Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкерчӗ (тĕпĕ: ӳкер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна ман куҫ умӗнчех «мессер» ҫапса ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Чи ҫемҫе тӗле ӳкерчӗ вӑл ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Курак матки талт-талт пусса тула тухрӗ, алӑка юриех хыттӑн хупса хӑварчӗ, питӗркӗҫне шӑлтӑр-шалтӑр тутарса ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Акӑ, паян, комодри кӗпесене кӑларса пӑхнӑ чухне, Васса ҫав ҫыхха урайне ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Якур тинех Петьӑна хӑваласа ҫитрӗ, ҫул хӗррине тӑсса ӳкерчӗ, пусса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑраса ӳкнипе хӗвне чикнӗ вӗрене юр ӑшне кӑларса ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫавӑн пек лару-тӑрура Мӗтри вӑрманта ӑнсӑртран пӗр хир сысни персе ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ҫаврӑнкаласа илчӗ те шурӑ ҫухаллӑ сарӑ кӗрӗкне каллех ҫӗре ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Крыльца ҫине хӑпарса тӑр, эпӗ халех тухатӑп, — костылӗсене шакӑртаттарчӗ, салтак кружкипе кашӑка ҫӗре чӑнкӑр-чӑнкӑр ӳкерчӗ тӗлӗнсе кайнӑ, савӑнса кайнӑ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Мунча умӗнче Тимуш кӳлленчӗке кӗрсе кайса пушмакне вараларӗ, кӗлет умӗнче вӑл тусанлӑ хӑмана ҫурӑмӗпе тӗртсе ӳкерчӗ, лупасайӗнче ун ҫине шӑши каснӑ кивӗ улӑм юхса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унтан Володя патне хӑпарса кайрӗ, сылтӑм аллипе темле тытӑнкаласа тӑрса, ун пичӗ тӗлнех тайӑлчӗ, каллех ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Папа анасласа кайнӑ вӗренекенсене ӳкерчӗ.

Папа фотографировал зазевавшихся учеников.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Анчах та Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ хыҫҫӑн тепӗр эрнерен хӑрушӑ хыпар ҫитсе мана ураран ӳкерчӗ: «Мӑшӑру вӑрҫӑра пуҫне хунӑ».

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Кун хыҫҫӑн Елюк кинолентӑна аппарата вырнаҫтарса лартрӗ, ҫутине экран ҫине ӳкерчӗ — картина пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ҫавӑнтах вара ӑна пӗр салтак, Савантере пулӑшма чупса пынӑскер, хӗҫӗпе пилӗкӗнчен ҫапса ҫӗре ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗтмен ҫӗртен сулахайран ун ҫине ҫӳллӗ те ырханкка арҫын ҫӳлевӗҫ пек сиксе ӳкрӗ те ваштах ҫӗре пусса ӳкерчӗ, тискер кайӑк пек йынӑша-йынӑша мӑйӗнчен пӑва пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ҫав вӑхӑтра лешӗ тем кӑшкӑрса ячӗ те ӑна хӑй ҫине туртса ӳкерчӗ, тата хытӑрах пӑвса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакна илтни Савантере пушшех те хӑратса ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйне курайман ҫынсем ҫывӑхра пулни ӑна калама ҫук аптратса ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл Эмирпе уйрӑмах туслӑччӗ, ҫавӑнпа уншӑн питӗ тӑрӑшрӗ: юпа ҫине чи малтан арҫын сӑнӗ касса кӑларчӗ, унтан ҫӳлерех вара ырӑ ӗҫшӗн, этем телейӗшӗн кӗрешсе пуҫ хунӑ паттӑр паллине — ӑмӑрткайӑка — ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех