Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах дикарьсем хӑйсене тыткалама пӗлнӗ, вӗсем ҫинче ӳпкев пулман, ҫапла майпа Марионӑн вӗсем ҫине шанмасӑр тӑрасса пӗтнӗ, унӑн офицерӗсенчен чи асӑрхавлӑраххисем те дикарьсене ӗненнӗ, вара матроссене вӑл ҫыран ҫине хӗҫпӑшалсӑр кайма та ирӗк панӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ун тутисем сасӑ кӑлармасӑр сиккелерӗҫ, пысӑк хура куҫӗсенче чӗмсӗр ӳпкев курӑнчӗ.Губы ее беззвучно шевелились, в темных больших глазах стыл немой укор.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ӗмӗрӗпех ӳпкев те кӳрентерекен сӑмахсем илтме-и?
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ку вара йывӑр ӳпкев.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ӳпкев, ывӑнни, тарӑху пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса капланчӗҫ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Выҫӑпа аптранӑ кӑвакарчӑн ушкӑнӗ пек, вӗсем урамсене кӗпӗрленсе тулаҫҫӗ, ҫурҫӗр иртсен пӗр сехетре-и, иккӗре-и, е тата каярахпа та — вӗсем, чухӑн пурнӑҫӑн мӗскӗн тӗпренчӗкӗсем, ҫаплах пылчӑкра чакаланаҫҫӗ-ха вӗсем — Сарӑ Шуйттанӑн пуян чурисен ҫӑткӑнлӑхне ӳпкев кӳрекен чӗрӗ чунсем.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ман пирки шутласшӑн та мар эсӗ! — Олеҫҫӑна хирӗҫ хамра йӳҫӗ, чирлӗ, ырӑ мар ӳпкев хускалнине туйса, хыттӑнах каласа хутӑм эпӗ.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Манра сасартӑк Олеҫҫӑна, вӑл ӗлӑкрех хампа сиввӗн пулнӑшӑн, ӳпкев сӑмахӗ калас кӑмӑл чӑтмалла мар вӑйлӑ йӑтӑнса ҫӗкленчӗ.Во мне вдруг поднялось неудержимое желание упрекнуть Олесю за ее прежнюю суровость.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Каҫару ыйтас вырӑнне — ӳпкев
«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
15. Ҫырура: «паян, Унӑн сассине илтсессӗн, чӗрӗре ӳпкев кунӗнчи пек ан хаярлатӑр» тенӗ.
Евр 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7-9. Таса Сывлӑш ҫавӑн ҫинчен калать те: «паян, Унӑн сассине илтсессӗн, чӗрӗре ӳпкев кунӗнчи пек ан хаярлатӑр — аҫӑрсем Ман ӗҫӗмсене хӗрӗх ҫул курчӗҫ пулин те, Мана пушхирте сӑнарӗҫ, Мана хирӗҫ тӑчӗҫ. 10. Ҫавӑнпа ҫав йӑха ҫиллентӗм те каларӑм: «вӗсем ялан аташаҫҫӗ, вӗсем Манӑн ҫулсене пӗлмерӗҫ» терӗм; 11. ҫавӑнпа ҫиллӗмпе тупа турӑм: «вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ» терӗм» тет.
Евр 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӑлкуҫӗнчен шыв тапса тӑнӑ пек, ҫак хуларан усал ӗҫ палкаса тухать: унта пусмӑрпа вӑрӑ-хурах сасси илтӗнсе тӑрать, Ман куҫӑм умӗнче яланах ӳпкев те суран.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӑл ӗмӗрлӗх канӑҫа кӗричченех хӑй ҫинчен Ҫӳлхуҫа умӗнче, Унӑн ҫу сӗрнӗ ҫынни умӗнче кӳнтелеме ыйтнӑ: «мана хирӗҫ кам кӳнтелетӗр — эпӗ никамран та пурлӑх илмен, ура сырри те пулин илмен» тенӗ, ӑна никамран та ӳпкев тивмен.
Сир 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӑна пӑхмасӑр пӗр ӳпкев сӑмахӗ те илтӗнмерӗ Розӑн калаҫӑвӗнче, апла тӑк хӑйӗн специальноҫне вӑл чӑн та чунтанах килӗштерет.
Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
— Пӗтӗм тӗллеве те шухӑшӗ — доллар ҫинче ҫеҫ текен нацирен тухнӑ ҫынтан ҫавӑн пек ӳпкев кӗтетӗр-и эсир?
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Верочка, тусӑм, эсӗ мана ӳпкелерӗн, — унӑн сасси пурнӑҫра иккӗмӗш хут тата юлашки хут чӗтрерӗ; малтан унӑн сасси хӑй тавҫӑрса илтӗм тесе шухӑшласа иккӗленнӗ чухне чӗтрерӗ, халӗ вӑл савӑннипе чӗтрерӗ, — эсӗ мана ӳпкелерӗн, анчах ҫак ӳпкев мана юратса каланӑ пур сӑмахран та хаклӑрах.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.