Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Алтӑр урлӑ пӑхакан кӑвак лаша ҫутинче курӑнчӗ: вӑл, Пурис, вӑрманӑн хапӑлсӑр хӑни, «симӗс ҫӗлен те сӑхнӑ пуҫсӑр юланут», аялалла сӑнӑланса пуҫхӗрлӗн виркӗнсе, торф кӑларнӑ хыҫҫӑн юлнӑ тӑрӑнчӑк тарӑн, анчах типӗ канава ҫамкипе лат! чикмекленсе чикӗннӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Раҫҫей Федерацийӗн халӑх вӗрентӗвӗн тата наука ӗҫченӗсен профсоюз организацийӗн Чӑваш Республикинчи комитечӗн Хисеп грамотисемпе «Колосок», «Рябинушка», «Радуга» ача сачӗсен заведующийӗсене С.Ю.Токмаковӑна, В.А.Герасимовӑна, А.Н.Албутовӑна наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Умра — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%83%d0%b ... %bb%d3%97/

Ҫак йӗркесене тупма май килчӗ: «В клировых ведомостях Троицкой церкви села Байглычево Тетюшского уезда Казанской губернии за 1860-1865 гг. значатся приходские деревни: Избахтино, Щенбаево, Янашево, Апанасово, Алькеева, Алексеевка.» (Осн. ф 6. оп 131 д 5. л 497. 500 об.»).

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14

Ун пек калаҫӑва халиччен илтсех кайман тата Хусантипе Крымри ӗҫсемпе нихҫан та кӑсӑкланман Урасмет вӑл калаҫнинчен нумайӑшне ӑнкарса та ҫитеймерӗ, ҫапах та хӑш-пӗр япалана, уйрӑммӑнах икӗ мӑрса хушшинче мӗн пулса иртнине вӑл аванах чухласа илме пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑн пекех Василий Яковлев, Александр Шамбулин, Анатолий Шагаров, Алексей Сорокин, Николай Михайлов, Владимир Матросов, Валерий Марков, Владимир Илларионов, Василий Краснов, Ферит Айнетдинов, Фидаил Адиев муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Тав хучӗсене тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чикӗ хӳтӗлевҫисем – яланах малти ретре // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d1%87%d0%b ... %82%d1%80/

Вирьял диалектне калаҫупа ҫырулӑхран тасатас тесе тӑрмашакан вӗрентекенсем пире «маҫак», «ҫӑва», «ҫытар» сӑмахсемшӗн, «поплятӑп», «шу патне катӑп», «орлӑ чопса тохсаччӗ» тенисемшӗн миҫе «иккӗ» лартнине аса илес пулсан «ку темӑпа» калаҫма хӑранӑ теес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ахах та ылтӑн-и вирьял чӗлхи? // Виталий Станьял. http://hypar.ru/cv/ahah-ta-yltan-i-viryal-chelhi-0

Вӑрҫӑ тутине аван туякан аслӑ ӳсӗмри ҫынсене Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗ Бахтиер Холиков, Чӑваш Ен промышленноҫпа энергетика министрӗ Александр Кондратьев, Сӗнтӗрвӑрри округӗ пуҫлӑхӗ Владимир Петров, шкул ачисем тата фольклор коллективӗ саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ветерансене оркестр саламларӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61066

Ачасем хаваспах чӑваш халӑх ҫыравҫин Юхма Мишшин хайлавӗсене, Раиса Сарпин сӑввисемпе юмахӗсене, Валентина Чаплинан, Лидия Саринен, Юлия Силэмӗн, Юрий Сементерӗн, Светлана Асаматӑн, Петӗр Яккусен тата ытти нумай-нумай сӑмах ӑстин сӑвви-калавӗсене итлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашла вулама хӑнӑхаҫҫӗ // Елена ГАНИЕВА. https://ursassi.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... ha-4069531

Сӑмах май пирӗн ҫакна палӑртса хӑварас килет: колхозлӑ ял ӗҫченӗсен пурнӑҫне сӑнласа паракан хӑш-пӗр произведенисене вулатӑн та унти чылай вырӑнсене, конфликтсене ӗненместӗн, мӗншӗн тесен авторӗ вӗсене чӑн пурнӑҫран илмен, хӑй пуҫӗнчен шухӑшласа кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

«Майӑн 19-мӗшӗнче 90 ҫул тултарать пирӗн анне. Света, Андрей, Катя мӑнукӗсем те ҫак кунсенче ҫуралнӑ кунӗсене паллӑ тӑваҫҫӗ. Пурӑнан пурӑнӑҫ пӑрӑнӑҫсӑр мар теҫҫӗ. Шел те, 33 ҫултах Василий ывӑлӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗчӗ. Анне ҫак йывӑр хурлӑха мӗнле чӑтса ирттерчӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Нуша курсан та хуҫӑлман // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %b0%d0%bd/

Хӑвӑрах шухӑшлӑр, пирӗн пурнӑҫ малашне пӗтӗмпех электричество ҫинче тытӑнса тӑракан пулать — электричество вӑйӗпе сухалатпӑр, акатпӑр, выратпӑр, ҫапатпӑр, электричествӑпа ӗне сӑватпӑр, кӗле ҫӑватпар, уй-хире шӑваратпӑр — мӗнпур ӗҫе каласа та пӗтерес ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иртнӗ ырӑ вӑхӑтри К.Маркс ячӗпе хисепленекен пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхӑн автопарк территорийӗнчи тайлӑк хапха-карта, юхӑннӑ кӗлет-склад, управ тӗлӗнчен те куҫсене хупса иртме пулмарӗ – хуҫалӑх саланнине, арканнине каламасӑрах ӑнланса илме пултарӗ кирек кам та.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

Горький произведенийӗсене Мускавра тухса тӑнӑ «Чӑваш хресченӗ», каярах — «Коммунар» хаҫат та, Куйбышеври «Колхозник» те, Шупашкарти «Ҫамрӑк большевик», «Пионер сасси» хаҫатсем те, «Ӗҫ-хӗрарӑмӗ», «Капкӑн», «Хатӗр пул» журналсем те нумай куҫарса пичетленӗ.

Куҫарса пулӑш

А. М. Горький произведенийӗсем чӑвашла // Хӗветӗр Уяр. Ялав. — 1951. — № 6. — 13 с.

Икӗ пӗр пек шартан пӗрне аяккалла туртса хурса (калӑпӑр, сылтӑм енчи шара D тӗлне туртса хурса) алӑран вӗҫерсе ярсан, пӗрремӗш шар иккӗмӗшне пырса ҫапать; пырса ҫапать те, хӑй чарӑнса ларать, иккӗмӗшӗ вара пӗрремӗш шара туртса хунӑ инҫӗшех (АС = ВD) сиксе каять.

Куҫарса пулӑш

2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Вӗсен тӗп тӗллевӗ - муниципалитет округ территорийӗнчи обществӑлла йӗркелӗхе сыхласси, ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа, тӑнӑҫлӑхпа тивӗҫтересси, граждансен ыйтӑвӗсене вӑхӑтра тата кирлӗ пек татса парасси, вӗсемпе профилактика калаҫӑвӗсем йӗркелесси тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Участок уполномоченнӑйӗн яваплӑхӗ пысӑк // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51872-ucha ... l-kh-pys-k

1927 ҫулта ҫӗршывра пуҫ пулса тӑракан парти ВКП (б) хӑйӗн 15-мӗш сьездӗнче коллективизаци пуҫлама тытнӑ курс ҫакӑн пек тӗреклӗ те ӗҫчен ҫемьесене капиталистла элементсен, урӑхла каласан, пусмӑрҫӑсен шутне кӗртнӗ, кулак класӗ тесе тӗпрен кӑклама тӗллев лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тымарсем тарӑн пулсан... // Николай ЛАРИОНОВ. https://avangard-21.ru/gazeta/52460-tyma ... n-pulsan-2

«93№ физикӑпа математика лицейӗнче вӗренекен Карим Бурнашев тата Амир Идиатулин республика чысне хӳтӗленӗ. Вӗсен вӗрентекенӗ Анна Федоровна Шишкина шутланать. Тӗнче шайӗнчи ӑмӑртуран ҫакӑн пек кӑтартупа таврӑнни савӑнтарать. Эпир сирӗнпе мӑнаҫланатпӑр!

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанри шкул ачисен команди пӗтӗм тӗнче шайӗнчи турнирта ҫӗнтернӗ // Юрий Михайлов. https://ursassi.ru/news/it-n-sem/2024-07 ... rn-3848716

Сухаласа ҫемҫетнӗскер, пӗрре ура тупанне канӑҫлантарма пӑхать, тепре муклашкасем лексе ыраттарнипе каҫӑхтарсах ярать; анчах канӑҫланма-рехетленме те, ыраттарнине тӳсеймесӗр айлатма та вӑхӑт ҫук: лаша малалла талпӑнать, суха пуҫ касӑ хыҫҫӑн касӑ хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Аса илме: Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче республика Правительствипе муниципалитетсем умне тӗллев лартнӑ — 2023 ҫул пуҫламӑшӗнче учета тӑнӑ 5 тата ытларах ачаллӑ ҫемьесене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелле.

Куҫарса пулӑш

Халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхӗ – тӗп приоритет_35 (11022) // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/gazeta/12387-numaj- ... -timl-khre

Ҫак тӗллевпе пирӗн хаҫат сотрудникӗ РФ ШӖМӗн районсем хушшинчи «Батыревский» уйрӑмӗн ГИБДД пайӗн начальникӗпе Алексей Мальцевпа (сӑн ӳкерчӗкре) тӗл пулнӑ, службӑн 2022 ҫулхи кӑтартӑвӗсемпе, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнса пурнӑҫлакан ӗҫсемпе паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех