Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлекенсем (тĕпĕ: ӗҫлекен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак вӑхӑтра хирте ӗҫлекенсем колхоз председателӗ ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эсӗ халех ӗҫлекенсем патне кай…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акӑ йывӑҫ тиенӗ ҫӗрте ӗҫлекенсем те курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑнтӑрлахи сменӑра ӗҫлекенсем улшӑнас вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Халь ку пӑрахут ҫинче ӗҫлекенсем те паллаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппана «Русь» обществӑн пӑрахучӗсенче ӗҫлекенсем кашниех паллаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫутӑ паракан ҫӗрте ӗҫлекенсем арена ҫине ҫапӑҫ-ма тухнипе усӑ курса, щит ҫинчи рубильниксене ҫапса ҫӗмӗрчӗ пулсан та, вӗсене часах юсӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавна май пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх сферинче ӗҫлекенсем те палӑрмаллах нумайланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулталӑка ӳсӗмлӗ вӗҫлетпӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cultalaka-usemle-vecletper

Хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекенсем тенӗрен, вӗсен «ҫарӗ» 1,5 хут пысӑкланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулталӑка ӳсӗмлӗ вӗҫлетпӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cultalaka-usemle-vecletper

Общежитине таврӑннӑ май Татьяна ҫул тӑршшӗпе малашне пӗр йышра ӗҫлекенсем пирки шутласа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ара, тырри пулсан ӗҫлекенсем те тутӑ, выльӑх-чӗрлӗхрен, кайӑк-кӗшӗкрен илекен тупӑш та самаях ӳсет.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Кур-ха, мӗн хӑтланнӑ ӗнер кунта ӗҫлекенсем!

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Управлени пуҫлӑхӗ те, пайсенче ӗҫлекенсем те ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пек туйӑнчӗҫ Татьянӑна.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тара кӗрешсе ӗҫлекенсем маттур пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Тутлӑн анасласа илнӗ май, Лена халӗ уйра ӗҫлекенсем ҫинчен шухӑшлать: йӗп-йӗпех пулчӗҫ ӗнтӗ, шӑнчӗҫ те пуль.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Акӑ цеха линотип машинисемпе ӗҫлекенсем — хаҫат-журнал йӗркисене тӑхланпа пуҫтаракансем, хаҫат-журнал калӑплакансем, машинӑсене юсакан-тӳрлетекенсем килсе тулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пӗрле ӗҫлекенсем: «Арҫын кирлӗ ӑна, арҫын, ҫавӑнпа ялан тулхӑрать, — теме тытӑнчӗҫ. — Арҫын йӗвенлет те савӑнӑҫ кӳрекен «ырлӑха» та парать».

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ирина пуҫлӑх таврӑннине хӑйне репродукторпа пӗлтерме каласа хӑварса ӗҫлекенсем патне, вуниккӗмӗш хута васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина хӑйӗн шӑм-шакӗ малтанхи пекех ҫамрӑк вӑй-халпа тулнине сисрӗ те санчаҫрен чупса тухса, площадкӑсенче чарӑнса тӑмасӑр, ҫӳлте ӗҫлекенсем патне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл хӑй тӗлленех чалӑш вырнаҫтарнӑ роликсем тӑрӑх ӗҫлекенсем патне пырса чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех