Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫ сăмах пирĕн базăра пур.
ӗҫ (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫ умӗнче ҫакӑн пек ӗҫ тӑнӑ чух, нивушлӗ манӑн ун ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт пулнӑ вара?

Неужели ж мне было до того, чтобы думать о ней, когда у меня перед глазами было такое дело?

XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫӗнни кунта маншӑн ҫав: сирӗншӗн ҫӗнӗ ӗҫ пуҫласа яракан ҫынсем ҫеҫ.

Интерес новизны тут могут иметь для меня только личности, которым обязано своим успехом это дело, новое у вас.

XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Бьюмонта вӑл питӗ ҫунатланса каласа пачӗ — унччен ашшӗне те каласа панӑччӗ-ха, анчах хӑй ирхине мӗн курни ҫинчен пӗрре каласа панипе кӑна лӑпланмарӗ, вӗҫӗмсӗрех кала-кала кӑтартрӗ; ҫапла, халӗ кӑмӑлӗ тулчӗ ӗнтӗ унӑн: чӑн-чӑн ӗҫ тупӑнчӗ!

Она с энтузиазмом рассказывала Бьюмонту, — а ведь уж рассказывала отцу, но от одного раза не унялась, — о том, что видела поутру, и не было конца ее рассказу; да, теперь ее сердце было полно: живое дело найдено!

XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Полозовӑн Вера Павловнӑпа паллашасси ҫапла пулса иртрӗ; ун патне вӑл тепӗр кун ирхинех кайрӗ; Бьюмонт та унпа ҫав тери интересленчӗ, каҫхине вӑл ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе ҫӗнӗ ӗҫ Катерина Васильевнӑна мӗнле килӗшнине пӗлме килчӗ.

Вот каким образом произошло то, что Полозова познакомилась с Верой Павловною; она отправилась к ней на другой же день поутру; и Бьюмонт был так заинтересован, что вечером приехал узнать, как понравилось Катерине Васильевне новое знакомство и новое дело.

XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл вара сире ҫав ӗҫ ҫинчен каларӗ те-и?

И он не сказал вам об этом деле?

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Калӑр, мӗнле ӗҫ?

— Укажите, какое дело?

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӗҫ Петербургра та тупма пулать, — терӗ Бьюмонт.

— Можно найти дело и в Петербурге, — сказал Бьюмонт.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хам тӑвакан ӗҫ мана питӗ те ансӑр, пӗр енлӗ ҫеҫ пулнӑн туйӑнать, унӑн ҫав пӗртен-пӗр енӗ вара халӑха усӑ кӳрес тесе тӑрӑшакан ҫынсемшӗн ытла кирлех те мар.

Мне кажется, дело, которым я занимаюсь, слишком одностороннее дело, и та сторона, на которую обращено оно, не первая сторона, на которую должны быть обращены заботы людей, желающих принести пользу народу.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах унта ӗҫ нумай.

Но в ней много дела.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Эсир хӑвӑра валли ӗҫ тупасшӑн-и?

— Вы хотите найти себе дело?

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӗҫ тупса парӑр-ха акӑ, эпӗ ун чухне, тен, кичем пулнипе аптраман та пулӑттӑм.

Укажите мне дело, и я, вероятно, не буду скучать.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Кичемлӗхпе супса, вырӑссем тӗрӗс тӑваҫҫӗ, — терӗ Катерина Васильевна, — мӗн ӗҫ пур-ха вӗсен? — вӗсен ним тумалли те ҫук; вӗсен аллисене усса лармалли ҫеҫ юлнӑ.

— И русские правы, что хандрят, — сказала Катерина Васильевна, — какое ж у них дело? им нечего делать; они должны сидеть сложа руки.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ ҫапла шутлатӑп, ман шутӑм ҫакӑн пек (тӳрлетрӗ вӑл американецсем пек каланӑ малтанхи сӑмахне): вырӑс халӑхӗ те ҫавӑн пекех пулмалла: ман шутпа, ун аллинче те ӗҫ питӗ нумай.

Я считаю, мне кажется (поправил он свой американизм), что и русский народ должен бы видеть себя в таком положении: по-моему, у него тоже слишком много дела на руках.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пирӗн унпа аптраса ларма вӑхӑт ҫук: пирӗн ӗҫ питӗ нумай.

Нам некогда скучать: у нас слишком много дела.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Кама ӗненме пултаратӑп эпӗ? Мӗне ӗненме пултаратӑп эпӗ?» — ыйтнӑ вӑл Соловцовпа пулса иртнӗ ӗҫ хыҫҫӑн вара курнӑ: никама та, ниме те.

«Кому я могу верить? чему я могу верить?» — спрашивала она себя после истории с Соловцовым и видела: никому, ничему.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хӑшпӗр ҫынсемшӗн хӑйпе пулса иртнӗ ӗҫ ытла интереслӗ те мар, вӑл ӗҫ ку ҫынсене пысӑкрах шухӑшсем ҫеҫ парать, ҫав шухӑшсем вара вӗсене ытларах канӑҫсӑрлатаҫҫӗ.

Есть такие характеры, для которых частный факт сам по себе мало интересен, служит только возбуждением к общим мыслям, которые действуют на них гораздо сильнее.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Катерина Васильевна вӑрахчен салху ҫӳренӗ; анчах унӑн ку туйӑмӗ, ҫав япала пирки аталаннӑскер, хӑйпе пулса иртнӗ ҫав ӗҫ пирки пуҫланса кайман.

После этой истории Катерина Васильевна долго была грустна; но грусть ее, развившаяся по этому случаю, относилась уже не к этому частному случаю.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӗҫ мӗнле пымаллине ҫакӑн пек выводсемпе ӑнлантарнӑ:

— Направление было приправляемо такими доводами:

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӗсен пӗлӳлӗхне васкаварлӑн кӑна палӑртса, Кирсанов чирлӗ хӗре ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулни ҫинчен пӗлтерме кайнӑ.

Наскоро дав им аттестацию, Кирсанов пошел сказать больной, что дело удалось.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах ӗҫ кунта хӗр тӗрлӗ ӗҫе тӗрлӗрен ӑнланнипе тата вӑл юратакан ҫыннӑн пахалӑхӗпе кӑткӑсланнӑ.

Но тут дело запутывалось понятиями девушки и свойствами человека, которого она любила.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех