Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: вӑл виле шӑтӑкне ӑсаннӑ кун Эпӗ ӑна асӑнса хӳхлерӗм, унӑн ячӗпе тӗпсӗр шыва хупласа лартрӑм, унӑн ҫырмисене юхма чартӑм, пысӑк шывсене чарса лартрӑм, унӑн ячӗпе Ливана хуйха ӳкертӗм, хирти пур йывӑҫ та уншӑн хурланчӗ.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсӗ — Манӑн ҫапкӑч, ҫар кӑралӗ; Эпӗ санпала халӑхсене ҫӗнтертӗм, санпала патшалӑхсене пӗтертӗм; 21. санпала утне те, юланутҫине те ҫапса ӳкертӗм, санпала ҫар урапине те, унӑн лавҫине те ҫапса ӳкертӗм; 22. санпала упӑшкипе арӑмне те ҫапса ӳкертӗм, санпала ваттипе ҫамрӑккине те ҫапса ӳкертӗм, санпала каччӑпа хӗре те ҫапса ӳкертӗм; 23. санпала кӗтӳҫӗпе унӑн кӗтӗвне те ҫапса ӳкертӗм, санпала ҫӗр ӗҫлекенпе унӑн ӗҫ выльӑхне те ҫапса ӳкертӗм, санпала ҫӗр пуҫлӑхӗсене те, хула пуҫлӑхӗсене те ҫапса ӳкертӗм.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пур халӑхсем те ҫавӑрса илчӗҫ мана, эпӗ вара вӗсене Ҫӳлхуҫа ячӗпе ӳкертӗм; 11. хупӑрласа илчӗҫ мана, ҫапла, хупӑрласа илчӗҫ мана, эпӗ вара вӗсене Ҫӳлхуҫа ячӗпе ӳкертӗм; 12. пыл хурчӗ [караса] сырӑннӑ пек сырса илчӗҫ мана, хӑйсем хӑвӑрт ҫунакан кӳкен пек сӳнсе ларчӗҫ: эпӗ вӗсене Ҫӳлхуҫа ячӗпе ӳкертӗм.
Пс 117 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Украинӑран илсе килнӗ вышкӑн ҫыхма хӑпармалли пайне хут ҫине ӳкертӗм, сварщикпа иксӗмӗр ӑна тимӗр тӑрӑхӗсенчен майлаштартӑмӑр.
Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№