Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗсӗклесе (тĕпĕ: ӗсӗкле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тамара, Левен патне пырса, акшар чулӗ пек хытса кайнӑ чышкисемпе ӑна кӑкӑрӗнчен тӳнккет пӗр кана; унтан, сасартӑк ӗсӗклесе ярса, упӑшкине ыталаса илет, ҫурӑмӗнчен чышать хӑй, ҫав хушӑрах мӑшӑрӗн тутине кӗҫ-вӗҫ ҫыртса татаслах чуптӑвать…

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ток тытса силленӗ чухнехи пек анӑраса кайнӑ Маруҫ, ним тума пӗлменнипе «чакак йӑви» урлӑ туртса ҫапса, урамалла пуҫ каснӑ евӗр тухса сирпӗнет, лавкка хыҫӗнчи ҫырмара лаштра йӑмра айне кукленсе ларса ӗсӗклесе йӗрсе ярать.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫапах та татӑлса, ӗсӗклесе йӗрсе ямасть хӗрарӑм, вӑй-халпа чӑтӑмне пухса: — Фермӑра ток ҫапнипе… — татӑкӑн-кӗсӗкӗн пӗлтерет вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ых, чикан, ых, ҫӗҫӗ! — ӗсӗклесе йӗрсе ярать Верук инке, каярахпа мӑшӑлтатса тухнӑ упӑшкине кӑкӑрӗнчен икӗ чышкипе те тӳнккесе.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Егор Петрович ҫапла каланӑ та, арӑмӗн кӑкӑрӗ ҫине пуҫне хурса, пӗчӗк ача пек ӗсӗклесе макӑрса янӑ…

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ӗсӗклесе макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Чӑлантан ӗсӗклесе макӑрни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вагон кантӑкӗ ҫумне ҫамкипе тайӑнатчӗ те тем ҫинчен шухӑшлатчӗ, час-часах ӗсӗклесе макӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кӗреш юман пек ҫирӗп кӗлеткеллӗ Ҫимун, пӗчӗк ача пек, ӗсӗклесе макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кашни кунах е кунта, е лере хӗрарӑм ӗсӗклесе макӑрни илтӗнет — ҫывӑх тӑванӗ таврӑнас ҫук ун вӑрҫӑран, епле кӗтсен те, ӑна кӗтсе илеес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫывӑхрах такам ӗсӗклесе макӑрни илтӗнет мар-и?

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вара самантрах хыттӑн ӗсӗклесе макӑрса ячӗ.

Он вдруг разрыдался.

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ӗсӗклесе йӗрекен мӑнукӗн пуҫне чӗрҫи ҫине хурса, йывӑҫ вулли ҫумне таянса ларчӗ асламӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пӗррехинче тата Праски инке чӑлан умӗнчен утса иртрӗ те уҫӑ алӑкран кинӗ ӗсӗклесе йӗнине илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

«Ӗнтӗ выртӑн халь, пӗчӗкҫӗ тусӑм, тӳшек пек ҫемҫе ҫӗрте», — шухӑшларӗ художник, унтан, макӑрса ҫывӑрса кайнӑ ача ыйхӑ витӗр ӗсӗкленӗ пек, каллех ӗсӗклесе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Сывлани те мар, икӗ хутчен вӑрӑммӑн ӗсӗклесе илни пулчӗ ку.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Утса пырать ӗнтӗ Анатолий Семенович ҫемҫелсе кайнӑ Бианкӑна кӑкӑрӗ ҫумне ҫупӑрласа тытса, ҫул варрипе утать, хӑй ӑшран тӑвӑнса тухакан сасӑпа ача пек ӗсӗклесе пӑшӑлтатать:

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Киле ҫитичченех ӗсӗклесе пырать Тихӑн, калаҫа-калаҫа йӗрет.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унта пӗр механизатор Варламов пек сарӑмсӑр вилет, ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн арӑмӗпе хӗрӗ кирек мӗнле ҫанталӑкра та уйри синкерлӗ вырӑна виҫӗ ҫул хушши уйӑхра пӗрре пӗр сиктермесӗр ҫӳреҫҫӗ, пӗри — упӑшкине, тепри ашшӗне асӑнса чечек ҫыххи хураҫҫӗ, ҫавна кура хайхи механизатора инкек умӗн эрех ӗҫтернӗ ҫын тӳссе ҫитереймест: «Эпех айӑплӑ пуль ҫӗр ҫинче пӗр ырӑ ҫын вилнӗшӗн, ӑна эрех ӗҫтерес ҫукчӗ ҫавӑн чух», — тесе тӗрӗссипе каласа кӑтартать, ӗсӗклесе йӗрет.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хайхискер ӗсӗклесе йӗрет: «Эп «совӗҫ» тенинех пӗлтеретӗп вӗт, мӗншӗн ҫавна ӗненесшӗн мар Саркай юлташ?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех