Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫрен (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Йӑмӑк валли кирлӗччӗ те… чиксе кайма сумка таврашӗ ҫук-ҫке, ӗҫрен тӳрех килтӗм те…

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

Ыйтрӗҫ, тӗпчерӗҫ, коллектива пухса пуху ирттерчӗҫ: Тит Фомича вара ӗҫрен тапса кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Ҫӳлтен хушнӑ сӑлтавпа усӑ курса, кантур пуҫлӑхӗ хӑйне килӗшмен ҫынсене йӑлтах ӗҫрен кӑларса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

«Йыснуна ӗҫрен кӑлармасӑр ҫын тупайман ӗнтӗ эс, упӑте!» тейӗ.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

А, конюха, конюха ӗҫрен кӑларма пулать.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Темиҫе ҫул пӗрле ӗҫленӗ ҫынсене ӗҫрен кӑларса ярасси шаклатса ӗҫесси мар.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Каҫхине, ӗҫрен таврӑнсан, пысӑк сӑран аттине хывма тытӑнать те вара, шӑпӑртатсах куҫҫулӗ тухать.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

— Пӗрре те ҫынсен арҫыннисем пек мар-ҫке эсӗ, вӗсем чӑн-чӑн упӑшка пекех ҫемьешӗн хыпса-ҫунса тӑрӑшаҫҫӗ, — пӑсӑрлантарать арӑм, — Апполон, ав, паян ӗҫрен килнӗренпех сарайӗнче тӑрмашать, арӑмне кӗрепле туса пачӗ, ачинне велосипедне юсарӗ.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

— Ҫынсем ыйтнӑ ҫӗре мӗнле каймӑн, обществӑлла ӗҫрен пӑрӑнни аванах мар, — лӑплантаратӑп арӑма, — уншӑн савӑнмалла ҫеҫ санӑн.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн, ӗҫ шала кӗрсе ан кайтӑр тесе, вуттине машинӑпах турттарса килсе патӑм, атту ӗҫрен те шӑлӗҫ, — сывлӑш ҫавӑрса, хаш туса илчӗ Никифор Захарович.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Пӗр пуҫлӑхне хӑйне ӗҫрен кӑларнӑшӑн килӗштермест, теприне — хваттер паманшӑн.

Куҫарса пулӑш

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

Эпӗ ҫакна ӗҫрен хӑранипе мар калатӑп.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тата тем каласшӑнччӗ вӑл — пире ӗҫрен таврӑнакан «хӗрсем-химиксем» чӑрмантарчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Халлӗхе эпӗ пӗр ӗҫрен те юлман-ха.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Йывӑр ӗҫрен ытла йывӑр шухӑш шуратрӗ хӗр сӑнне.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ыран е виҫмине пулас пулсан та, ӑна пур пӗрех эрнелӗх те пулин хӑварма кирлӗ. Вӑл сывалса ҫитмен, куратӑп, мана каламасть кӑна. Ыран, хам ӗҫрен таврӑнсанах, ЗАГСа кайса ҫырӑнатпӑр, вӑл хирӗҫес ҫук…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӗрлӗ Ҫар кунӗ, каҫ пулас умӗн, Рита чупса кӗчӗ те ӗҫрен таврӑннӑ Таньӑна хӑвӑртрах тумланма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Аслӑ Чурачӑк ялӗн ҫынни Геннадий Пурлушкин та ырӑ ӗҫрен айккинче юлман.

Куҫарса пулӑш

Ҫар операцине хутшӑнакансене – пулӑшу // А.Мариян. http://kasalen.ru/2023/01/20/c%d0%b0%d1% ... %88%d1%83/

Нумайӑшӗ, Аслӑ вӑрҫӑ чарӑнни 17 — 18 ҫул иртнӗ пулсан та, хӑйсене ӗҫрен таврӑннӑ чухне хапха умӗнче е упӑшки, е ывӑлӗ хирӗҫ чупса ыталасса ӗмӗтленсех пурӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Килте яланах эрех юхтарнипе ӗҫме вӗренчӗ, ӗҫрен пӑрӑнакан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех