Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫсем (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗршывра мӗнле ӗҫсем пулса иртнӗ вӑхӑтра пурӑннӑ вӑл?

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Радио чӑвашла калаҫма пуҫланӑранпа вырӑнти вещани халӑха коммунизмла воспитани парас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫсем туса ирттерчӗ, унӑн хуҫалӑхпа культура строительствинчи пӗлтерӗшӗ ӳссе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Партин XXII съезчӗ радиоҫыхӑнӑва, радиовещание тата телевидение малалла аталантарса лайӑхлатас тӗлӗшпе чылай ӗҫсем туса ирттерме палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ун пек кӗнекесене уҫса вулама тытӑнатӑн та, ҫуррине ҫитичченех пӑрахас килет: сана унта ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсем, ҫынсен шӑпи ним чухлӗ те хумхантармасть, — ни савӑнтармасть, ни пӑшӑрхантармасть, — «малалла мӗн пулать-ши?» ыйту ыйхуна мантармасть.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Калӑпӑр, Мранька Микихверӗн «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗн иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш кӗнекисенче сӑнласа кӑтартнӑ ӗҫсем Российӑри малтанхи революци тапхӑрӗнче пулса иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Совет Союзӗнчи Коммунистсен партин XX-мӗшпе ХХII-мӗш съезчӗсем хушшинчи ҫулсенче — нихҫанхинчен ытла ҫак асӑннӑ ҫулсенче — пирӗн ҫӗршыври халӑхсем, парти ертсе пынипе, тӗнчене тӗлӗнтермелле ӗҫсем турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Кашни сферӑрах пысӑк ӗҫсем пур: Шупашкарти Хӗвеллӗ микрорайонта, Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑкра, Канаш округӗнчи Янкӑлчра шкулсем тума пуҫланинчен тытӑнса тӗп хулари «Волга» стадионӑн вӗҫленсе пыракан реконструкцийӗ таран.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура вӑл пӗтӗмӗшле илсен ку енӗпе ӗҫсем япӑх маррине ҫирӗплетрӗ, ҫапах ҫулталӑкӑн юлнӑ юлашки кунӗсемпе федераци тытӑмӗсемпе тумалли килӗшӳсене алӑ пусассине вӗҫлемешкӗн туллин усӑ урмалли ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

«Парӑмсем тата туса пӗтермен ӗҫсем ан юлччӑр» — ҫулталӑка ҫапла вӗҫлеме сунса пуҫларӗ тунтикунхи планеркӑна ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

«Пусть не останется долгов и незавершенных дел» — с таким пожеланием завершения года начал планерку в понедельник Глава ЧР Олег Николаев.

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

— Ҫитес ҫул округра пурнӑҫламалли пысӑк ӗҫсем пирки ҫӳлерех сӑмах пулчӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Ӗҫсем 40 млн тенкӗлӗхе яхӑн.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Пӗвесене тасатса территорие хӑт кӗртес, пушар сӳнтермелли техника пымалли ҫулпа площадка йӗркелес ӗҫсем кӑҫал малалла тӑсӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Ӗҫсем валли сметӑпа пӗтӗмӗшле 800 пин тенкӗлӗхе яхӑн уйӑрнӑ пулсан, республика пулӑшӑвӗ ӗҫ 476 пин тенкӗ – питӗ вырӑнлӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Асӑннӑ программӑна хутшӑнса урам хушшинчи ҫулсене юсаса йӗркене кӗртме, пӗвесене тасатма, шыв сечӗсене юсама тата ытти пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем туса ирттерме меллӗ пулнине ҫынсем тӗрӗс ӑнланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Ҫитменнине республика пулӑшнипе мӗнле ӗҫсем туса ирттерессине ял ҫыннисем хӑйсем суйласа илеҫҫӗ, хӑйсен укҫи-тенкине те хываҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Ҫынсен ӗҫмелли шыв ыйтӑвне татса парассипе те территори пайӗнчи ялсенче юлашки ҫулсенче палӑрӑмлӑ ӗҫсем туса ирттерме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Бригадӑри ӗҫсем ҫинчен, ҫынсен хушшинчи туслӑ ҫыхӑну ҫинчен калаҫрӗ Тина.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вожатӑй юлашки кунсенче ачасем мӗнле-мӗнле ӗҫсем туни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ачасене унта тӗлӗнмелле ӗҫсем кӗтеҫҫӗ, уйрӑмах техникӑна юратакансене.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Мана кирлӗрех ӗҫсем кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех