Кӗскисем
«Пӳр-трен, ампартан-кӗлетрен тухса вӑл таврари (тӑрӑхри) пур ҫын кӗлтумалли, темиҫе ялӑн вырӑнӗ пулса тӑнӑ. Ҫапла вара, XIX ӗмӗртен пуҫласа чӑвашсем хушшинче ҫуралакан ҫӗнӗ сӑваплӑ вырӑнсене «йӗрӗх» сӑмахпа мар, «киремет» тесе палӑртаҫҫӗ.
Йӗрӗх ҫырмисенче эрех юхтарнӑ-и? // Владимир ШАКРОВ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... uhtarna-i/
Чернышевский буржуалла демократи мӗн тери ансӑр юхӑм пулнине, унӑн хӑравҫӑлӑхне, ултавлӑхне ҫивӗччӗн критикленӗ, капитализм вӑхӑтӗнче пурлӑх тӗрӗс мар пайланса тӑнине, ӗҫҫыннисене тӳсме ҫук хытӑ эксплуатацилесе пурӑннине критикленӗ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Сӑрт-ту ҫинчен йӗлтӗрпе ярӑнса аннӑ май сикме-ҫаврӑнма хӑраман ҫамрӑксем «ски-кросс», «слоуп-стайл» дисциплинӑсене уйрӑмах килӗштереҫҫӗ, сӑрт-ту йӗлтӗрҫисен Шупашкарти «Вертикаль» центрӗнче ӑсталӑха туптаса тӗрлӗ ӑмӑртура палӑраҫҫӗ.
Фристайл - хӑюллисем валли // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.
Элис сӑмахӗ лайӑх сыпӑнса пыни кӑмӑла хуҫма памарӗ, ун патне килсе тӗрӗсех турӗ вӑл, анчах та чунӗ сисрӗ: Сантӑра ӳлӗм ҫӑмӑлах пулмасть, кил хуҫи каларӑш, уншӑн пит хӑрамаллиех ҫук пултӑр, кунпа пӗрлех ним савӑнмалли те курӑнсах каймасть.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ярусовӑн ҫитменлӗхсем пур, эсир ӑна паян тӗрӗсех тиркерӗр, анчах ӑна манӑн пурпӗрех шанас килет: паян асӑннӑ ҫитменлӗхсенчен вӑл хӑтӑлса пырӗ, малтанхи пекех трестшӑн ҫанӑ тавӑрса ӗҫлӗ, ҫавӑнпа, акӑ, ӑна парткома кӗртме сӗнетӗп!» — тенӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Япала куҫса пынӑ чухне сопротивлени тӗл пулсан тата ҫак сопротивлени куҫаракан вӑйран ытларах пулса тӑрать пулсан (сӑмахран, поезд тӑвалла хӑпарса пынӑ чухне), вара япала вӑрахланса куҫса пырать, унӑн кинетикӑлла энергийӗ чакса пырать.
4. Механикӑлла энерги // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Хура пӗлӗт хӗвеле ҫӑтса яманччӗ-ха, тавралӑх ҫутӑччӗ, аслати те хуллен-хуллен ҫеҫ кӗмсӗртеткелетчӗ, ҫиҫӗм те ҫипрен ҫинҫеччӗ, ҫавӑнпа пулӗ ӗнтӗ пысӑкрах ачасем малтанласа хӑвӑртах чупмарӗҫ, вӗсене Микихвӗрпе Якур чиперех ӗлкӗрсе пычӗҫ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Паянхи пек ас тӑватӑп: интернационалиствоинсем «хура тюльпан» тесе ят панӑ самолет Шупашкара пуш уйӑхӗн 22мӗшӗнче Афганистан вӑрҫинче ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫласа, паттӑррӑн ҫапӑҫса вилнӗ темиҫе салтакӑн ӳтне цинк тупӑкра илсе килчӗ.
Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15
«Активлӑ вӑрӑм ӗмӗрӗн» членӗсем 2024 ҫулта «Аслӑ ӑру», «Социаллӑ туризм» проектсен тивлечӗпе Йошкар-Ола, Шупашкар, Тутарстанри Пӑлхар тата ытти хуласене ҫитсе курнӑ, вӗсенчи историпе культура палӑкӗсемпе паллашнӑ, нумай интересли пӗлнӗ.
Хастарлӑха ӳстерет, ӗмӗре вӑрӑмлатать // Наталия ФЕДОРОВА. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... aramlatat/
«Пушкӑртстан - халӑхсен ҫемйи» мероприяти пленарлӑ ларуран тата пилӗк тематикӑлла площадкӑран тӑрать: «Ҫемье пуҫӗ», «Ҫемье хаклӑхӗсене сарас ӗҫре тӗн пӗлтерӗшӗ, «Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен», «Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗсем - казаксем!»
Туслӑх ҫурчӗ Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ дискусси лапамне хутшӑнма йыхравлать // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/eme/2024-09- ... at-3946974
Хӑй кивӗ шупка костюмпа, пуҫӗнче лутӑркаланнӑ (чылай ҫулсем хушши пӗр-пӗр ҫӳпҫе-ҫармара е хуп пӗрмере хӑлтӑ-халтӑ, упи-супи япаласем хушшинче тытмасӑр, тӑхӑнмасӑр выртнӑ пулас) тӗксӗм кӑвак шлепке, урине вӑрӑм кунчаллӑ шӑнӑр атӑ тӑхӑннӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак халӗ те, кӑнтӑр вӑхӑчӗ иртнӗренпе виҫ сехетелле яхӑн ҫеҫ ҫитрӗ пулин те, тавралӑха вӑрман ҫине «ҫутӑ кӑвак ҫивиттипе» йӑпӑштӑн хупласа йӑтӑнакан тип тӗтреллӗ каҫхи ӗнтрӗк сӗмӗ йӑввӑн-йӑввӑн, таччӑн-таччӑн ҫупӑрлани самаях палӑрать…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сӑмах май, галерейӑра паян Чӑваш халӑх художникӗн, Чӑваш Республикин К.В.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗн, Йӗпреҫсен мухтавлӑ ентешӗн Виктор Немцевӑн ятарлӑ куравӗ ӗҫлет, ӑна сӑнарлӑ искусство ӑсти 80 ҫул тултарнине халалланӑ.
Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Ҫав вӑхӑтрах ҫывӑх ҫыннисене те, июнӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Сурӑмӗнчи вӑтам шкула пухӑннӑ вӗренекенсемпе вӗрентекенсене те ҫирӗпрех пулма, Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса пуҫ хунине, ҫавӑнпа та хӑйне тата паттӑрлӑхне асра тытмаллине асӑрхаттарать.
Педагогсен династине малалла тӑсма шутлатчӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pedagogsen-dinast ... atche.html
Кӗркуришӗн ку хыпар кӗтмен-туман ҫӗртен ҫӑвара армути вӑрри хыптарнӑ пекех пулчӗ-тӗр: вӑл, уттине кӑштӑн мӑтӑклатса, хӑтӑм чӗтретнӗ пек, шартах туртӑнса-сиксе илчӗ те, куҫне-пуҫне чар! чарса пӑрахса, куҫ харшине мӑлт-мӑлт сиктере пуҫларӗ:
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Регионти Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстанри уйрӑмлӑхсенчен пӗри вунӑ ҫул ытла ӗнтӗ мӗнпур медицина организацийӗсем пӗр цифра платформи – сывлӑх сыхлав сферинчи Патшалӑх информаци тытӑмӗнче ӗҫлени пулса тӑрать.
Нацпроект шайӗнче Пушкӑртри Малоязри тӗп больница ҫӗнӗ компьютерсем илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ln-4005786
Ҫутҫанталӑкри кашни япалах: Атӑл шавлани-и вӑл, ӑшӑ ҫил йывӑҫ-курӑксене лӑпкӑн хумхатни-и, шӑпчӑк-кайӑк шурӑмпуҫне юрлама пуҫлани-и е тӑрӑ тӳпере ҫутӑ уйӑх канлӗн шуса тухни — пурте, пурте манӑн чӗрере илемлӗ кӗве-ҫемӗсем ҫуратнӑ пекчӗ…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Ӗмӗрхи йӑлана пӑхӑнса ирттерес пулсан тем тесен те туя килте мар, тӑвансем патӗнче е ют ялта тумаллаччӗ, ҫураҫнӑ хӗре йышӑнма картишӗнче шыльӑк хатӗрлемеллеччӗ, хӗрӗн хӑйӗн хунямӑшне, пулас упӑшкине, тӑванӗсене кӗпе тӑхӑнтартмаллаччӗ.
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кинемей васкамасӑр арчаран хӗр чухнехи тумӗсене пӗрерӗн-пӗрерӗн кӑлара йӑлтах хам алӑпа тунӑ-ҫке, Марье, тухйи таранччен хам шӑрҫаланӑ, — тахҫантанпа аллине тытса курман хаклӑ хӗр пӗркенчӗкне курсан, кинемейӗн куҫҫулӗ шӑпӑртатса анчӗ.
Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Промышленность енӗпе тунӑ ҫитӗнӳсем Чехословакири Коммунистсен партийӗпе правительствине кӑҫалхи октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа промышленность тата апат-ҫимӗҫ товарӗсен ваккӑн сутмалли государственный хакӗсене чылай йӳнетме май панӑ.
Чехословаки халӑхӗн ӗҫри ҫитӗнӗвӗсен ҫулӗ // Коммунизм ялавӗ. Коммунизм ялавӗ. - 1953. - 23 декабрь (№ 253). - С. 4.


