Шырав
Шырав ĕçĕ:
Калаҫу пӗлтерӗшлӗ мӗнле ӗҫ пирки пулассипе аптӑраса тата ӗнерхи каҫа-ҫӗре шлюпка ҫинче сивӗре, ҫыранран аякра, кокаинлӑ карапа кӗтсе ирттернӗшӗн, анчах лешӗ паллӑ мар сӑлтавпа килейменшӗн, ҫавӑнпах вара чирленӗшӗн ӳпкелешсе Ботредж Галерана хирӗҫ вырнаҫрӗ.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑрӑмах мар ҫул тӑршшӗпех чӗмсӗррӗн ӳпкелешсе пычӗ; сунарҫӑ ҫырансене, юхан шыва, хӗвеле, шыв хӗрринче тӑракан тӗпӗклӗ чарлана, юхса пыракан йывӑҫа, йыттине тата таврара хӑй мӗн курнине пурне те кӳлешсе мӑкӑртатрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Унтан… эсӗ тата ман пирки ӳпкелешсе ҫӳретӗн; ку пачах та япӑх.Потом… ты еще ходишь жаловаться на меня; это совсем скверно.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
— Вӑл сирӗн пирки ӳпкелешсе калаҫрӗ, эсир ӑна…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Темле-ҫке Телегин пирки сӑмах хускалчӗ те, вӑл ҫав тери пӑшӑрханса, ӳпкелешсе калаҫрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫавӑнпа хӑшпӗр боецсем тарӑхлӑн ӳпкелешсе илеҫҫӗ: «командарма ӑна — приказсем пама лайӑх-ҫке: лар та тура лашу ҫине, чуну ӑҫталла туртать — вӗҫтер кӑна ҫавӑнталла!Бойцы ворчали: «Хорошо приказывать командарму: сел на гнедого коня и поехал, куда душа велит!
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Заводсенче унта та кунта ӳпкелешсе калаҫнисем пулаҫҫӗ, пӑшӑлтисем тупӑнаҫҫӗ; пӗрне тупан, ун вырӑнче — иккӗн.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫакнашкал ӑш тӑвӑнса вӑрканӑ самантра Зиновьев вара Иисус та, вӑл историре пулнах пулсан, евангелисен айван та ченчешке туйӑмлӑ авторӗсем ҫырса кӑтартнӑ пек, ӳпкелешсе макӑрманни, хӑйне тытнӑ вӑхӑтра хаваслӑ курӑнма тӑрӑшни, шӳтлекелесе кулни ҫинчен шухӑшламасӑр пултараймарӗ.
3 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вырӑс ҫарӗ ӗҫсӗр тӑни патшапа Российӑна кӳрентерет тесе ӳпкелешсе тарӑхтарсан, вӑл хыттӑн тата юлашки хут ҫапла каланӑ: — Российӑна лӑплантарассишӗн мар, ӑна ҫӑлассишӗн тӑрӑшмалла, — тенӗ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
А капла… вӑл ӑна акӑш-макӑш хӑруш сӑнлӑн куҫне курӑнмасӑр пӗр каҫ та ирттермӗ, хӑй ун пирки вилнишӗн ӳпкелешсе чунне витерӗ, тискер тӗлӗксем кӑтартса сехӗрлентерӗ, ялан ҫулне-йӗрне пулӗ, шухӑшӗсене арпаштарӗ, савӑнӑҫ куркине наркӑмӑшлӗ…
IX // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Ну, юрӗ-ҫке! — тенӗ Курганов ӳпкелешсе; аллине вӗҫернӗ те тата сӑмах хушнӑ:Ну, бог с тобой! упрекнул Курганов и, выпуская из своей руки ее руку, добавил:
V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Ӑҫта кӗнӗ вара эсир! — тенӗ Феня, вӑтанарах ӳпкелешсе, ҫурта тытса кӑкшӑм илсе килсен.
V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Хӑш чух вӑл манпа ӳпкелешсе калаҫатчӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пурте ӳпкелешсе илчӗҫ:
XXIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Лешӗ ӳпкелешсе пуҫне сулкаласа илчӗ:
XXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ирина Козуба ҫине ӳпкелешсе пӑхса илчӗ.
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Тупнӑ вырӑн! — ӳпкелешсе пуҫне сулнӑ сахӑр хуҫи, икӗ салтакпа пӗрле площадь урлӑ утса пыракан техник ҫине пӑхса; техник хӑюллӑн, ҫар ҫынни евӗрлех, хӑйӗн кӑкӑрне каҫӑртса пынӑ, анчах урисем унӑн ҫирӗппӗнех пусман.
XLIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Паллах, кашниех пӗчченшер камерӑна кӑмӑл тӑвать — унта пурӗ те икӗ ҫынна ҫеҫ вырнаҫтаратпӑр, пурте пӗрле пурӑнакан камерӑсенче вара, ӳпкелешсе каланӑ пек ан пултӑр, ҫынсем — пичкери пулӑсем пекех.
XXX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫав вӑхӑтрах ун шанчӑклӑ юлташӗ пуҫ вӗҫӗнче вӑрҫса, ятлаҫса, вӗҫӗмсӗр ӳпкелешсе тӑчӗ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Эп мӗн калатӑп-и? калатӑп: кун пек ывӑл ҫуратакан ашшӗ телейлӗ; ӳпкелешсе калани ытлашши ӑслӑ сӑмахах мар-ха вӑл, ӑслӑ сӑмах ҫакӑ пулса тӑрать: сӑмах, инкек курнӑ ҫынтан кулмасӑр, ун кӑмӑлне ҫӗклеме пултартӑр, шыв ӗҫсе сывлӑш ҫавӑрнӑ урхамаха шпорсем вӑйлӑн хускатса янӑ пек вӑй-хӑват патӑр.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.