Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳстерме (тĕпĕ: ӳстер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Партнерсем ҫӗршывсем хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшне ӳстерме каякан бизнес-миссипе онлайн-тӗлпулусем йӗркелесси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра Китайӑн йӑлана кӗнӗ медицини аталанӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... an-3769766

Паянхи кун асаннепе кукамай, кукаҫипе асатте ята илтме тивӗҫнӗскерсем мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ, вӗсене ӳстерме пулӑшаҫҫӗ, юратнӑ ӗҫре те вӑй хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралса ӳснӗ вырӑн кашни ҫыншӑнах паха // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/c%d1%83%d ... %85%d0%b0/

Вӑрмана хунавран ӳстерме ҫӑмӑл мар, пысӑк йывӑҫсене вара вут-ҫулӑм кӗске самантрах сиен кӳме е вуҫҫех те пӗтерме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫут ҫанталӑка упрар, пӗр-пӗрин ӗҫне хисеплер // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82a%d ... %81%d0%b5/

Ҫамрӑксем аслисенчен вӗренсе пыраҫҫӗ, опытне ӳстерме тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен ӗҫӗ яваплӑ та пархатарлӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b2%d3%9 ... %bb%d3%91/

Кӗнекесем вӗсене пӗлӗвӗпе тавракурӑмне ӳстерме пулӑшнипе пӗрлех кӑмӑл-сипет енчен те пуянлатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурне те хаваслӑх парнелерӗ // Вера ГОРБКНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%bf%d1%8 ... %80%d3%97/

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Эпир пырса ҫитнӗ вӑхӑтра вӑл тавар туянакана ҫӗрулми тухӑҫлӑхне ӳстерме пулӑшакан хушма удобрени ҫинчен каласа паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑха кирлӗ пек ӗҫлет // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/ha ... rl-pek-let

Аса илтерер, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Федераллӑ Пухӑва янӑ Ҫырура граждансен пурнӑҫне хӑтлӑрах тӑвасси, ҫынсен тупӑшне ӳстерме майсем туса парасси чи кирли тесе палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Техника хатӗрлӗхӗн тӗрӗслевӗ вӗҫленнӗ // Ю. ГРИГОРЬЕВ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/30/te ... slev-vlenn

Ӑс-хакӑл ҫивӗчлӗхне ӳстерме тата пултарулӑхне аталантарма тӗрлӗ предмет олимпиадине, конкурса хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Ку вӑл хула ҫыннисене сывлӑхшӑн тӑрӑшни ҫинчен пӗлтерекен пӗлтерӗшлӗ информаци хулари кирек хӑш вырӑнта та тенӗ пекех усӑ курма пултарнине, халӑхӑн сывӑ йӑлисене йӗркелеме тата пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме лайӑх майсем туса панине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен халӗ автобусра та пӗлме пулать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... at-3756695

Производство калӑпӑшне пысӑклатса пынӑ май юлашки икӗ ҫулта кӑна шелттемсем таса тупӑш виҫине 20 хутчен ӳстерме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паха ӗҫ опытне шута илӗҫ // Канаш Ен. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d0 ... 8%d0%bbec/

Йӗтӗн пир ⎼ ҫӳхерех те шурӑрах, кӗмӗл сӗмлӗрех, анчах йӗтӗне ӳстерме йывӑртарах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Икӗ сӗт-ҫу туса илекен фермӑна юсаса ҫӗнетнӗ, ҫавна май 2014 ҫулта мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутне, ҫав шутра ӗнесенне, ӳстерме палӑртнӑ.

Проведена реконструкция двух молочнотоварных ферм, в связи с чем в 2014 году планируется увеличение поголовья крупного рогатого скота, в том числе коров.

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

Хальхи историксем ӑна час-часах япӑх ҫарпуҫӗ тесе хаклаҫҫӗ, ҫапах та 1742 ҫулта испансем Джорджие Флорида территоринчен тапӑнса кӗрсен Оглторп Блади-Марш патӗнчи ҫапӑҫура вӗсен ҫарӗсене ҫӗмӗрсе тӑкма пултарнӑ, ҫакӑншӑн Англире ӑна паттӑрсен шутне кӗртнӗ, тепӗр ҫултан тӑван ҫӗршыва таврӑнсан ҫар хӗсметӗнче хӑвӑрт карьера пусми тӑрӑх хӑпарма пуҫланӑ; хӑйӗн карьерине вӑл парламентра ӳстерме тытӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах испансенчен хӳтӗленес тӗллевпе Джорджие ямашкӑн ҫар пухас енӗпе тӑрӑшнӑ.

Современными историками он часто оценивается как плохой военачальник, однако когда в 1742 году испанцы вторглись в Джорджию с территории Флориды, а Оглторп сумел разбить их войска в битве при Блади-Марш, в Англии он стал считаться героем и, вернувшись на родину год спустя, стал регулярно получать повышения по военной службе; он продолжил карьеру в парламенте и одновременно занимался организацией набора войск для отправки в Джорджию с целью её защиты от испанцев.

Джеймс Оглторп // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%80%D0%BF

Ҫамрӑкӗсемпе ӗҫлекен специалист Р.Р. Садрова ачасене «терроризм» сӑмах мӗн пӗлтернине каласа панӑ, хӑрушсӑрлӑх правилисене ӑнлантарса панӑ, террористла актсене тума ирӗк парас мар тесе сыхлӑха ӳстерме кирли ҫинчен пӗлтернӗ.

Специалист по работе с молодежью Садрова Р.Р. рассказала ребятам, что означает слово «терроризм», разъяснила правила соблюдения безопасности, проинформировала о необходимости повышения бдительности в целях недопущения совершения террористических актов.

Аитри Фатих Карим ячӗллӗ вӑтам шкулта «Терроризма — ҫук!" класс сехечӗ иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/terrora-khir ... tn-3641546

Пирӗн кал-кал аталану шайӗ начар мар, анчах малалла кашни процент пунктне ӳстерме кӑткӑсрах пулӗ.

У нас хорошая динамика, но дальше каждый процентный пункт будет даваться сложнее.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Предприятисен ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерме, хальхи производствӑсене ҫӗнетме тата ҫӗннисене йӗркелеме пулӑшакан патшалӑх промышленноҫ политики хастарлӑн пурнӑҫланать.

Активно реализуется государственная промышленная политика, направленная на повышение эффективности деятельности предприятий, модернизацию существующих и создание новых производств.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

2024 ҫулта асӑннӑ ҫул-йӗр енӗпе уйӑракан укҫа-тенкӗ шайне ӳстерме палӑртнӑ, унӑн калӑпӑшӗ 833 миллион тенкӗпе танлашать, тӑлӑх ачасене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме пӗр миллиард та 180 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

На 2024 год запланировано увеличение средств по данному направлению, их объем составит 833 млн. рублей, на обеспечение жильем детей-сирот будет направлено более 1 млрд. 180 млн. рублей.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

АПК предприятийӗсем пулас специалистсене ача садӗнчен тытӑнсах ӳстерме пуҫларӗҫ.

Предприятия АПК начали растить будущих специалистов отрасли с детского сада.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе тӗл пулса калаҫнӑ чухне эпир ҫавнашкал витӗмлӗ пулӑшу вӗсене мӗнлерех кирлине, вӑл ҫапӑҫури хастарлӑха ӳстерме, пурнӑҫ хакне ӑнланма пулӑшнине, эпир пурте пӗрле пулнине, Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пулассине шанса тӑма хавхалантарнине курса ӗненетпӗр.

В разговорах с участниками СВО получаем подтверждение того, как важна действенная поддержка для поднятия боевого духа, понимания ценности жизни, укрепления уверенности в том, что мы вместе и Победа будет за нами.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех