Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗшеннӗ (тĕпĕ: ӗшен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чух, ҫуллахи шӑрӑх кун, кухня валли вутӑ ҫурса ӗшеннӗ Ваҫук, меллӗ самантпа, кӑнтӑр тӗлӗнчи кану вӑхӑчӗпе усӑ курса, сулхӑна — интернатӑн хӑлтӑр-халтӑр сарайне — вутӑ шаршанӗ хыҫне кӗрсе выртнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Услантӑр мучи чи малтан ӗҫлесе ӗшеннӗ мӑнукне, ҫӗр каҫипе пӗр мӑшӑр ҫӑпата туса пӗтернӗскерне, вырӑн ҫине майласа вырттарать, унтан, кӑмака хыҫнелле кӑштӑртатса кӗрсе, ыттисене сӑхманпа лайӑхрах витет, ассӑн сывласа, Шӑнкӑрчпа юнашар пырса выртать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ӗшеннӗ, шывсӑр антӑхнӑ салтаксем ҫӑмӑллӑнраххӑн сывласа ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Утарта ӗҫпе ӗшеннӗ алӑ каярахпа кун-ҫул кӗрекине хитрелентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Пурте хытӑ савӑнса самай ӗшеннӗ, ҫавӑнпа мӗн ирчченех ҫӗнӗ хӑта-тӑхлачӑсем патӗнчех пултӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Утса ӗшеннӗ ҫынсенчен хӑшӗ ҫерем ҫине тӑсӑлса выртрӗ, хӑшӗ чӑнах та чечек татма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ирпе ирех тӑрса ӗҫе ҫуран утмалла, каҫпа, ӗшеннӗ шӑмшакпа, — каллех ҫуран.

Куҫарса пулӑш

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кунсерен йывӑр ӗҫпе ӗшеннӗ тур лаши хӑйӗн юратнӑ апатне кӑмпӑртаттарать.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Сӑнран ӗшеннӗ пекрех курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эпӗ унта, ватӑлса ҫитнӗ Убану чӳлмекҫӗ пӳртӗнче, тропик вӑрманӗ витӗр тухса ӗшеннӗ хыҫҫӑн канаттӑмччӗ.

Я отдыхал здесь после утомительного перехода по тропическому лесу в хижине старого гончара Убану.

Негр ялне аркатни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Куҫӗсем ӗшеннӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӑхатӑп та тӗлӗнетӗп: поэт ҫирӗм пилӗк ҫул маларах амӑшӗ пирки: «Сан ӗшеннӗ ват чӗрӳ», тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫул ҫинче ӗшеннӗ ҫынна ыйхӑ пусма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ҫав вӑхӑтрах хӗрачан сӑн-сӑпатӗнче темӗнле ҫирӗплӗх палӑрать, вӑл — ӗшеннӗ пулин те — хӑйи-хӑйми темӗнле ырӑ япала ҫинчен ӗмӗтленсе мала пӑхать.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ӗшеннӗ ача амӑшӗ ҫумне тӗршӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Кунӗпе ут ҫинче пулнӑ ҫарҫыннисем самаях ӗшеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ну, ентешӗм, асту, ҫывӑрса ан кай: ӗшеннӗ ҫынна ыйхӑ ту пек пусать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ӗшеннӗ пулин те, хуйхӑ пысӑккипе вӗсем чылайччен ҫывӑрса каяймасӑр выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Самай ӗшеннӗ пек пулнӑскер, иртнӗ ҫӗр ыйхӑ картне латлӑн лартайманскер, лӑччӑ-лаччӑ пускаласа, умри канӑҫ та тӑнӑҫ «ҫӑтмахне пӑшлатма» васкаса, «вӑхӑтлӑх килелле» уттартӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кун хута ӗҫлесе ӗшеннӗ, халӗ ҫынсӑрланнӑ кӑнтӑр хули, пиҫсе ҫитнӗ баклажан тӗслӗ сӗмлӗхе путнӑскер, канӑҫса, йӑпӑшланса, тарӑн ыйхӑ ҫавӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех