Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗчӗ (тĕпĕ: ӗмӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пултаруллӑ ученӑйӑн ҫутӑ ӗмӗчӗ Аслӑ Октябрь хыҫҫӑн кӑна пурнӑҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Хӑҫантанпа кӗтнӗ ӗмӗчӗ вӗсен тинех пурнӑҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

— Мӗн ӗмӗчӗ пултӑр ӗнтӗ? — айвана печӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑнталла туртӑнать ача-пӑча ӗмӗчӗ, ҫавӑнталла вӗҫесшӗн шухӑшсӑр тапакан ҫамрӑк чӗре.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ара, кашнин хӑйӗн ӗмӗчӗ те-ха.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Нинукӑн та хӑйӗн ӗмӗчӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Анчах Завьялов Лиза пӗтӗм шанӑҫа ҫухатнине, унӑн ӗмӗчӗ татӑлнине пӗтерме, унӑн ҫавӑн пек туйӑмне ҫӗнтерме тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл яланхи вӑйӑ йӗркисем пӑсӑлнӑшӑн тарӑхнине ҫеҫ кӑтартса парасшӑн пулнӑ, Унӑн ӗмӗчӗ татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тихон Ивановичӑн шалта-шалта, чӗре тӗпӗнче темелле-и ӑна, хӑй ҫеҫ пӗлекен ӗмӗчӗ те пур-ҫке.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мустай Павӑлӗн ӗмӗчӗ пысӑкчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗмӗчӗ пурччех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Валентина Александровна хӑйӗн ача чухнехи ӗмӗчӗ ҫинчен каласа пачӗ: вӑл чечек патшалӑхӗнче пурӑнасшӑн, таврара пур ҫӗрте те чечеклӗ пултӑр тесе ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811

Пирӗн ҫулпуҫӑмӑрӑн ҫак ӗмӗчӗ халӗ пурнӑҫланса пырать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

— Вӑрҫа пула мӗн чухлӗ ҫын ӗмӗчӗ сӳнмерӗ-ши, — ассӑн сывларӗ Еньков.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Урӑхла пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен Кермӑн шухӑш-туйӑмӗпе ӗмӗчӗ ҫинчен, ӑна чӑрмантаракансем ҫинчен вӑл хаҫата ҫырма тӑхтарах тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сулагаев хӑйӗн алҫырӑвне кӑмакара ҫунтарса янине аса илсен Тарановӑн чӑрсӑр ӗмӗчӗ самантрах пӑсланчӗ: «Ҫавнашкал роман ҫырасси пирки пуҫа ҫӗмӗрсе усӑсӑр асапланас мар, хаҫат-журнал редакцийӗсенче Ямаш Ваҫҫи пек редакторсем халь те тӑп-туллиех».

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав хатӗрсене каялла илсе, вӑл каллех ҫаратма, ҫынсене сиен тума тытӑнмашкӑн шутланӑ (ӑна пуринчен ытларах уҫҫисем кирлӗ пулнӑ!), анчах ӗмӗчӗ татӑлнӑ!

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ӗмӗчӗ патне ҫывхарма Дашӑна та, унпа пӗр шухӑшлисене те «Пограничниксен юлташлӑхӗ» пӗрлӗх пулӑшса пырать.

Куҫарса пулӑш

Пограничниксен ҫамрӑк тусӗсем - слётра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60951

Чи пысӑк ӗмӗчӗ пурнӑҫланма пултарӗ.

Сейчас может исполниться заветное желание.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Класлӑ обществӑра писателӗн шухӑшӗ, ӑнланӑвӗ, ӗмӗчӗ, идеалӗ пӗр-пӗр клас шухӑшӗ, ӑнланӑвӗ, ӗмӗчӗ, идеалӗ пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех