Кӗскисем
Ку таврашра нихӑҫан та пулса курманскер, Ула Тимӗр ниепле те тӗшмӗртеймерӗ: «Ҫурҫӗр» поселока ҫитес е ӑна Сосновка поселокпа ҫыхӑнтаракан бетон-асфальт витнӗ-сарнӑ мӑн ҫул ҫине тухас тесен хӑш еннелле ҫул картмалла — сулахаялла-и, сылтӑмалла-и?
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Паянхи слесарь-сантехник вӑл хӑйӗн профессине лайӑх пӗлекен, хӑйне шанса панӑ питех те кирлӗ участӑкшӑн яваплӑх туякан, йӗркеллӗ, тӗп-тӗрӗс, ҫыпӑҫуллӑ, хӑй ӗҫне тӗрлӗ условисенче, ҫав шутра аварисенче те, хӑвӑрт та чи пысӑк пахалӑхпа тӑвакан ҫын.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Тантӑшне итленӗҫем Наҫтаҫӑн иккӗленӳ пӗтсе пычӗ: ялтах ун вырӑнӗ, асфальтлӑ хулара мар, хӑй вӑл хирлӳсемсӗр ҫав тери тунсӑхлать, хӑй вӑл тӑван ял ҫыннисене ҫав тери хӑнӑхса ҫитрӗ, вӗсемсӗр пурнӑҫ та пурнӑҫ мар пек, вӑл хӑй те Хирлӳре ҫеҫ — Наҫтаҫ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Ку пирӗн ҫемьере пуҫланнӑ, мӗншӗн тесен ман атте Олег Александрович, Челябинскри физкультура институтӗнчен вӗренсе тухсан, Ситекпуҫӗнчи шкулта физкультура вӗрентессине хӗрӗх ҫул ытла халалланӑ, вӑл Пушкӑрт Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ.
Ҫӗнтерме вӗрентет // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... et-3899966
«Кӳршӗ чӑххи ялан хур ами пек курӑнать (Курица соседа гусыней покажется). Илпек. Хура ҫӑкӑр. 1957. Ср. рус. Сосед спать не дает, хорошо живет. Курица соседа кажется гусыней. Башк. Соседний петух – гусем, жена соседа – молодой девушкой кажется. Кумык…»
«Халӑх ӑс-хакӑлӗн ахах-мерченӗ» // Хусан тӑрӑхӗ. https://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem ... xax-mercen
Шаккур вашт! ҫеҫ ҫаврӑнчӗ, ҫӑмӑллӑн, урса кайнӑ арӑслан пек, вырӑнӗ ҫине сиксе хӑпарчӗ, пӗр самантрах стена ҫинчи хӗҫне ярса илсе, сывлӑша шӑхӑртса, икӗ хутчен пуҫӗ тавра ҫавӑрса яшт! ҫеҫ сиксе анчӗ, хӗҫне хулпуҫҫи урлӑ тытса, Петӗр умне пырса тӑчӗ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Амӑшӗ те ун чухне Матвин, Кулине кинемей, пӗрехмай ӳпкепе аптӑракан хӗрарӑм, кил-терӗшре ҫӳресех вырӑнпа выртмалӑхах тӗшӗрӗлсе аннӑран (вӑл, чирӗ пусахласах ҫитернӗрен, тӑватӑм ҫул кӗрпе ҫӗре кӗчӗ) телеграмма ҫаптарттарнӑччӗ ывӑлӗпе кинӗ патне.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Таранов ручкине сӗтел ҫине кӑмӑлсӑррӑн хучӗ те: «Инесса пулсан — кӗртместӗп!» — тесе алӑк патне чӗрне вӗҫҫӗн утса ҫывхарчӗ, пӗчӗк шӑтӑк витӗр тулалла пӑхрӗ: хура сӑран пальто, хура калпак тӑхӑннӑ хӗрарӑм, анчах Инесса мар — унран лутрарах пӳллӗ.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Райадминистрацин ялхуҫалӑх пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Туктамӑш ялӗнче июлӗн 22-23-мӗшӗсенче 109 хуҫалӑхри тӗрлӗ йышши 633 пуҫ кайӑк-кӗшӗке тата вӗсен продукчӗсене пуҫтарса илнӗ, вӗсене ветеринарипе санитари йӗркисене пӑхӑнса ҫунтарса утилизациленӗ.
Туктамӑшри килти кайӑк-кӗшӗке тӗп тунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1849- ... ke-t-p-tun
Залри диван ҫинче пӗр ҫамрӑк художник ҫывӑрать; урайӗнче хула пасарне аш сутма килнӗ икӗ колхозник карланкӑ татӑлса каясла харлаттарса выртаҫҫӗ; кухньӑра, вӗри батарея ҫумне лартнӑ пукансем ҫинче, кӗреҫе сухаллӑ кӑптӑрмӑш кӑна старик вырнаҫнӑ.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Унӑн тӗп тӗллевӗ — наркоманипе ҫыхӑннӑ саккунсем, ку енӗпе саккуна пӑссан тивекен яваплӑх пирки ӑнлантарасси, наркотикпе суту-илӳ тӑвассине, унпа усӑ курассине хирӗҫ кӗрешессине профилактикӑласси тата ҫак ӗҫе общественноҫа анлӑн явӑҫтарасси.
Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/
«Палӑртнӑ проектсене пурнӑҫа кӗртсен, ҫичӗ пин ытла ҫынна ӑшӑпа тивӗҫтерме май пулӗ, Ҫӗмӗрле тата Куславкка хулисенче нумай хваттерлӗ 54 ҫурта ӑшӑпа тивӗҫтересси те куҫ кӗретех», - тесе уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.
Куславккапа Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан ҫичӗ пин ҫынна ӑшӑпа тивӗҫтерекен объектсене модернизацилесси ҫинчен калакан Чӑваш Енӗн заявкине ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/08/kusl ... che-pin-ci
Профессири тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн Вӑрмарти халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центрӑн директорӗн заместительне Татьяна Николаевна Григорьевӑна «Чӑваш Республикин социаллӑ хӳтлӗх парассин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парса чысланӑ.
Тӗрлӗ хыпарсем_27 (11064) // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/13721-t-rl-k ... m-27-11064
Хӑшӗ-хӑшӗ, Кӗҫение чат ҫывӑххисем, шатӑрах лачӑртатса пӗкӗрӗлнӗ; хӑшӗ-хӑшӗ, чат ҫывӑхах маррисем, тен, капла кӑна мар инкеке те чӑтса ирттернисем, чӑтаҫҫӗ-ха, ӳссе-ӳссе пыракан кӗмсӗркке тӗмескене тинкерӗннӗ те — хурлӑ-хурлӑ хӗв шухӑшӗсене путнӑ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӑна хан улансемпе иҫниксем нумай уйӑрса панӑ, ку ҫарпа вара князь пӗтӗм ханлӑха тӗрӗслесе тӑрать, ҫулталӑкне икӗ хутчен — ҫуркунне, ҫӗршыв типсен, тата кӗркунне, мӗн пур тыр-пула пуҫтарса кӗртсен — ханлӑхри мӗн пур даругсене ҫитсе курма ӗлкӗрет.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫывӑх тантӑшӗ П.Мефодьев ҫапла аса илнӗччӗ: «Ваҫук Мӑнҫырмара вӗреннӗ чухнех сӑвӑсемпе аппаланатчӗ, пире те хавхалантаратчӗ, тантӑшсене те хистетчӗ. Ялти ачасемпе 10-шар пус пуҫтарса хут туянаттӑмӑр та алӑпа ҫырса «Хӗлхем» журнал кӑлараттӑмӑр».
Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18
ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов ыйтӑвӗ М.Игнатьев сӑмахӗ ҫумне чухах пулчӗ: — Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакансем пӗлтӗр управран уҫласа тасату хатӗрӗ витӗр хваттерсене ҫитерекен ӗҫмелли шыв пахалӑхӗ пирки ыйту пӗрре ҫеҫ мар тӑратрӗҫ.
Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
«Хӑрнӑ йывӑҫсене те касса тирпейлемелле, ҫӳп-ҫапа пухмалла, кивӗ кӑшӑлсене илсе тухмалла – ӗҫ тем чухлех. Ҫӳп-ҫапа тиесе тухма транспорт пирки те калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ, ӗҫлеме ҫынсем кӑна кирлӗ», – каласа парать ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Евгений Субботин.
Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Суб- (латинла суб- (префикс чухне) мӗнӗн те пулин ӑшӗнче е унӑн айӗнче пулнине пӗлтерет) — хутлӑ сӑмахӑн пӗрремӗш пайӗ: субординация, субординатор, субтитры, субсидия (поддержка), субординация (кам кама пӑхӑннин йӗрки), субстрат, субстанция т. ыт. те.
Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.
Владимир Путин регионсем Раҫҫейпе Узбекистан хушшинчи пӗтӗм стратегилле партнерствине тата союзниксен хутшӑнӑвӗсене ҫирӗплетес ӗҫре тӗп вырӑн йышӑнса тӑнине, регионсем хушшинчи пӗрлӗхӗн чи анлӑ та нумай пӗлтерӗшлӗ малашлӑх пулнине палӑртнӑ.
Радий Хабиров Раҫҫей тата Узбекистан регионӗсен Канашӗн ларӑвне хутшӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... nn-3788345


