Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳстереҫҫӗ (тĕпĕ: ӳстер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Капӑр ҫӳҫӗсем вӑхӑтсӑр кӑвакараҫҫӗ, хӗрарӑмсем вӗсене тутӑрӗсемпе хуплаҫҫӗ, малаллах ӑнтӑлаҫҫӗ, ачи-пӑчисене ӳстереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӗсем виҫӗ ача пӗрле пӑхса ӳстереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Медсестра - ҫынна юратакан професси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... si-3764775

Вӗсенчен ытларахӑшӗ ятарлӑ професси пӗлӗвӗ паракан колледжсемпе техникумсенче ӑс-хакӑлне ӳстереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи сыввисем элита ҫар чаҫӗсене кайӗҫ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/chi-syivvisem-eli ... kajec.html

Хӗрарӑмсем, темле ухмахла эмансипаци юхӑмне пӗлменскерсем, ҫутҫанталӑк хӑйсене сӗм-авалтан пӳрнӗ ӗҫ-пуҫпа пурӑнаҫҫӗ, пулас ӑрӑва пӑхса ӳстереҫҫӗ, тумтир ҫӗлеҫҫӗ, кил ӑшшине упраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Николайпа Алевтина СЕМЕНОВСЕМ 5 ача ӳстереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Владимир ПУТИН: Нумай ачаллӑ пысӑк ҫемье паянхи обществӑра пурнӑҫ норми пулмалла // Хыпар. http://hypar.ru/cv/news/vladimir-putin-n ... i-pulmalla

Юратура ҫичӗ ача пӑхса ӳстереҫҫӗ: Алина, Дарья, Мария, Софья, Юлия, Петр, Максим.

Воспитывают в любви семерых детей: Алину, Дарью, Марию, Софью, Юлию, Петра, Максима.

Ерастовсен ҫемйин лӑпкӑ гаванӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-02- ... an-3641505

Вӗсем информацие кирлӗ ҫӗре васкавлӑн илсе ҫитермелли, вулакансемпе ҫыхӑну тытмалли майсене ӳстереҫҫӗ.

Это даёт больше возможностей для быстрой передачи информации и улучшает обратную связь с читателями.

Олег Николаев Раҫҫей пичечӗн тата Чӑваш пичечӗн кунӗсен ячӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/01/21/oleg- ... skoj-pecha

Ял хуҫалӑхӗнче банан, какао, мускат мӑйӑрӗ, цитруссем, авокадо, тымар ҫимӗҫсем, сахӑр тростникӗ, куккурус, пахча ҫимӗҫ ӳстереҫҫӗ.

В сельском хозяйстве культивируются бананы, какао, мускатный орех, цитрусовые, авокадо, корнеплоды, сахарный тростник, кукуруза, овощи.

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Вырӑнта усӑ курмашкӑн ҫавӑн пекех ҫӗр улми, купӑста, куккурус, пӑрҫа, тулӑ, урпа, вир, импӗр тата ытти культурӑсем ӳстереҫҫӗ.

Для внутреннего потребления также выращивают картофель, капусту, кукурузу, горох, пшеницу, ячмень, просо, имбирь и другие культуры.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Гималайӑн кӑнтӑр тайлӑмӗсенчи террассӑсенче рис ӳстереҫҫӗ.

На террасах на южных склонах Гималаев выращивают рис.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Вӗсем тема тӗлӗшӗнчен те, формипе те, калӑпӑшӗпе те — пур енчен те уйрӑм тӑраҫҫӗ, пирӗн илемлӗ литературӑн идея шайне ҫӗклеҫҫӗ, формине пуянлатаҫҫӗ, традицийӗсене ӳстереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ял хуҫалӑх никӗсӗ — рис, ҫавӑн пекех тулӑпа кукуруза ӳстереҫҫӗ.

Основа сельского хозяйства — рис, выращивают также пшеницу и кукурузу.

Чхаттисгарх // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A7%D1% ... 1%80%D1%85

Штатӑн тухӑҫ енче рис ӳстереҫҫӗ, тӗп пайӗнче — тулӑ, анӑҫ енче — вир.

На востоке штата выращивают рис, в центральной части — пшеницу, на западе — просо.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Материал ҫемҫе пулнипе унӑн хулӑнӑшне ӳстереҫҫӗ.

Мягкость материала компенсируется его толщиной.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Пӗтӗм шанчӑк ҫӗрулми ҫинче, ӑна харпӑр-хӑй хуҫалӑхӗн ҫумӗнчи 20-30 сотка ҫинче ӳстереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хулара газонсене акса ӳстереҫҫӗ вара, ҫавӑ ку.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӗсем культурӑллӑ паха ӳсентӑрансем лартса ӳстереҫҫӗ: чей, лимон, апельсин, мандарин тата техникӑра кирлӗ ӳсентӑрансем, эмел тунӑ ҫӗре каякан ӳсентӑрансем лартса тӑваҫҫӗ.

Где выращивают ценные культурные растения: чай, лимоны, апельсины, мандарины, разные технические и лекарственные растения.

Кавказӑн Хура тинӗс хӗрринчи хуҫалӑх тата халӑх пурӑнӑҫӗ мӗнле лайӑхланса пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Садсенче час-часах олеандрсем, магнолисем лартса ӳстереҫҫӗ.

В садах часто разводят олеандры, магнолии.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Унта ҫӗрулмипе купӑста ҫеҫ мар, тата ҫӗрҫырли те ӳстереҫҫӗ.

Которая выращивает не только картофель и капусту, но и клубнику.

Тундрӑри ялхуҫалӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

2023 ҫулхи октябрь уйӑхӗнчен пуҫласа ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫар ҫыннисен ӗҫ укҫине ӳстереҫҫӗ.

С октября 2023 года участникам спецоперации повысят зарплату.

Октябрь уйӑхӗнчен ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ӗҫ укҫине ӳстерӗҫ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/%D0%A3%D0%BA%C3% ... er-3488292

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех