Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкӗнет (тĕпĕ: ӳкӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑванӗсем каласа панӑ тӑрӑх, арӑмӗ пӑрахса кайнине пула вӑл, упӑшки, ҫав тери асапланать, арӑмне чи таса туйӑмпа юратать, тупса каялла тавӑрасшӑн ӑвӑнать, вырнаҫусӑр, илӗм-тилӗм персе янӑ, латсӑр, кӑмӑла хӑвармалла сӑмахшӑн касӑлсах ӳкӗнет.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Пӗркунне темле килӗшӳсӗр ӗҫ тунӑ вара вӑл, ун ҫинчен каласа памарӗ те, анчах питӗ ӳкӗнет, каҫару ыйтма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл террорла идеологине сарнӑшӑн явап тытать, ырӑ мар ӗҫ тунӑшӑн питӗ ӳкӗнет.

Куҫарса пулӑш

Террора хирӗҫ пӗрле! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11392-te ... ir-c-p-rle

Ҫав самантра хӑй тивӗҫлӗ а…и пулайманшӑн ӳкӗнет.

В то же время казнится, что не смог тогда исполнить свой долг как ази (самец).

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑна качча илменшӗн ӳкӗнет вӑл, уншӑн хуҫӑлса Уккаран каҫару ыйтать.

и сокрушаться, отчего не женился на Укке, будет просить у нее за это прощенья.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ватти ӑна кин туманнишӗн ӳкӗнет.

Старики даже жалеют, что не она стала их снохой.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Микулай ҫаплах хӗр пек ҫӳрекен Уккана качча илменшӗн ӳкӗнет те вӗт, халь тин мӗн тӑвайӑн ӗнтӗ?

Мигулай глубоко раскаивался, что не женился на Укке, которая и сегодня выглядела девушкой. Но что теперь поделаешь?

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӑварӗнчи какай турамне кӑларса ӳкернӗ те Укка — ӳкӗнет халь?

Или она жалела, что не удержала во рту сладкий кусок?

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫунать Ваҫук, хӗрхенет, савӑнать, хурланать, ӳкӗнет, тарӑхать.

И казнился Вазюк, что ничем не может им помочь.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӳкӗнет кайран.

Терзается за свою неуклюжесть.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл ларнӑ та ӳкӗнет; вӑл хӑйӗнпе хӑй кӑмӑлсӑр пулнӑ самантсенче мӗн пур тӗслӗх сӑнланса тухрӗ, вӗсем кӑвакартнӑ ӳт пек сураҫҫӗ.

Она сидела и каялась; все случаи, когда она была недовольна собой, — обозначались и ныли, как синяки.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫапла пулса иртрӗ, пурте ҫак килӗшӳ патне пырса тухрӗҫ: хаклӑ тиеве ҫӑлассишӗн хыттӑн пеме пуҫларӗҫ, тата, паллах, ку кӗтмен ҫӗртен пуҫланчӗ, ҫавӑнпа хӑшӗ-пӗри ӳкӗнет те ахӑр, ара, чӗрӗ юлакансен пенӗшӗн ҫав тери хаклӑ тӳлеме тивет.

Так случилось, таково было согласное настроение всех, что началась усердная пальба ради спасения ценного груза и еще более от внезапности всего дела, хотя, может быть, уже некоторые раскаивались, зная, как дорого поплатятся за стрельбу оставшиеся в живых.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Давенант кунта килнӗшӗн кӑштах ӳкӗнет.

Давенант раскаялся, что зашел сюда.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл та чарӑнчӗ, анчах тепӗр минутранах унӑн кастине тивӗҫлӗ хавхаланупа шухӑша кайрӗ: Роэнк ӳкӗнет, халӗ, ав, кӳрентернӗ ҫынна лайӑх тӗллевсемпе кӗтсе тӑрать.

Он замялся, но через минуту, с оптимизмом, свойственным его касте, решил, что Роэнк раскаялся и поджидает обиженного им человека с очень хорошими намерениями.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Халӗ Нок адреса вуланӑшӑн ӳкӗнет, анчах ӑна аса илмешкӗн хӑтланса пӑхрӗ те — ҫӑмӑллӑн чӗркеленӗ икӗ йӗркене ӑсӗ ҫӗнӗрен курма пачах мехел ҫитерейменнине ӑнланчӗ.

Теперь Нок жалел, что прочитал адрес, но, попытавшись вспомнить его, убедился в полной неспособности памяти воспроизвести пару легко начертанных строк.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫавӑнтанпа хӑйне ятлать, кӑшлать, ҫиет, ҫав вӑхӑтрах ӳкӗнет, ӳпкелешет Сӑпани.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— «Лешӗ вӑл — ӳкӗнет… ӑнланаймӑн ӑна — те ахаль хӑтланать, те чӑн-чӑнах чӗри ыратать…»

«А та — кается… не поймешь у ней — нарочно она или в самом деле у нее сердце болит…»

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл хӑех ӳкӗнет.

Ведь он сам раскаивается.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл пӗрле сахал пурӑннишӗн ӳкӗнет, мӑшӑрланни темиҫе уйӑх иртсен, эпӗ Гоча вӑрман ӗҫлеме кайнӑшӑн мана ӳпкелет.

Она жалуется на то, что они так мало прожили вместе, и упрекает его потому, что через несколько месяцев после свадьбы он ушел на заработки на Гоч.

5 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ӳкӗнет ун пирки.

И жалеет об этом.

47 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех