Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫӗпӗр (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атьӑр туя ачасем: Ура канне кӳрӗпӗр, Алӑ канне кӳрӗпӗр, Ӗҫӗпӗр те ҫийӗпӗр, Выльӑпӑр та кулӑпӑр, Юрлӑпӑр та ташлӑпӑр…

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Оля, хӗрӗм, сӑмавар лартса яр-ха, пылпа чей ӗҫӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Халӗ ак чӳречене карӑпӑр та ҫурта ҫутӑпӑр, вара пӗр-пӗрне курӑпӑр, чей ӗҫӗпӗр, — сӑсартӑках килӗшрӗ унпа Ваня.

Завесим окно, зажжем плошку и посмотрим друг на друга, попьем чаю вместе, — решился вдруг Ваня.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Отчетпа суйлав пухӑвӗ хыҫҫӑн хамӑр вырӑнсенчех хӑтӑлса юлсан, малашне те пӗрле ӗҫлӗпӗр, тен, пӗрле ӗҫӗпӗр, — сӑмахне вӗҫлерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

— Хывӑнӑр, Танечка, какао ӗҫӗпӗр, — терӗ хӗрарӑм, малтанхиллех илӗртӳллӗн, ҫапах ниме пӗлтермен кулӑпа епресе.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Кайран, ӗнелсене утравран хӑваласа кӑларсан, ӗҫӗпӗр! — утнӑ ҫӗртех сӑмахне ыткӑнтарса хӑварчӗ те Вахлай пасар урамнелле кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Саланчӗҫ пулсан, саланччӑр! Татах килӗҫ. Пачӑшкине ҫавӑрма та нимех мар. Акӑ, паянах каятӑп та мирлешсе пӗрер черкке эрех ӗҫӗпӗр», — шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ну, Микула, ку черккене каччӑ чухнехине, улахсенче пӗрле пулнисене аса илсе ӗҫӗпӗр!

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кил хуҫи кӑмӑлсӑрланнине кура, — кайран ӗҫӗпӗр, халь пасара васкатпӑр, — тесе хушса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сӑрине кайран ӗҫӗпӗр терӗм-иҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Луччӗ вӗри чей ӗҫӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Четвӗртне тинех пуҫларӑмӑр, ӗҫне туса килсен, юлашкине иксӗмӗр пӗрле ӗҫӗпӗр, тет.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫимелли пултӑр, ҫавӑ сахалтарах пирӗн, ӗҫессе сивӗ шыв та ӗҫӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Каҫхине ваттисене асӑнса ӗҫӗпӗр, иртет вӑл.

— Вечером помянем близких, выпьем малость — и все пройдет.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ҫук, кайран ӗҫӗпӗр, — терӗ те Укка хӑй сӑмахӗнчен хӑй вӑтанчӗ.

— Нет-нет, потом выпьем, — Укка смутилась от своих слов.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кашни кун ӑшӑ сӗт ӗҫӗпӗр.

Будете каждый день пить парное молоко.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тен, килтех ӗҫӗпӗр?

Может, дома выпьем?

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Чей ӗҫӗпӗр, хула ҫинчен аса илӗпӗр…

— Посидим, чайку попьем, о городе вспомним.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вара пирӗн пата кайса сӑра ӗҫӗпӗр

Пойдем к нам пиво пить?

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӳршӗн ӗҫме пулмасан Уйранне те ӗҫӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех