Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӳпкелешет (тĕпĕ: ӳпкелеш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эсӗ Лида мӗнле ӳснине те, вӑл мӗнле утма тытӑннине те, вӑл сана «атте» тесе чӗнме пуҫланине те сисмесӗрех юлтӑн вӗт», — тесе ӳпкелешет арӑм…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ӳпкелешет.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сакӑр ҫул вӗренмелли шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн педучилищӗне вӗренме кӗнӗшӗн ӳпкелешет.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавна май вӑл ҫуралнӑ вырӑна таврӑнма шут тытнӑшӑн та ӳпкелешет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӗрӗсех ӳпкелешет пуль Анфиса Ксенофонтовна.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Глафира Аркаша кӳреннипе кӑна ӳпкелешет — ӑна вӑл юратать, юратать, юратать», — пуҫа пӗрмай ҫав шухӑш пӑраларӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ма илсе тухрӑм-ши сана, Гена? — ӳпкелешет хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӗри чей стаканне икӗ аллипех ҫавӑрса тытнӑ мучи Хусахмата усӑсӑр утнишӗн кулянать, ҫанталӑк сивӗ пулнишӗн ӳпкелешет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫавал ҫинчи ҫарана Кама усси пуҫтарни» — Ҫапла сӗтел умӗнче Ӳпкелешет Унерпи, Унӑн йӑваш куҫӗнче Тек шывланать куҫ харши.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ара пухӑ варринчех Намӑс курӑн чиперех» — Ӳпкелешет Силемпи Урха хӗрне Чӗкеҫе, Хӑй систерчӗ пӳрнипе Ҫиментее-кӗслеҫе.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сӗтел хушшинче сӑмах ваклакаласа хӑналаннӑ май, инке, ҫӗрулми паранки пек куҫне тӗксӗм ҫуткам ҫаптарса, куҫ харшине пӗркелесе, ӳкӗнӗҫлӗн ӳпкелешет:

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Юратмастӑн эс мана, — ӳпкелешет Юрка.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Уккан Микулай еннелле пӑхмалли урӑх сӑлтавсем те пур: Михапар арҫын ҫырлахтарсах ҫитереймест ӑна; ҫитменне Михапар кӗске турталлӑ ҫын, ним ҫук ҫӗртенех «нимӗр юрма» ӑста; Уккана пӗрмай хӗрача ҫуратан тесе ӳпкелешет

У Укки есть свои причины оглядываться на Мигулая: Михабар не удовлетворяет ее как мужчина, к тому же он очень вспыльчив, ни с того ни с сего может сорваться и постоянно укоряет Укку, что та рожает одних девчонок…

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗншӗн ӳпкелешет вӑл?

А почему он всем недоволен?

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Те ӑна вӑл арӑмӗ пирки калать, те старике ӳпкелешет — Ухтиван ӑнланмасть.

То ли он говорил о жене, то ли о суровом старике — Ухтиван не понял.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Сана Нилов нумайранпа кӗтет, ӑмӑртса мӑлатук ҫапакан ҫуккӑ тесе ӳпкелешет, — хӗтӗртрӗ вӑл пӗррехинче, Галимджан ҫула май правление кӗрсен.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лешӗ ӗнтӗ кок-сагыз ҫинчен калаҫма чарӑннӑ, вир пирки ӳпкелешет — вӑл та вӑйлӑ пулман, шӑтасса та начар шӑтнӑ, пуҫӗсем те вӗтӗ тухнӑ, вутпуҫҫи те ернӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ялан вӑрҫать, ӳпкелешет, хӑй малтан мала тапаҫланать.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫапах та лайӑх мар, Олимпиада Осиповна, — пуҫне карттӑ ҫинчен ҫӗклемесӗрех ӳпкелешет вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс мана, Ятман, пурнӑҫ ҫине ӳпкелешет тесе ан шутла, — ун еннелле ҫаврӑнса асӑрхаттарас сасӑпа сӑмах хушрӗ Кӑтра Михала.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех