Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗтленнӗскерсем (тĕпĕ: ӗмӗтлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн, иккӗшӗ те Хусанти авиаци институтне кӗме ӗмӗтленнӗскерсем, икӗ ҫул усӑсӑр ҫухатрӗҫ темелле: конкурс али вӗтӗ пулнӑ пирки каялла таврӑна-таврӑна килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сунарҫӑсем, какай ҫисе ҫӑкӑра перекетлеме ӗмӗтленнӗскерсем, вӑрмантан ялан тенӗ пекех пушӑлла таврӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Совет халӑхӗ чура тума килнӗ ҫичӗ юта хирӗҫ мӗнпур курайманлӑхӗпе ҫӗкленнине пула фюрер салтакӗсем, хӗрӗх кун хушшинче Раҫҫей витӗр тухма ӗмӗтленнӗскерсем, «пуҫа каялла тӗрӗс илсе кайсан та тӗм пекехчӗ» тени те ӗненмелле илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенче мӗн чухлӗ ача — ашшӗсӗр, ҫамрӑк хӗрарӑмсем — мӑшӑрсӑр, атте-аннепе асатте-асанне, малашлӑхра ҫывӑх ҫыннисен уссине, ӑшшине, пулӑшӑвне курма ӗмӗтленнӗскерсем, тӑлӑха тӑрса юлнӑ.

В годы жестокой войны очень много детей остались без родителей, молодые женщины — без супругов, родителей и дедушек, бабушек, мечтавшие увидеть в будущем пользу, тепло и поддержку близких остались сиротами.

Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех