Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳсекен (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн биологӗ пултӑр унран, енчен вӑл паркра ӳсекен йывӑҫсене, газонсенчи чечексене кӑна курнӑ пулсан?

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Пӗр вунӑ ҫул каялла пысӑк кермен пек пӳрт лартрӗ, хурӑн ӳсекен сарайӗ ҫинчи улӑмне вистесе хӗҫтимӗрпе витрӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Йывӑҫсен хушшисемпе Ҫавал кукӑрӗ курӑнчӗ, чашкӑрса ӳсекен курӑка тапта-тапта ун хӗрнелле васкарӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Нумай ҫул ӳсекен курӑксене вӑрлӑх валли те ҫитӗнтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх-чӗрлӗх тутӑ пултӑр-и? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10980-vy ... t-pult-r-i

Хӗвел пӑхсанах предприятисенчи нумай ҫул ӳсекен курӑксен уйӗсенче те трактор-комбайн самантлӑха та чарӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх-чӗрлӗх тутӑ пултӑр-и? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10980-vy ... t-pult-r-i

В. Павлов, В. Дмитриева, А.Фадеев, В.Яковлев, А.Аврамов фермерсен хуҫалӑхӗсем те нумай ҫул ӳсекен курӑксене ҫулма тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх-чӗрлӗх тутӑ пултӑр-и? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10980-vy ... t-pult-r-i

Нумай ҫул ӳсекен курӑксен лаптӑкӗ 6931 гектар йышӑнать, ҫак вӑхӑт тӗлне 1030 гектарне ҫулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх-чӗрлӗх тутӑ пултӑр-и? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10980-vy ... t-pult-r-i

Юнашар ӳсекен икӗ йывӑҫа авса, чӗрӗ ҫыннӑн сулахай аллипе урине пӗр йывӑҫ, сылтӑм урипе аллине тепӗр йывӑҫ ҫумне ҫыхнӑ, кайран ҫав авнӑ йывӑҫсене вӗҫертсе янӑ та, ҫын кӗлетки сывлӑшра икӗ пая уйрӑлса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑрманта ӳсекен техӗмлӗ курӑкпа вӗретнӗ чее ӗҫнӗ май сӑмах хутаҫӗ те салтӑнса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун чух вӑрман хӗррипе ӳсекен ҫӗмӗртсем шап-шурӑ ҫеҫке сарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗлле, Турхан енчи вӑрманта хыр йывӑҫӗ ӳсекен делянка парсан, ӑна вӑрманҫӗрсемех касса татса тирпейленӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юланутҫӑ куҫӗ умне кунти курӑка ҫулса типӗтсе, пуҫтарса илсе купаланӑ шӗвӗр пуҫлӑ утӑ капанӗсем, унта-кунта ӳсекен хурӑнсем тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ, анлӑ уйӑн шӑп та лӑп варринче, Сӗре хӗрринче, ем-ешӗл курӑк ӳсекен айлӑмлӑ вырӑн пур.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн сылтӑм ҫыранӗ тӑрӑх, ял хӗрринчен пуҫласа мӗн вӗҫне ҫитиех, тӑват-пилӗк ҫухрӑм та пулӗ, йӑвӑ ӳсекен йӑмрасем акӑш-макӑшшӑн кашласа лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫулсем хӗрринчи, электролинисем ҫывӑхӗнчех ӳсекен йывӑҫсене ӳссе кайиччен кассан аванрах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

Хырлӑхра ӳсекен мӑк кӑмпин, хурӑн е ӑвӑс кӑмписенех йӑли урӑхла: вӗсем шӑтса тухаҫҫӗ те тӳрех ҫӳлелле кармашаҫҫӗ, вӑрӑм авӑрлӑ сунчӑксем пек инҫетренех курӑнса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хырлӑхра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 4–5 с.

Чӑн-чӑн кавир пекех ҫав хыр е чӑрӑш айӗнче ӳсекен мӑк курӑкӗ.

Куҫарса пулӑш

Хырлӑхра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 4–5 с.

Ҫав ӗнтӗ вӑл куршукра ӳсекен чечекӗн…

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Гаврила кӗлет айккинче ӳсекен тӗмӗсем айпе кукленсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аппапа иккӗшӗ мана хӑва хушшинчи ҫерем ҫинче ӳсекен сарӑ чечексене чылай татса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех