Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкрӗҫ (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗскӗн ҫын куҫҫулӗ пек ҫӗр ҫине ҫумӑр пӗрчисем пӗрре-иккӗ каплатса ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хресченсем патька-патшана курсанах ҫӗре ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑрӑк йывӑҫсем ҫил авнине чӑтаймасӑр хуҫӑла-хуҫӑла ӳкрӗҫ иккен.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темиҫе салтак пӗтӗрӗнсе ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗтре-чӗтре Пӑкачава уринчен чуптума хӑтланакан Ахпӑлатпа пуп ҫине ҫавӑнтах урса кайнӑ ҫынсем сиксе ӳкрӗҫ

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнтах икӗ ӑмӑрткайӑкӗ те, тӗкӗсене тӑка-тӑка, пӗр ҫӑмха пулнӑн, ҫӗрелле, аякра курӑнакан ката еннелле ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӳкрӗҫ, ахлата-ахлата хӑйсемшӗн амаҫури пулса тӑнӑ тӑван ҫӗр ҫине ӳкрӗҫ Аванкай йӗкӗчӗсӗм…

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Арманҫӑ ҫухалнӑшӑн ҫапла пӑлханса ӳкрӗҫ пулать-и?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗрӗпе куҫ хупман Хастарлӑ яш утаман: Каннӑ-канман парумпа Каҫса ӳкрӗҫ Йӑлӑма, Ирхи апат тутанма Ҫитрӗҫ харӑс Хусана.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Уйсенче ырашсем ҫатраланса ӳкрӗҫ, Тикӗс шӑтнӑ ҫуртри хуралса пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кирукпа Федя Санюка ҫӗклесе ывӑнчӗҫ, аран-аран лав патне ҫитсе ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Каллех поселок ҫине снарядсем киле-киле ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӗрхӳ, анчах ӗмӗрлӗхех асра юлакан тӳрӗ пурнӑҫ маякӗ пулса ӳкрӗҫ пирӗн чун-чӗрене аттен ҫак сулмаклӑ, сӑваплӑ, ырӑ сунӑмлӑ сӑмахӗсем.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Иккӗмӗш хут ҫыртса илнӗ чух кукӑлӗн ӑшӗнчи икӗ ҫӗрӗк ҫӑмарта татки, фасоль тӗшши евӗрлӗскерсем, урайне пӑтӑл-пӑтӑл тӑкӑнса ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Анчах шофер кабининчи тӗкӗр витӗр малалла куҫ илмесӗр тинкернисем, куҫӗсене сиксе тухаслах чарса пӑрахса, ҫуйлансах ӳкрӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пурис, ашшӗ еннелле куҫне ывӑтса илсе: «Аннерен те…» — теме ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, шуйттансем ӑна тамӑк ҫӗрӗ ҫине валт кӑна талкӑштарса кӗртсе ячӗҫ: ун куҫӗ умне тӳрех «этем юнӗ» тесе ҫырнӑ темиҫе кӗмсӗркке катка, армак-чармак йывӑҫсем, вӗсемпе юнашарах кӑнттам, катмар пуртӑсен, сенӗксен, хӗҫсен, сӑнчӑрсен куписем ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ревлен ашшӗпе амӑшӗ те ҫак хӑрушӑ инкеке пула сӑнран ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ой, чӑнах та, ларӑр, Ревлен Петрович, ак кунта ларӑр, — хыпаланса ӳкрӗҫ хӗрсем.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ой, мӗнле килме пӗлтӗр, иртӗр малалла, — хавхаланса ӳкрӗҫ хӗрачасем.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Икӗ палач Горовиц ҫине сиксе ӳкрӗҫ те ӑна урайне тӗртсе йӑвантарчӗҫ, аллисене чӗркуҫҫи айӗнчен ҫирӗп чикрӗҫ.

Двое бросились на Горовица, повалили его на пол, заставили обхватить руками колени.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех