Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫамрӑклӑх – кашни ҫын пурнӑҫӗнчи чи илемлӗ, чунра хаклӑ ӗмӗтсемпе ҫутӑ шанчӑк ҫуратакан, пирвайхи ҫитӗнӳсем тума тата ҫӗннине уҫма хавхалантаракан ытарайми вӑхӑт.
Михаил Игнатьев Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/06/27/news-3606168
Нервсене тертлӗн карӑнтарса тата ӗмӗтсемпе сӗмленсе, тем те пӗрпе уйланса выртнӑ хушӑра Робод ун ҫумне пырса тӑнӑ Дэзи Гаран сассине илтрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.
Ҫавнашкал ӗмӗтсемпе шухӑша кайса, вӗсем иккӗш те ассӑн сывла-сывла илнӗ; унтан Феня каланӑ:От таких предположений оба они задумчиво вздыхали; потом Феня добавляла:
I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
— Эсир пултаруллӑ ҫын, питех те ҫине тӑма пултараканскер, тата лайӑх ӗмӗтсемпе пурӑнатӑр пулас.— Вы человек способный, по природе — упрямый и, видимо, с хорошими желаниями.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Сирӗн чӗре моральпе, ырӑ ӗмӗтсемпе тулнӑ, анчах вӑл сирӗн — мамӑк тӳшек пек ӑшӑ та ҫемҫе, ун ҫинче творчество сывлӑшӗ канӑҫлӑн, хыттӑн ҫывӑрать, вӑл — сирӗн чӗре — тапмасть, сӑпка пек ерипен силленсе тӑрать»…
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тутлӑ ӗмӗтсемпе йӑпанасси ҫамрӑксемпе хӗрсене пултӑр, серьезнӑй ҫынсене — серьезнӑй ӗҫ…
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Хӗрхенме пӗлмен аттесен хыткукарлӑхне пула тата законсем ҫирӗппине пула эпир хамӑрӑн чи лайӑх ҫамрӑклӑха чухӑнлӑхра ирттеретпӗр, пушӑ ӗмӗтсемпе асапланатпӑр! — хушрӗ Луций Бестия, тин ҫеҫ пушатнӑ эрех куркине чӑмӑртаса.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Тахҫан вӑл хӑйне юмахлӑ ӗмӗтсемпе йӑпатса пурӑннӑ.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Эхер пуҫа унашкал ӗмӗтсемпе шухӑшсем пырса кӗрес пулсан та, хам паянхи кунпа кӑмӑллӑ пулнине туйса, малашнехи тӗкӗнекен шухӑшсене ним уяса тӑмасӑрах хӑвала-хӑвала яратӑп.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗлтӗр Володя хӑй юратнӑ хӗрӗн кошелекне чуптунине аса илсе, эпӗ те ҫапла тума хӑтланса пӑхрӑм, вара чӑнах та, каҫпа пӳлӗмре пӗччен чух чечек ҫине пӑха-пӑха ӗмӗтсемпе йӑпанма тата ӑна тута ҫумне тытма пуҫласан, кӑмӑл темле ыррӑн ҫемҫелсе кайнине, хам юратнине туйса илтӗм; ҫакӑн хыҫҫӑн юрататӑп тесе темиҫе кун хушши шухӑшласа ҫӳрерӗм.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каҫпа, эхер хӑнасем ҫук пулсан, сулхӑн галерейӑра чей ӗҫсен тата аттепе пӗрле хуҫалӑха пӑхса ҫаврӑнсан, эпӗ хамӑн ӗлӗкхи вырӑна, Вольтер кресли ҫине, выртатӑп та, Катенька е Любочка музыка каланине итленӗ май, вулатӑп тата ӗлӗкхиллех ӗмӗтсемпе йӑпанатӑп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫавнашкал ырӑ ӗмӗтсемпе кирек миҫе ҫулти ҫын та йӑпанма пултарнине эпӗ ҫирӗппӗн ӗненетӗп.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эхер мана ватӑлса ҫитичченех пурӑнма пӳрсен тата калавӑм хам ватӑличченех пурӑнайсан, эпӗ ҫитмӗлти старик пулса тӑрсан та хальхи пекех ӗненмелле мар ачалла ӗмӗтсемпе йӑпанасси пирки пӗртте иккӗленместӗп.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Апла пулин те эпӗ ҫаплах, ӗмӗтсемпе йӑпанса, ним тумасӑр, чӳрече ҫинче вӑрах ларатӑп.Несмотря на это, я, однако, долго еще сидел на окне, мечтая и ничего не делая.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗреннисӗр пуҫне эпӗ тата акӑ мӗн турӑм: улах вырӑнта ҫыхӑнусӑр ӗмӗтсемпе тата шухӑшсемпе йӑпанса лартӑм, тӗнчере вӑйлӑ ҫын пулас шутпа гимнастика турӑм, пӗр тӗллевсӗр-мӗнсӗр мӗнпур пӳлӗмсем тӑрӑх тата уйрӑмах хӗр-тарҫӑсен пӳлӗмӗн коридорӗ тӑрах сулланса ҫӳрерӗм, час-часах хам ҫине тӗкӗр витӗр пӑхрӑм, анчах ун патӗнчен эпӗ кашнинчех хуйха ӳксе тата хамран хам йӗрӗнсе пӑрӑна-пӑрӑна кайрӑм.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӑнлӑх каллех ӗмӗтсемпе улшӑнать, унтан чӑнлӑха астуса илни ӗмӗтсене тепӗр хут салатса ярать.И снова мечты заменяли действительность, и снова сознание действительности разрушало мечты.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ тӑват уран тӑтӑм, унӑн сӑн-питне уҫӑмлӑн курса, пуҫа утиялпа хупларӑм, ӑна пур енчен те хам ая ҫавӑрса чикрӗм, пӗр шӑтӑк юлми хупласан, выртрӑм та, ырӑ ӑшша туйса, тутлӑ ӗмӗтсемпе асаилӳсем ӑшне путрӑм.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл мӗншӗн пӑшӑрханнине пӗлетӗп ӗнтӗ эпӗ, мӗншӗн тесен пысӑк ӗҫсен умӗнче хамӑр базӑсене пӗтерсе хуни пирӗн мӗнпур ӗмӗтсемпе плансене пӗтерсе хума пултарать, плансене вара темӗн пек тӑрӑшса тунӑччӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Анчах Никифор ирӗке кӑларнӑ ҫӗр тӑрӑх хӗвеланӑҫнелле мӗн тери малалла кайнӑ, ӑна ҫав тери урӑх ӗмӗтсемпе шухӑшсем ҫавӑрса илсе пычӗҫ.
11 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Актер хӑй те ӗмӗтсемпе ҫунатланчӗ.
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.