Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкни (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахаль те ҫул ҫитнӗ ҫынна куҫ ӳкни, ылхан витни иртсе каймасть теҫҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫул ҫитнӗ ҫынна куҫ ӳкни, ылхан витни Чӑвашра сахал пулкалать.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрчийӗсем чӑр-чар туни Юн тумламӗн туйӑнать, Атӑл ҫине сӗнӗ ӳкни Вут-кӑвар пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Левенчук шикленсе ӳкни паллӑ: пичӗ шурнӑ, кӑвак куҫӗсем чарӑлса кайнӑ, кӑвакарнӑ тути чӗтрет.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Кирук вӗсене тӑнӑҫ пурӑннӑ чух ниепле те сиен тӑвас ҫук, халӗ шӑллӗ аптраса ӳкни ӑна кӑвакалсене пеме хистерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫул аяккисемпе ҫеҫ курӑк парка ҫӗкленнӗ, анчах кунта та, шел, хӗвӗшсе ӳкни те, тахӑш чул чӗрелли лӑчӑрт-лачӑрт таптанӑ, лӳчӗркенӗ тӗлсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Чирлӗ ҫын тухтӑра хӑй хӑҫан тата мӗнле аптӑраса ӳкни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Амӑшӗ йывӑр чирлесе ӳкни ача ҫинче туйӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Наҫтук аппа тӗрӗсене пуҫтарса хума ӗлкӗрчӗ кӑна, ҫенӗк алӑкӗ чӗриклетрӗ, унтан пушӑ витре чӑнкӑртатса ӳкни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑнисем хӑраса ӳкни Михха кӑмӑлне рехетлентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кашни ҫулах камӑн та пулин хӑййи маларах ҫунса пӗтнӗ, пуслӑхӗ хӗвеланӑҫ еннелле ӳкни те пулман мар.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ ҫеҫ ясарланса выртакан хӗрарӑм пӗр самантрах хӑраса ӳкни, улшӑнса кайни Якура каллех тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хальхи вӑхӑтра паникӑна кӗрсе ӳкни вырӑнсӑр.

Куҫарса пулӑш

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Вӑл сехӗрленсе ӳкни тӗле килчӗ, картишне тухсан турхан тӑванӗ Иливанпа тепӗр тарҫӑ ҫине пӳрнепе тӗллесе кӑтартса «эсӗ юлатӑн», «эсӗ юлатӑн» тесе пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хаяр ӳкни те пур санӑн, — мӑкӑртатрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрҫӑ, акнӑ тырӑ пӗтни, вут-кӑвар, выльӑх ӳкни, ҫын вилни — уншӑн пысӑк инкек, килте шӑкӑр-макӑр ҫӗмрӗлни, япала ҫухални, ача-пӑча асӑрхамасӑр аллине ҫурлапа е ҫӗҫӗпе касни, кӗреҫе-сенӗк аври хуҫӑлни — пӗчӗк инкек.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫырма урлӑ ӳкни ҫулҫӑ сараймарӗ, хӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Бориспа Ҫтаппан хӑраса ӳкни паллах, Маюка ҫеҫ шел.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Симӗс ҫулҫӑ витӗр хӗвел ҫути ӳкни, тӗм айӗнчи ҫеҫпӗл чӑлт-чӑлт! пӑхса ларни, лӗпӗшсем вӗҫни — пурте пире савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӑл патӗнче тӑват-пилӗк хӗрарӑм шакӑлтатса тараҫҫӗ: пуп сасартӑк чирлесе ӳкни ҫинчен калаҫаҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех