Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫпе (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑк гвардеецсене мал ӗмӗтлӗ пулма, палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама, ӑрусен ҫыхӑнӑвне сыхласа хӑварма, ырӑ ӗҫсемпе ҫитӗнӳсен пухмачне пуянлатма, хастар ӗҫпе Раҫҫейӗн чи лайӑх команди пулнине ҫирӗплетсе пама вӑй-хал сунатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳсен пухмачӗ ырӑ ӗҫсемпе пуянлантӑр // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d2%ab%d0%b ... %bd%d0%bb/

Ҫыхакансем, тӗрӗ тӗрлекенсем, йывӑҫран темтепӗр касса кӑларакансем, тухья-хушпу тӑвакансем, илемлӗ карҫинкка явакансем, супӑнь хатӗрлекенсем, чечек ӑсталакансем… — мӗн тӗрлӗ ӗҫпе кӑна аппаланмаҫҫӗ иккен пирӗн ентешсем.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Комсомольскисене Ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗпе, ҫурхи ака ӗҫӗсене вӗҫленӗ ятпа муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Чӑваш Республикин вӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, округри Обществӑлла палатӑн председателӗ Кияметдин Мифтахутдинов, «Комплекс» стройфирмӑн генеральнӑй директорӗ Валерий Гордеев тата «Кӗтне» ентешлӗх председателӗ Валери Туркай саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Июнӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ Ӗҫпе юрӑ тата спорт уявне Раҫҫейри Педагогпа вӗрентекен, Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне, И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Вӑл хӑй яланах пурне те пулӑшнӑ: кама – сӑмахпа, кама – ӗҫпе е укҫапа.

Степан всегда всем помогал: кому словом, кому делом, кому монетой.

Мӗншӗн-ха? // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/332

Пӗр-пӗр йӗркесӗрлӗхе палӑртсан, паллах, ӗҫпе тивӗҫтерекен ҫине тимлӗх куҫать.

Куҫарса пулӑш

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

«Демографи» наци проекчӗ шучӗпе районта «Хӗрарӑмсене ӗҫпе тивӗҫтересси – виҫӗ ҫулчченхи ачасен шкулчченхи вӗренӗвӗ валли условисем туса парасси» регион проекчӗ пурнӑҫа кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Ку енӗпе Чӑваш Республикин ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министерствин специалисчӗсем чӑннипех те ҫине тӑрсах ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ыйту та тимлӗхсӗр юлмӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/per-yijtu-ta-timl ... yulme.html

Пурнӑҫра вӗҫӗ-хӗррисӗр ӗҫпе кӑна ҫырлахмалла туман ҫав.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

Пӗлме: Иртнӗ кану кунӗнче ӗҫпе юрӑ тата спорт уявне Улатӑрта, Элӗкре, Вӑрнарта, Канашра, Куславккара, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай муниципалитет округӗсенче палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче Акатуй уявне пухӑннисене ӑшшӑн саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/12/chav ... rahenche-a

— Уя пур енчен те хатӗрленсе тухмалла тесе калаҫасса калаҫатпӑр ҫав та, анчах сӑмаха ӗҫпе ҫыхӑнтарма хал ҫитермеллипех ҫитерейместпӗр ҫав.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Кунта халь Турунов бригадинчи конфликтпа е ытти ҫавӑн пек илемлех мар ӗҫпе ҫыхӑннӑ нимӗнле калаҫу та пулас ҫук пек туйӑнма тытӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пушӑ вӑхӑтра этем чуна килентерекен ӗҫпе йӑпанни — кайӑк юрласа кӑмӑлне ҫӗкленипе танах.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӳррипех каласан, стройкӑна иккӗмӗш хут килнӗ чухне (очерк ҫырас ӗҫпе виҫҫӗ те килнӗччӗ эпӗ кунта) пӗр калаҫӑва итлесе пыма тиврӗ мана.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аяла пулсан, эпӗ те кирлӗ ӗҫ тӑватӑп, манӑн та хам ӗҫпе савӑнмалла, мухтанмалла.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗр ӗҫпе те савӑнтараймасть.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ашшӗ-амӑшӗ вӗсене ӗҫпе воспитани парассине уйрӑмах мала хурать.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхӗ пысӑк // Ольга КАЗНАЧЕЕВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... 81a%d0%ba/

Шупашкарта 16-мӗш хут иртекен пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте Чӑваш Ен наци телерадиокомпанийӗн кинематографи служби ӳкернӗ «Пиртен пӗри» ӗҫпе те паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кинофильмри пекех… // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=m0BX5MNWJBE

Кунтах нумай функциллӗ центр уйрӑмӗ, ӗҫпе тивӗҫтерекен центр, психологи пулӑшӑвӗ кӳрекен пӳлӗм, сывалма кирлӗ хатӗр-хӗтӗре тара паракан вырӑн тата ытти те пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Фонд филиалӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=LwwKKoN9N_c

Мероприятие Раҫҫей ФСИН регионти управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Вадим Адров, ведомствӑн ветерансен организацийӗн председателӗ Александр Яковлев, уголовлӑ ӗҫпе юсав тытӑмӗн ҫамрӑк ӗҫтешӗсем, ҫавӑн пекех тӑван пиччӗшӗ Владимир хӑйӗн ывӑлӗпе хутшӑннӑ.

На мероприятии приняли участие заместитель начальника регионального управления ФСИН России Вадим Адров, председатель ветеранской организации ведомства Александр Яковлев, молодые сотрудники уголовно-исполнительной системы, а также родной брат Владимир со своим сыном.

Уголовлӑ ӗҫпе юсав тытӑмӗнче тӑрӑшакансем Василий Федорова асӑнса чысларӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35123.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех