Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкекен (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ӑҫта эпӗ?» — тути ҫине ӳкекен юр пӗрчисене ҫуласа пуҫне вӑйсӑррӑн ҫӗклерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хулпуҫҫийӗ ҫине усӑннӑ хӗрлӗрех хӑмӑр ҫӳҫӗ чӳречерен ӳкекен хӗвел ҫутинче тапхӑр-тапхӑр ҫулӑм пекех хӗмленсе илет.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

«Ҫырманалла тайӑлса ӳкекен ватӑ йывӑҫ асамҫӑ пекех маншӑн, — терӗ хӗр-полковник.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каҫ тӑршшӗ вӑрӑмланчӗ, ир енне сивӗ сывлӑм ӳкекен пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Унӑн пичӗ тӑрӑх краҫҫын ламппинчен ӳкекен ҫутӑ шуҫа иртрӗ.

На его лице играли свет и тени от коптилки.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ак ҫак тирекӗнни чухлӗ те ҫук-ҫке этем ӗмӗрӗ, — терӗ Кӗҫтук, чӳречерен ӳкекен ҫутӑра сарӑлса ларакан ҫамрӑк йывӑҫ ҫинелле пуҫӗпе сӗлтсе.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӗсем ытларах хӗвел ӳкекен енче.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Халь-халь пӗр ачи е ушкӑнпех ӳкекен йывӑҫ айне пулса вилессӗн туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫумӑр ҫаплах ҫӑвать, алӑк урлашки ҫине ӳкекен тумла, сирпӗнсе, Василий Викторович пирусӗ ҫине ӳкет.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ӳкекен кӗлтесене ҫавӑнтах сарӑм сарса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унта тӑракан ҫынсем ҫакна тӳсеймесӗр, хӑйсем тӑрӑх шыв яраҫҫӗ, пӳрт тӑрринчен хыпаланса анса пушӑ витрисене тултараҫҫӗ, килсе ӳкекен вут пуҫҫисене сапа-сапа сӳнтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳрт чӳречисенчен урама ӳкекен электричество ҫутисем, ҫывӑрма кайнӑ пек, пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫухалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Борис сасартӑк хӑраса ӳкекен этем-мӗн.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Йӑмрасем енне ӳкекен хӗвел ҫути халӗ хӗрлӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӗрӗкрех пӗренесене вутӑлӑх уйӑрнӑ, вӗсене татса, ҫурса хӗвел ӳкекен ҫӗре купаласа хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӳрт ӑш-чиккине кӑмакаран ӳкекен ҫутӑ ҫеҫ ҫутатать, ҫитменне ҫыннисем пурте тум-тирпе те, ӑнланма ҫук — те ытларахӑшӗ арҫын, те хӗрарӑм.

Кого было больше — мужчин или женщин — не понять.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫуртине сӳнтернӗ те тултан ӳкекен вӑйсӑр ҫутӑра аллисене тӑраткаласа выртать.

Погасил свечу и теперь лежал, разведя руки в разные стороны.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хупах чӳречинчен ӳкекен тӗксӗм ҫутӑра вӗсем ҫине паҫӑр трактирте укҫа пырса илнӗ ҫинҫе пилӗкле хӗр куҫне-пуҫне чармакласа пӑхса тӑрать иккен.

В тусклом свете, падавшем из прокопченных окон кабака, друзья увидели девушку. Это была большеглазая красавица из трактира.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫур сехетрен хуп ӑшӗнчен Лӗхтинккан хура пуҫӗ, унтан аттисем курӑнаҫҫӗ, Малтанах кашни ҫапмассерен сике-сике ӳкекен хуп лӑпӑшах пушанса каять.

Через полчаса расправы с одного конца из лубка показалась черная голова Лехтинки, с другого — сапоги.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ивук атти пуҫӗ патӗнче, алӑкран ӳкекен тӑваткӑл хӗвел лаптӑкӗ хӗрринче, паҫӑртанпах ӗнтӗ пӗчӗк хура кӑткӑ упаленет.

Он внимательно наблюдает за муравьем, который копошится в солнечном пятачке возле начищенного сапога Ивука.

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех