Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлеме (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйне хытӑ тытнӑ, пӗчӗк шӑллӗпе йӑмӑкне пӑхма та ӗлкӗрнӗ, ӗҫлеме те тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Хӑҫан пирӗн витене йӗркеллӗ арҫын ӗҫлеме илсе килӗн?

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Тепӗр кунне ир-ирех, тул ҫутӑличчен тенӗ пек, манӑн атте фермӑна ӗҫлеме каять.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Апатлансан ман ҫине пӑхса: «Коля, ывӑлӑм, ҫитӗ пуль вӗренсе. Ӗҫе кайма вӑхӑт ҫитрӗ. Ыран ӗне ферминче лавҫӑра ӗҫлеме тытӑнатӑн, эпӗ ферма пуҫлӑхӗпе килӗшсе татӑлтӑм», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Хӗрне малтан калас темерӗмӗр, вӑл ӗҫлеме кайсан ҫеҫ Венюк юлташпа сирӗн пата килсе амӑшӗпе, тӑванӗсемпе паллашса туй пирки калаҫас терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Эпир Венюк савнийӗн килӗ патне ҫитнӗ ҫӗре «ырӑ» ватӑ ҫынсем пире колхозниксем хирте утӑра пулнине те, Венюк хӗрӗ тинӗс хӗррине ӗҫлеме тухса кайнине те, ял ҫыннине кӑсӑклантаракан тата ытти хыпарсене те пӗлтерме ӗлкӗрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Анчах ӑҫтан пӗлтӗр-ха вӑл вокзалта паллашнӑ хӗр хӑйсен тӑрӑхӗнчи салари шкулта ӗҫлеме пуҫланине?

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫӑмӑл мар ачасемпе ӗҫлеме, вӗсене пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тивӗҫлӗ кӑларма.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пиччӗшӗ, шӑллӗ ӗҫлеме юратсах каймасть пулсан та, ӑна вӑл юратать, асли пулса наянлӑх ҫынна пурнӑҫра ура хума пултарасса ӗнентерме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Шкулта ӗҫлеме эпӗ ачаранпах ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Шкула ӗҫлеме вырнаҫасшӑн, — пӗлтерчӗ килни.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кунта кадрсен пайӗнче унӑн аттестачӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн, вырӑсла начар мар пӗлет тесе-ши, халь кӑна ача ҫуратма кайнӑ секретарь-машинистка вырӑнне ӗҫлеме сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Запаса тухсан вӑл кунти металлурги заводӗнче юлташӗпе пӗрле ӗҫлеме юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Района Красноярск крайне килӗшӳпе ӗҫлеме илсе каякан килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Тимӗр-тӑмӑрпа ӗҫлеме те, йывӑҫ каскалама та пултаратӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Санӑн вӑй та, ӗҫлеме хевте те пур».

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ура ҫинче тӑрса ӗҫлеме те хӑтланатӑн вара.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Тата «Хӑтланччӑрах, — теҫҫӗ пуль. — Вилӗм вӑрҫи пынӑ кунсенче ҫӳлтисем ҫырусемпе ӗҫлеме вӑхӑт ӑҫтан тупчӑр?»

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Пантей малашне учитель тата хаҫата ҫырса тӑракан селькор кӑна мар, редакцире ӗҫлеме тивӗҫлӗ ҫын пулса тӑнипе хавхаланса та мухтанса Шупашкар хула урамӗпе утрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Вӑл педагогика институчӗ пӗтернӗ, анчах шкулта ӗҫлеме пултарайман: урокӗнче ачасем парта тӑрӑх чупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех