчӗ, ҫав хушӑра хӑй, ытахальтен пек: «Ҫапла, лайӑхрах ӗҫлемелле…» — тесе хучӗ, унтан савӑнӑҫлӑн пӗлтерчӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, амбулатори звени ӗҫ вырӑнӗсене пуянлатма компьютерсем Малоязри тӗп больницана «Сывлӑх сыхлавӗ» нацпроектӑн «Сывлӑх сыхлавӗнче пӗрлехи патшалӑх информаци тытӑмне тӗпе хурса пӗрлехи цифра контурӗ туса хурасси» регионти программӑна пурнӑҫланӑ шайра кӗнӗ.
Нацпроект шайӗнче Пушкӑртри Малоязри тӗп больница ҫӗнӗ компьютерсем илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ln-4005786
Константин Малышев залра ларакансене саламласа: «Поэтсем ялан халӑхпа. Пирӗн Хусанкай, Алка пур. Вӗсене чӑваш тӗнчи пӗлет. Михаил Захаров сӑввисене сайра пичетленӗ, тен, ҫавӑнпа ӑна паян пит анлӑн пӗлмеҫҫӗ. Унӑн лирики, пултарулӑхӗ, сӑввисен илемӗ паллӑ сӑвӑҫсеннипе пӗр шайрах», – тесе хакларӗ М.Захаров творчествине.
Ялавӑрта поэт-фронтовикӑн юбилейне паллӑ турӗҫ // Татьяна Васильева. https://suvargazeta.ru/news/nurlat/ialav ... palla-turc
Ак тата: тин ҫеҫ совет халӑхне «хыпса ҫӑтма» хӑтланнӑ чи хӑрушӑ аҫтаха пуҫне хӗҫпе касса татнӑччӗ, таҫта-таҫта, ҫичӗ тинӗс леш енче, каллех, анчах урӑх аҫтахасем — янкисем — пирӗн «пӳрте касман алӑкпа ҫӗмӗрсе шуса кӗресшӗн», пире хыпса ҫӑтасшӑн пулса «вутлӑ, наркӑмӑшлӑ чӗлхисене вӗлт-вӗлт вӗлтлетсе тӑскаласа илеҫҫӗ».
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Ҫав вӑхӑтранпа пурнӑҫ икке пайланчӗ. Паллах, эпир хамӑр ӑҫта тата мӗн тӗллевпе кайнине пӗлнӗ. Йывӑрлӑхра Тӑван ҫӗршыв тӑнӑҫлӑхӗшӗн кар тӑрасси — кашни арҫыннӑн тивӗҫӗ. Пурнӑҫӑн ҫак тапхӑрне чыслӑн утса тухассишӗн хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех тӑвӑпӑр», — тет Чӑваш полкӗнче пехотӑра стрелок пулса ҫапӑҫакан Михаил.
«Тӑван тӑрӑха Ҫӗнтерӳпе таврӑнатпӑрах!» // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12412-t-van- ... -natp-rakh
Паллах, вӗсен хушшинче сӑмах вылятса ҫӑвара мӗн килнине перекен те, сывпуллашу салтак юрри юхтаракан-сӑрӑхтаракан та, купӑс сӗвелекен те, ун кӗввипе пӗр килтерсе, шартлаттарса алӑ ҫупса, хоп-хоп тутарса, ура тупанӗнчен хӗлхем сирпӗтсе, ура куклетсе, ал тутри вӗҫтерсе тӑкӑртаттарса трепак е урӑх ташша илтерекен те пур.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ҫавӑн пекех унта Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Алла Салаева, Чӑваш Республикин хӗрарӑмсен канашӗн Ыркӑмӑллӑх фончӗн попечительство канашӗн председателӗ Лариса Игнатьева, сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова тата Чӑваш Енри ашшӗсен Канашӗн Председателӗ Владимир Викторов хутшӑннӑ.
Хӗрарӑм ертӳҫӗсене чысланӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11
Юртан тасалнӑ ҫав хура та хӑмӑр тайлӑмсенчен вара, суха кассисем, сӳре йӗрӗсем тӑрӑх, ванман кумккасем хушшипе пӑркалана-пӑркалана, айлӑмалла малтанхи пӗчӗк-пӗчӗк ҫырмасем йӑрӑлтатса юхса анаҫҫӗ; сеп-сенкер тӳпери ӑшшӑнрах та ӑшшӑнрах кулма пуҫлакан сап-сар хӗвел айӗнче вӗсем кӗмӗл ука ҫипписем пекех йӑлтӑртатаҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.
Чӑн та, ҫак чыслава уяв вырӑнне йышӑнни вырӑнлах пулассӑн туйӑнмасть, ку — хисеплӗ ватӑсем тӗлӗшпе пирӗн обществӑн тимлӗрех пулмаллине, ветерансене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусене татса памаллине тепӗр хут аса илтерни, ҫӗршыв аталанӑвне вӗсем хывнӑ тӳпене, пархатарлӑ ӗҫне, ӑслӑлӑхне, чунлӑхне тивӗҫлипе хаклама пӗлни.
Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Ҫакӑ пулчӗ-ши унӑн «уҫӑлсах ҫитеймен, тӗнче хӗрринеллех вӗҫсе ҫитеймен куҫне уҫтараканни» — хулара хӑйне тата юлташне шӗвӗртсе, тӑм шӑхличӗ тыттарса янӑ чикан майрисем тинех ун куҫӗ умне пӗртте курӑнми вӑйсемпе вӑйланнӑ асамҫӑсем пек мар, пӳтсӗр, чее пуҫҫавӑрмӑшсем, чӑн-чӑн ултавҫӑсем, вӑрӑ-хурахсем пек тухса тӑчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Дениспа телефон урлӑ час-часах ҫыхӑнӑва тухатпӑр. Хама шӑнкӑравлама хушмасть вӑл, хӑйех шӑнкӑравлать. Алӑ телефон еннелле туртӑнать пулин те хама чаратӑп. Тепӗр чух, заданине кайсан, темиҫе кун та илтместӗп Денисӑн сассине, ун чухне ҫав тери пӑшӑрханатӑп. Вӑл шӑнкӑравласанах лӑштӑр каятӑп», — чунне уҫса парать ашшӗ.
Тӗрӗслӗх пирӗн енче // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12509-t-r-sl ... ir-n-enche
— Каччи эп пулап! — шыҫмак кӗске аллине чанк! ҫӗклесе-силлесе, ҫӑварне хурчкан йӑвари шампа хырӑм чӗппи пек карса, ачасен умне вӑлт! тухса тӑчӗ ҫак вӑхӑтра пӗр кӗрӗ сӑн-питлӗ, пулӑнни пек ҫавра куҫлӑ арҫын ача, такана хырӑм, Павӑл ятлӑскер, вӗренӳре ӗлкӗрсе пырайманнине пула кӑҫал улттӑмӗш класра иккӗмӗш ҫула юлнӑскер.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Кӗҫӗн ушкӑнта «Солистсем» номинацире пӗрремӗш вырӑна А. Козлова, иккӗмӗшне — М. Иванова (иккӗшӗ те искусство шкулӗ, Н. Никоноров), А. Николаева (халӑх пултарулӑхӗн районти ҫурчӗ, Н. Николаева), виҫҫӗмӗшне Л. Герасимова (районти искусство шкулӗ, Н. Никоноров), М. Захаров (райцентрти иккӗмӗш вӑтам шкул, С. Данилова) йышӑнчӗҫ.
«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30
ПР ТСК кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, суйлавҫӑсен сасӑлавӗ ҫакна кӑтартса панӑ: «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейшӗн» 1 063 631 ҫын сасӑланӑ, Раҫҫей Федерацинчи коммунистсен партийӗшӗн (КПРФ) – 180 696, Раҫҫейри либераллӑ демократсен партийешӗн (ЛДПР) – 119 373, «Раҫҫейри тӗрӗслӗхшӗн тӑракан - Патриот - Тӗрӗслӗхшӗн» партишӗн – 114 056, «Ҫӗнӗ ҫынсемшӗн» - 52688.
Пушкӑртстанри парламентӑн ҫӗнӗ йышӗ паллӑ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/politika/2023-09 ... ll-3436893
Полина мунчана пахчара, карта ҫумӗнчи кашни ҫулах вӗлтрен пусса илекен лапам вырӑнта лартма сӗнчӗ, анчах ҫакна Ула Тимӗрӗн амаҫури амӑшӗ кӑна мар, ялти ватӑсем те хирӗҫлерӗҫ: вӑл вырӑнта ӗмӗрсем-ӗмӗрсем каяллах Христос тӗнне йышӑннӑ ял ҫыннисен часавайӗ ҫуталса — шуралса, пӗлӗтелле, Турӑ ытамне кармашса ларнӑ иккен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.


