Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкрӗ (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул урлӑ каҫнӑ чух тем пулчӗ, тимлӗхе ҫухатнӑ Кешӑн урисем ҫыхланчӗҫ те, ҫамрӑк ҫын бордюр ҫине пичӗпе шаплатса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Тинех киле ҫитсе ӳкрӗ иккен вӑл паян.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Хаяр арҫын хӑйне тем тӑвассинчен хӑраса мар, амӑшӗ сутма парса янӑ панулмисене сая янӑшӑн пӑшӑрханса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ҫитменнине тата, юр чӗтреннине пула краҫҫын лампи урайне ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Йывӑр ӗҫпех пуль Хреҫҫин ултӑ ҫулта виҫӗ хырӑм ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫак самантпа усӑ курса Ҫеркуш роти, «тӑшмансем» сисмелле мар пӑр урлӑ ӑнӑҫлӑ каҫса, тӑшман тылне — Арҫут пахчине ҫитсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Лена малтанласа хӑраса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Хӗр, васкаса, шуса та ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Тепӗр «алӑсем» ҫывӑхри пушӑ контейнера каялла клеткӑна пуҫтарчӗҫ те лешӗ кӗскен шӑхӑрса аялалла «ӳкрӗ».

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Стройкӑра вӑтӑр ҫула яхӑн ӗҫлесе пенсие тухма хатӗрленекен Ванифатий Ванифатьевич инженер ҫак кунсенче чирлесе ӳкрӗ, сипленмешкӗн ӑна больницӑна леҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӑткӑн шоферӑн пуҫӗнчен «Жигули» шухӑшӗ пачах тухса ӳкрӗ вара.

Куҫарса пулӑш

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Кӗтерук та йӑлтах аптраса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.

Пӗрре ҫапла ӑнсӑртран, Халӑх куҫлӑ пулнӑран, Куҫма Куҫмич капкӑна Кӗрсе ӳкрӗ кап! кӑна.

Куҫарса пулӑш

Ҫитет! // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 23 с.

Унччен те пулмарӗ, ҫӗре ҫат! ӳкрӗ темӗскер.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Мирун, аран сывлаканскер, пушшех аптӑраса ӳкрӗ, хӑй айӑпсӑр иккенне ӑнлантарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Вӑл хуларан таврӑнсанах вӗриленсе ӳкрӗ, тухтӑра та киле чӗнме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

— Вӑт ҫапла ҫав вӗсем, — ҫакна курса пӗчӗк ачаллах хӗпӗртесе ӳкрӗ Хӗлимун, — ҫапла пӑсса яраҫҫӗ ман кӑмӑла.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Иван Капитонович чирлесе ӳкрӗ, халӗ те больницӑрах-ха.

Куҫарса пулӑш

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑна майӗпен авса хуҫрӗ те, чалӑшшӑн пӑрӑнса, трактор каллех кивӗ йӗр ҫине ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Пулӑшмалла ӑна, тен, тракторисчӗ тӗтӗмпе чыхӑннӑ, — хыпӑнса ӳкрӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех