Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлӗкхине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, вӑл ӗлӗкхине йӑлтах маннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ырӑ чунлӑ утрав хуҫи те ӗлӗкхине манса кайма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ӑс-тӑнӗ кӑна кӑштах хавшанӑ: ӗлӗкхине астӑвать, темиҫе минут каяллахине манма пултарать.

Только память иногда подводит: прошлое помнит, но может забыть то, что делала несколько минут назад.

Элӗк районӗнче 104-ри кинемей пурӑнать // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35980.html

Вӑрман, ӗлӗкхине тем астуса, тулашма тытӑнсан — Укахви чунӗ те вӑрман кӑмӑлӗ еннех ҫаврӑнса ӳкнӗ, шелленгӗ ӑна, хӗрхеннӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ӗлӗкхине манас, усалтан тасалас тесе.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пычӗҫ Йӗршшӳ ҫинчен Уламаспа Патирек Ӗлӗкхине манасшӑн астумаҫҫӗ — пулман пек: Ертсе пычӗҫ хайсемпе темиҫе ял чухӑнне, Ӗлӗк Урха мулӗшӗн тара хӗрсе пиҫнипе.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Авалхипе ӗлӗкхине асӑнса ҫырнисем ҫулсерен, кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке тухса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Кунта пулсан ӗлӗкхине аса илсе тимӗрҫӗ лаҫҫине те чупса пырӗ вӑл, ял халӑхӗ умӗнче ят тӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эппин, ӗлӗкхине, ашшӗпе пӗрле Василь-Новгород хулине тунӑ ҫӗрте асапланнине, хӑйӗнпе пӗрле Хусан патне килсе кайнисене манман.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан ӗлӗкхине асӑнса кӑшт урампа иртес тесе малти тимӗр хапхана уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗлӗкхине асра тытса ахалех кураймасть ӑна атте.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нумай вӗсем старикпе Ларчӗҫ сӑмах калаҫса, Калаҫнӑ чух хушӑран Ӗлӗкхине асӑнса.

Куҫарса пулӑш

Юмӑҫ патӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Эп ӗлӗкхине аса илнӗрен кӑна кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халь кӗтӳҫ тени усал ят мар та, ҫапах та Куҫма пиччене ун пек чӗнни килӗшмест, ӗлӗкхине аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хуҫа вӗсене пӑхса ӗлӗкхине аса илме юратать пулас, унсӑрӑн вӑл ҫак сарӑхса кайнӑ карточкӑсене ӑҫта та пулин арча тӗпне пуҫтарса хунӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Капла, урамра курсан, ӗлӗкхине аса илме кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗлӗкхине мантӑн-им, эс манпа ҫапӑҫса курнӑччӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сакӑрвуннӑран иртнӗ пулсан та, пуҫ тӑнӗ улшӑнман унӑн, ӗлӗкхине веҫех астӑвать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ун чухне эсӗ пӗчӗкҫӗ ача ҫеҫчӗ, хальхи сӑн-сӑпату та ӗлӗкхине астутараканни пӑртак анчах юлнӑ.

Ты тогда еще совсем мальчуган был, только смутное какое-то сходство осталось.

IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫӗкленӗ тӗрӗпе ҫеҫ сурпан пуҫӗ пушӑрах пулӗ тесе-ши, ӑстаҫӑ ун ҫумне ӗлӗкхине, йӗппе-ҫиппе тӗрленине, пӗрлештерет.

Видимо, мастерица не мыслила себе конца сурбана без старинной вышивки, она присоединила ее к браному узору, чтобы в конце сурбана не было пусто без вышивки.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех