Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗнентермелли (тĕпĕ: ӗнентер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ вара такамсемпе ҫапкаланса ҫӳресе, уйӑхне виҫӗ ача ҫуратсан та, вӗсен ашшӗ пӗрех эпӗ пулӑп, мӗншӗн тесен эпир ҫырӑннӑ, санӑн ӗнентермелли пур!..

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ку хӑвӑр мӗн тума пултарнине ӗнентермелли эрне.

Это период доказательства ваших возможностей.

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Манӑн пӗрле ӗҫлекен юлташсем умӗнче нимӗнле айӑп та ҫук. Никама нимӗн ӗнентермелли те ҫук. Калаҫӗҫ-калаҫӗҫ те, ҫӑварӗсем ывӑнсан, чарӑнӗҫ хӑйсемех», — ҫапла шутларӗ Эверкки.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Санӑн, Дмитрий тусӑм, питҫӑмартине ҫыхса ярасчӗ, унсӑрӑн сулхӑн, шӑлусем каллех сурма пуҫлӗҫ, — терӗ вӑл аппӑшӗн ывӑлне, лешӗ ун ҫине, ахӑртнех, ӗнентермелли шухӑшсен логикӑллӑ ҫыхӑнӑвне татнӑшӑн, кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илчӗ пулин те.

А ты, Митя, лучше бы завязал щеку, мой дружок, а то свежо и опять у тебя разболятся зубы, — сказала она племяннику, несмотря на недовольный взгляд, который он бросил на нее, должно быть за то, что она прервала логическую нить его доводов.

XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унӑн хӑйне ӗнентермелли мелсем пирӗн аттесене, пире, тата пирӗн ачасене те пӑхӑнтарма пултараканнисемех пулнӑ.

Приемы, которые он употреблял для внушения доверия, те же самые, которые действовали на наших отцов, на нас и на наших детей будут действовать.

II // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Вӑл хӑй шутланине, шухӑшне, хӑй тӑвас тенине ирӗксӗрлесе йышӑнтармасть, ӑнлантарса ӗнентермелли майсем шыраса тупса хӑй тӗллевне пурнӑҫлать.

Скромный человек никогда не навязывает своих взглядов и воли, он ищет пути для убеждения и только таким образом достигает своей цели.

Лайӑх енӗсем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Эпир халех эсир вагон ҫине посадком билечӗсемпе лартнине тӗрӗслеме тытӑнатпӑр, — терӗ вӑл, чӑнах та ҫавӑн пек ӗҫлӗ ҫын иккенне ӗнентермелли сасӑпа.

Вот сейчас проверим, все ли у вас погружены с билетами посадкома, — сказал он тоном, не допускавшим сомнения в его полномочиях.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех