Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫсене (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫсене пӗлтӗр ака уйӑхӗнчех пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Муркаш поликлиники хута кайрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60880

Чӑваш чӗлхи культурине малалла ӳстерес тетпӗр пулсан, литература чӗлхи хальхи пурнӑҫ ыйтнине пур енчен те тивӗҫтерме пултартӑр тетпӗр пулсан, ҫав ӗҫсене пурне те вӑраха ямасӑр пурнӑҫласа пырас пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

«Алексеев Иван ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче колхозра ӗҫлерӗ тата обществӑлла ӗҫсене те активлӑ хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Килӗшӳре субботник вӑхӑтӗнче йӗркелекен ӗҫсене те тумалла тесе палӑртнӑ пулсан ҫак ҫынна тасату-тирпейлӳ ӗҫне явӑҫтарма пулать.

Куҫарса пулӑш

Тавралӑха тирпейлес тесен // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60950

Чӑвашсене Ҫутта кӑлараканӑн пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене аса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яковлев халалӗ - пурнӑҫ кӗнеки // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=9geMRIgkUUo

— Ҫапла, ҫӑмӑл ӗҫсене хутшӑнкалать карчӑк, анчах ӗҫленипех ун чухлӗ тырӑ илес ҫук.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Унта та ӗҫлемелле-ха, анчах магазинпа клубри ӗҫсене пӗр-пӗринпе танлаштараймӑн, — терӗ Татьяна Архиповна.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Канмалли кунсенче ӗҫсене пӑрахӑҫласа вӑхӑта туссемпе ирттерме тӑрӑшӑр.

В выходные постарайтесь отодвинуть все свои заботы и повеселитесь от души в кругу друзей.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫсене, хутсене йӗркене кӗртмелле.

Пора заняться наведением порядка в своих делах и бумагах.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫемьепе вӑхӑта ирттермелле: тахҫанах кая хӑварнӑ ӗҫсене вӗҫлемелле, мӗн те пулин пысӑкки туянмалла.

Также сейчас благоприятно провести время с семьёй: заняться делами, которые давно откладывались, сделать покупки, причём, если планировали купить что-то масштабное, сейчас как раз тот период.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кун пек ҫӗнӗлӗх организацисем хушшинчи ӗҫсене тарӑнрах пӗлсе тӑма пулӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

Паллӑ, хӑш-пӗр ӗҫсене 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ ӗҫ хучӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫласа пынӑ.

Куҫарса пулӑш

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

Ҫапла ӗнтӗ, литературӑ произведенин содержанине писатель кӑтартса паракан ӗҫсене, пулӑмссне (явленисене) хӑй мӗнле ӑнланнипе тата мӗнле ӑнлантарнипе пӗрлех унӑн шухӑш-туртӑмӗсемпе ӗмӗчӗсем те кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫулсерен ӑна ҫурхи ӗҫсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн йӗркелесе ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder

Уй ӗҫсене пуҫтарма — Йӗри таври ялти ҫын, Ӳснӗ хӗрар, начар ҫын, Пӑхӑнаҫҫӗ пулӑшма: Ункӑ ҫинчи улӑхра Тӑхӑр Тарӑн тӑрӑшать, Тӑват Марка майлашать; Йӗршӳ ҫинчи улӑхра Икӗ Апаш аптранӑ, Виҫӗ Шӑмӑш шӑмшакки Урхашӑнах хавшаннӑ.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эпӗ илтсе пӗлнине Пӗтӗм ҫын пӗлтӗр, Иртсе кайнӑ ӗҫсене Илтсе тӗлӗнтӗр.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ умӗнхи // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Обществӑлла-политикӑлла ӗҫсене маттур хутшӑнакансене, тӗп библиотека библиотекарьне Н. В. Антоновӑна, «Ҫӗр тата ҫынсем» музей заведующине А. О. Поляковӑна, Кӗҫӗн Каҫал культура ҫурчӗн заведующине А. Н. Трофимовӑна Хисеп грамотисем, Ҫӗнӗ Кипеҫ культура ҫурчӗн культорганизаторне А. Н. Можаевӑна, Тукай ялӗнчи библиотекаре Ц. А. Моторинӑна, округри тӗп культура ҫуртӗнчи халӑх театрӗн режиссерне М. П. Шумилкинӑна Тав Ҫырӑвӗ парса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Вӗсен отрячӗ 11 эшелона, 18 кӗпере, чукун ҫул 3 кӗперне сирпӗтнӗ, 15 ҫухрӑм телефон ҫыхӑнӑвне пӑснӑ тата ытти ӗҫсене пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

— Фашистсем, — терӗ вӑл, — ялта пулнӑ, анчах унта нумай тытӑнса тӑман, ялти ӗҫсене туса пыма хӑйсен ялӗнчи пӗр куштана, староста туса, хушса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Плана кӗртнӗ ӗҫсене кӗске вӑхӑтрах туса пӗтерӗпӗр», – тенӗ Сергей Артамонов.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев ҫӗр ӗҫченӗсене кашни гектар ҫӗр лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма чӗнсе каланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/27/oleg ... er-laptkpe

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех